Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи пайташĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 2-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» пĕтĕм Раҫҫейри политика партийĕн Чăваш Республикинчи Патшалăх Канашĕнчи пайташĕсемпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ĕҫе пухăннисене тав тунă май, 2019-мĕш ҫулхи Чăваш Республикин бюджет политики пирки тата планпа пăхса хăварнă 2020-2021-мĕш ҫулсем валли тишкернĕ ĕҫ хучĕ пирки калакан Указа алă пусса ҫирĕплетнине ырă хыпара пĕлтернĕ.    Хальхи вăхăтра республика бюджетне йĕркелессипе хĕрӳ ĕҫ пынине хыпарланă. Вăл документра Раҫҫей Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта  ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă указа та тĕпе хунине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.  «Депутатсен хăйсен тытăмĕнче ҫирĕп йĕркене пăхăнса ĕҫлемелле, приоритетсене палăртса, федераци шайĕнче ыйтусене татса парассишĕн ҫине тăрсах тăрăшмалла», тенĕ Михаил Игнатьев.

Ку хутĕнче регион Ертӳҫи депутатсемпе пенси ҫулне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтăва тарăн тишкернĕ. Раҫҫей Президенчĕ палăртнă самантсем пирки те аса илнĕ, вăрăм ĕмĕрлĕ ҫынсен шутне ӳстересси приоритетлă ыйту пулнине каланă. 80 ҫултан та иртсе пурăнакансен йышĕ ҫулран ҫул нумайланса пымаллине палăртать Ертӳҫĕ.

«Раҫҫей гражданĕсен 60 ҫултан иртсен те питĕ активлă пулмалла. Ҫак кăтартăва ҫитерме кашни пултарайратпăр. Пирĕн ҫĕршыв ҫирĕп аталанса пырать. Нумай кăтартусемпе эпир ыттисенчен малта пыратпăр. Халăхăн пурнăҫ условийĕн шайне хăпартассишĕн, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлетпĕр», тенĕ вăл.

Пенси ҫулне тăсас пулсан, аслă ҫултисем тата та ĕҫ вырăнĕсенче тимлесе Раҫҫейе усă парĕҫ. «Пирĕн ҫав тери нумай пенсионер, ватлăх ҫитсен те ĕҫе пăрахма шутламаннисем. Палăртма кăмăллă, шалу укҫин виҫи пенсинчен чылай пысăкрах», –  тесе хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.   Михаил Игнатьев асăннă ыйтăва ватăсемпе ҫителĕксĕр сӳтсе явнине каланă.   «Пирĕн тĕллев – халăхпа ĕҫлесси, вĕсене кирлĕ пек ăнлантарса парасси. Депутатсен ĕҫ ушкăнĕсенче пенсипе ҫыхăннă ыйтăва тарăнрах ăнлантарса памалла. Чăваш Республикин Ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствин те айăккинче тăрса юлмалла мар, кулленех кун пирки хыпарсене хускатсах тăмалла», тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



03 июля 2018
08:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter