«Чăваш Ен» ИПК — 50 çулта

 

«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăп та лăп çур ĕмĕр. Сумлă çак уява полиграфистсем паян савăнăçлă лару-тăрура паллă турĕç.

Пурнăçа çĕнĕ технологисем анлăн кĕрсе пынă тапхăрта та хут çинче çырнин сумĕ чакмасть. Ăна нимĕн те улăштараймĕ. Чылайăшĕ хаçат-журнал, кĕнеке епле тухнине чухламасть те. Полиграфистсем вара çак ĕçе чунне парса ырми-канми тăрăшаççĕ.

— Пирĕн предприяти миçе çул ĕнтĕ чăваш халăхĕшĕн, республика, çĕршыв экономикишĕн тухăçлă та усăллă ĕçлет. Ахаль машинăсенчен — цифрăллисем таран, хура-шурă пичетрен тĕрлĕ тĕсли патне\çити аталаннă предприяти. Мĕн тери пуян çул-йĕрпе иртнĕ çур ĕмĕрте. Паллах, вăхăт ыйтнă пек улшăнма та тивет, — сăмах илчĕ «Чăваш Ен» ИПК генеральнăй директорĕ Вадим Ефимов.

Чăн та, темĕн те кăларать ИПК. Тĕрлĕ хаçат-журнал, темĕн тĕслĕ кĕнеке… Паянхи конкурентлă лару-тăрура пуç усмаççĕ полиграфистсем, малалла аталанмалли çул-йĕр шыраççĕ.

Çак шухăша ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та палăртрĕ. Нумай çул ĕçлекенсене çамрăксене ырă тĕслĕх кăтартнăшăн уйрăммăн ырларĕ вăл.

— Паян цеха кĕрсен пĕр хĕрарăмран миçе çул ĕçленипе кăсăклантăм. «41», — хуравлрĕ вăл. Тăван халăх йăли-йĕркине тĕпе хурса, ĕçе хисеплесе ÿснĕ çынсем тăрăшаççĕ кунта, — палăртрĕ Михаил Васильевич.

— Вулама кăмăллакан çын полографие юратмасăр пурăнаймасть, — систерчĕ предприяти ĕçĕпе паллашнă май пĕр хĕрарăм. Эпĕ вара полиграфие юратакан вуламасăр пултараймать тенĕ пулăттăм, — саламларĕ «Чăваш Ен» ĕçченĕсене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.

Уявра тĕрлĕ наградăпа чысласси те йăлара. Полиграфистсем те тĕрлĕ хисепе тивĕçрĕç.

 

Татьяна НАУМОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем.


Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
28 июля 2018
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter