Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илĕвĕн ĕҫченĕсен кунӗ ячӗпе саламлани

Суту-илĕвĕн  хисеплĕ ĕҫченĕсем  тата ветеранĕсем!

Сире  професси уявĕпе  чĕререн  саламлатăп!

Чăваш Ен потребительсен рынокĕн тытăмĕ юлашки ҫулсенче пĕр тикĕс аталанса,  тавар ҫаврăнăшĕ ӳссе пыраҫҫĕ, суту-илĕвĕн хальхи йышши объекчĕсем уҫăлаҫҫĕ, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, халăх ыйтăвне тивĕҫтермелли прогрессивлă технологисем вăй илеҫҫĕ, таварпа пулăшу ассортименчĕ пуянланать.

Суту-илӳ ĕҫченĕсем професси ăсталăхне куллен ӳстерсе ҫынсен кăмăлне тивĕҫтерес енĕпе пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене пурнăҫлаҫҫĕ. Республикăра пурăнакансен хальхи вăхăтра  тавар туянас е пулăшу илес енĕпе чăрмав ҫук. Паянхи конкуренци тапхăрĕнче пахалăхлă тавара тата пулăшăва йӳнĕ хакпа сĕнекенсем кăна ăнăҫуллисем пулса тăраҫҫĕ. Потребительсем ырă сунса кĕтекен тата хăйсене тимлĕ пăхакан предприятисемпе организацисене ытларах кăмăллаҫҫĕ. Кун пек чухне вĕсен саккунлă прависене тата интересĕсене  тивĕҫлипе хаклани те пĕлтерĕшлĕ.

Суту-илĕвĕн мĕн пур ĕҫченне республика экономикине аталантармашкăн сумлă тӳпе хывнăшăн, пуҫаруллă пулнăшăн тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳ тума ăнтăлнăшăн чĕререн тав тăватăп. Сире уяв ячĕпе саламласа ҫирĕп сывлăх, тăнăҫлăх сунатăп, ĕҫĕрсем ăнса пыччăр, ĕмĕтĕрсем пурнăҫланччăр!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                                  Михаил Игнатьев



28 июля 2018
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter