Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин ветеранĕ Илья Павлович Прокопьев пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçнă

В столице Чувашии открылась мемориальная доска в честь Ильи Прокопьева Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин патшалăх тата общество деятелĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ, Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫине хутшăннă ветеран  Илья Павлович Прокопьев пурăннă çурт çине вырнаçтарнă Асăну хăмине уçнă.
Илья Прокопьевăн çутă сăнарне халăх асĕнче хăварас тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нарăс уйăхĕнче указ кăларнăччĕ. Çав документпа килĕшӳллĕн тĕп хулари Ленинград урамĕнчи 26-мĕш çурт çине Асăну хăми вырнаçтарма йышăннă.
Илья Павлович Чăваш Ен аталанăвне пысăк тӳпе хывнă. 10-мĕш пилĕк çуллăх планне ăнăçлă тултарнăшăн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă. Çав тапхăрта Чăваш Ен тĕп хули Атăл тăрăхĕнчи индустри, ăслăлăх тата культура центрĕ пулса тăнă.

Паллă пулма Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов,  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев,   Чăваш Ен Пуҫлăхĕн  ҫумĕнчи Ваттисен канашĕн пайташĕ Петр Ивантаев, Илья Павлович Прокопьевăн тăван хĕрĕ – Ирина Хохлова, мемориал хăмин авторĕ, Раҫҫейри Художниксен пĕрлешĕвĕн членĕ Игорь Голубев, влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче ĕҫлекенсем, обществăлла организацисенче тăрăшакансем, хăнасем чылайăн хутшăннă.    

Пухăннă ентешсем умĕнче тухса калаҫнă май, Михаил Игнатьев Илья Прокопьев халăхăн асăнче ĕмĕр пурăннине каланă. Ăна пĕлмен ҫын ҫук тесен те йăнăш мар. Сумлă ҫынна сума сунни, шăпах та ҫак пулăма йĕркелени ҫирĕплетсе парать те ĕнтĕ.

«Вăл яланах уҫă кăмăллă, таса чунлă пулнă. Чăваш Енре пурăнакансем ентешĕмĕре кулленех ырăпа асăнаҫҫĕ. Ĕҫчен ҫын халăхшăн нумай вăй хунă. Граждансен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатассишĕн ҫине тăрсах ĕҫленĕ.  Сахал мар пысăк объектсем хулара ҫĕкленсе ларнă.  Унăн пархатарлă ĕҫĕсем ĕмĕрлĕхех Чăваш Ен истроийĕнче ылтăн тĕспе ҫырăнса юлнă», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

«Хăй вăхăтĕнче хаклă ентешĕмĕр яваплăха туйса ырми-канми тăрăшнă. Паян унăн пархатарлă ĕҫĕсене ăмсанмаллипех ăмсанма пултаратпăр. Ертӳҫĕ пулнă май, вăл ҫивĕч паха, пысăк тавракурăмлă специалистсене хатĕрленĕ.  Паян та унăн вĕренекенĕсем пысăк хуҫалăхсен тилхеписене ҫирĕп тытса пыраҫҫĕ», – тенĕ пуҫаруҫăсенчен пĕри Петр Ивантаев.

Тав сăмахĕсем ҫумне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов хутшăннă. Чаплă вăхăтсенчи самантсем пирки чарăнса тăнă, нихăҫан та манăҫми ĕҫĕсене аса илсе хăварнă.

Чăваш Ен Пуҫлăхне Михаил Игнатьева  ҫакăн пек ырă ĕҫшĕн мухтаса мĕнпур тăванĕсен ячĕпе сумлă ентешĕмĕрĕн хĕрĕ Ирина Хохлова чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă. Хăйĕн ашшĕне хисепленĕшĕн Чăваш Ен халăхне пуҫ тайнă.

Чăваш халăх поэчĕ Валерий Тургай паллă пулăм ячĕпе пухăннисем умĕнче, ентешĕмĕре халалланă сăввисене вуласа панă. Вăрнар районĕнчи Нурăсри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулта кадетсен класĕнче вĕренекенсем паттăра чысласа сăвăсем каланă.

Илья Павлович Прокопьева сума сунса вырнаҫтарнă Асăну хăмине торжествăлла майпа митингра Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата ентешĕмĕрĕн хĕрĕ Ирина Хохлова, Раҫҫейри художниксен пайташĕ Игорь Голубев уҫнă.

Фоторепортаж



28 июля 2018
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter