Чăваш Енри аслă шкулсемпе техникумсенче вĕренме бюджет вырăнĕсем нумайланнă

Паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. 2018–2019-мĕш ҫулта ҫĕнĕ вĕренӳ тапхăрĕ валли аслă шкулсенче бюджет вырăнĕсем нумайланнă, ҫакăн пирки ырă хыпара пĕлтернĕ паянхи ĕҫлĕ канашлура Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов. Пурĕ бюджет вырăнĕсем  11 128 шутланаҫҫĕ. Кăтартăва 2017-мĕш ҫулхине пăхас пулсан, вăл 10 465 танлашнă пулнă.  

Утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне аслă шкулсене пурĕ 16 пин ача вĕренме кĕме заявлени ҫырса панă.   Пĕр бюджетлă вырăна вырнаҫас тесе 6,2 ҫын кĕрессишĕн тупăшĕҫ. Чи нумай заявлени И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕме ҫырнă.  Конкурс тени питĕ пысăк, пĕр вырăна 8,1 ҫын ытла тивет. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне  вара кăштах сахалтарах, кăтарту – пĕр бюджетлă вырăна 7,6 ҫын тивет. Ытти аслă шкулсене вĕренме кĕме кăмăл тунисем те сахал мар, кăтарту ҫулран ҫул ӳссех пырать. Паянхи пурнăҫ таппинче ытларах студентсем экономист, педагогика ĕҫĕнче хăйсене курасшăн.  Тухтăр пулма кăмăл тăвакансен те шучĕ самай пысăк пулни сисĕнкелет.

Республикăри техникумсене, колледжсене пĕтĕмпе вĕренме кĕме 9 пин ҫын заявлени ҫырса панă. Кăтарту пысăк, мĕнпур 9–мĕш класран вĕренсе тухнă ачасенчен 88 проценчĕ шутланать тесе хыпарланă Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ.   Халăх хушшинче чи анлă сарăлнисем: медицина колледжĕ, электромеханика колледжĕ, Н.В.Никольский ячĕллĕ Шупашкарти професси пĕлĕвĕ паракан колледж тата ыттисем те. Куҫăм уйрăма вĕренме кĕрес тесен, заявленисене ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕччен ҫырса пама юрать. Енчен те вара, пушă вырăнсем юлсан, заявлени ҫырмалли тапхăра чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕччен тăсма плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шкултан вĕренсе тухнисем, хăйсене килĕшекен аслă шкулсене е тата професси пĕлĕвĕ илме май паракан колледжсене вырнаҫса паха кадрсем пулса, каялла регионти предприятисемпе организацисене ĕҫлеме килессе шанса каланă.



30 июля 2018
15:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter