Андриян Николаев космонавт летчик ячĕ халăх асĕнче ĕмĕрех

В Чувашии вспоминают легендарного космонавта Андрияна Николаева Сĕнтĕрвăрри районĕнче Шуршăл салинче ҫуралса ӳснĕ  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Николаев космонавт летчик пурнăҫран уйрăлса кайнăранпа паян 14 ҫул ҫитнĕ. Астăвăм  комплексĕнче митинг иртнĕ.  Мероприятине Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев, Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ  Анатолий Мясников, район пуҫлăхĕ Николай Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн финанс ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Комитетăн председателĕн ҫумĕ, Олимп чемпионĕ Елена Николаева тата та ытти официаллă ҫынсем пухăннă.  Вĕсемпе пĕрле паллă ентешĕмĕрĕн тăванĕсем, вырăнти халăх йышлăн пуҫтарăннă.  

Митинга Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев уҫнă. Пухăннисене ҫак митинга килнĕшĕн, космонавт летчика асăнса сума суннишĕн тав тунă. «Эпир яланах унăн тĕлĕнмелле ĕҫĕсене асра тытатпăр. Вăл ҫăлтăрсем патне ăнтăлнине ĕмĕр астăватпăр. Тĕнче уҫлăхне вĕҫсе, хăй мĕн шухăшланине пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртнĕ», тенĕ регион Ертӳҫи.  Ентешĕмĕр пĕрре ҫеҫ те мар тĕнче шайĕнче рекорд кăтартнă, ҫав тери йывăр ыйтусене тивĕҫлĕ татса панă, нимĕнле кĕтменлĕхрен те хăраман, яланах парăнтарма тăрăшнă тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Михаил Игнатьев пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă ентеш пирки хăш-пĕр самантсене аса илнĕ.  «14 ҫул каялла Пĕтĕм Раҫҫейри Ял спорт ăмăртăвĕсенче вăл тĕп судья пулнăччĕ.   Ун чухне ăмăртусем Чăваш Республикинче иртнĕ. Эпĕ сахал мар ĕҫ пирки унпа канашланăччĕ.  Вăл яланах хамăрăн ентешсемпе мăнаҫланма пĕлеччĕ.  Ытти регионсенчен чылайăн пуҫтарăннишĕн хавхаланчĕ. Вăтамран ун чухне пирĕн регионта 3 пине яхăн ҫын килме кăмăл тунă. Спорт уявĕ ҫав тери чаплă иртрĕ. Пирĕншĕн пысăк ҫухату пулчĕ, унăн чĕри ҫав кун тапма пăрахнă. Пирĕн чĕресенче ĕмĕрлĕх асра юлĕ», тесе аса илнĕ республика Пуҫлăхĕ.  Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн Андриян Григорьевич сахал мар ĕҫленĕ, вăл заводсем хута ярассинче, социаллă сферăна аталантарассинче пысăк тӳпе хывнă. Унăн ачалăхĕ Шуршăлта иртнĕ, халĕ ҫак район ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче, кунта пĕтĕмпех йĕрке хуҫаланать.   

Космонавтăн паха ĕҫне ҫитĕнекен яшсемпе хĕрсене ăс парса вĕренсе пыраҫҫĕ. «Раҫҫейре тата та ытларах ҫакăн пек паттăрсем ҫуралччĕр. Андриян Николаев пек маттур пулччĕр», сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев, пурне те ҫирĕп сывлăх, телей суннă, ҫемьере килĕшӳпе ырлăх яланах хуҫалантăр тенĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Анатолий Мясников ентешĕмĕр, темĕн чухлĕ паттăр пулсан та, унăн ячĕ тĕнче шайĕнче сарăлнă пулин те, вăл яланах ырă кăмăллă, ҫынсемпе тарават пулнине ырласа аса илнĕ. Халăх ăна яланах ăшпиллĕ пулнăшăн тав тăвать тенĕ ертӳҫĕ. «Шанатпăр, пуласлăхра тата та ун пек хастар та хăюллă, пысăк тавракурăмлă яш тĕнче уҫлăхне вĕҫсе Чăваш Ен ятне ҫӳлтен ҫӳле ҫĕклессе», сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.  

Елена Николаева хăйĕн сăмахĕнче, паян митинга пухăннисенчен кашни тенĕ пек космонавтпа ҫывăх калаҫнине, ăна ырăпа кулленех аса илнине хыпарланă.

Митинг вĕҫленсен, Андриян Николаев вил тăпри ҫине чĕрĕ чечек ҫыххисем хунă пухăннă хăнасемпе вырăнти халăх.  Паттăра асăнса, ҫурта ҫутнă, кĕлĕ вуланă.

Андриян Григорьевичăн чи юратнă «Вĕҫ-вĕҫ, куккук» юрă сăмахĕсене асăнмалăх аса илсе хăварнă.

Музей территорийĕ ҫав тери илемлĕ, ăна кулленех тасатса тирпейлесе тăраҫҫĕ. Ҫакнах хăнасем те курса ĕненнĕ.  Предпринимательсен пĕрлешĕвĕ пысăк тӳпе хывать. Ҫĕнĕ фонтан халăх кăмăлне уҫса янă.  Республика хыснинчен те сахал мар укҫа тăкакланать, вăл шутран «ЛУКОЙЛ» ПАО тата «СФ «Комплекс» ТМЯО витĕм кӳни куҫкĕретех.   

Астăвăм комплексĕн ертӳҫи Александр Тукмаков музей ĕҫĕпе паллашма кăмăл тăвакансем валли тĕрлĕ условисем пуррине хыпарланă.  Вĕсем вĕренӳ учрежденийĕсемпе тачă ҫыхăнса пынине палăртнă.

Михаил Игнатьев ҫĕнĕлĕхсемпе паллашнă хыҫҫăн, тухса ҫӳрекен музей ĕҫĕпе ҫуллахи кану вăхăтĕнче лагерьсенче ачасене тĕплĕнрех паллаштарма майсем йĕркелеме чĕнсе каланă. Ҫитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕҫре пысăк пĕлтерĕшлĕ пуласса палăртнă.

Фоторепортаж



03 июля 2018
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter