«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăп та лăп çур ĕмĕр

Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвященном 50-летию АО «Издательско-полиграфический комплекс «Чувашия»Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ ĕçлеме пуçланăранпа кăçал шăп та лăп çур ĕмĕр. Сумлă çак уява полиграфистсем савăнăçлă лару-тăрура паллă тунă. Комплекса йĕркелесе янăранпа кăҫал 50 ҫул ҫитнĕ.

Пурнăçа çĕнĕ технологисем анлăн кĕрсе пынă тапхăрта та хут çинче çырнин сумĕ чакмасть. Ăна нимĕн те улăштараймĕ. Чылайăшĕ хаçат-журнал, кĕнеке епле тухнине чухламасть те. Полиграфистсем вара çак ĕçе чунне парса ырми-канми тăрăшаççĕ.

Паян ятарлă база республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ хаҫат-журналсене кашни кун пичетлесе кăларать.  Технологисене ҫирĕп пăхăнаҫҫĕ специалистсем. Тарăн пĕлӳ илни вĕсен куҫкĕретех.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Михаил Анисимов, «Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕ производство ĕҫĕпе тарăн паллашнă, хăш-пĕр ыйтусем пирки тĕплĕнрех сӳтсе явнă, ҫитĕнӳсем пирки чарăнса тăнă.

Палăртнă кун, Михаил Игнатьева специалистсем хаҫатсене пичетлесе кăларакан машина ĕҫĕпе паллаштарнă.

«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕн генеральнăй директорĕ Вадим Ефимов хăйĕн сăмахĕнче, предприяти пуҫласа CtP CtP – Fuji Film Luxel Vx-9600 база тытăмĕнче ҫĕнĕ технологи йĕркелесе янине хыпарланă. Юлашки ҫулсенче производство кĕнекесем пичетлесе кăларас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрнине хыпарланă вырăнти ертӳҫĕ. Таварсем пахалăх тĕлĕшĕнчен пысăк шайра калăпланса тухни никамшăн та вăрттăнлăх мар тенĕ вăл сăмаха тăсса. Паянхи пурнăҫ таппинче предприяти кĕнекесем, хаҫат-журналсем, шкул ачисем валли тĕрлĕ пособисем пичетлесе кăларать. Шкулсене валли тĕрлĕ литература кунта питĕ анлă тирпейленет.

Регион Ертӳҫи организаци ĕҫне пысăка хурса хакланă.

Михаил Игнатьев торжествăлла пайра пухăннă ентешсене уяв ячĕпе саламланă, малашне те пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă.

«Паянхи пурнăҫра хăш предприятисенче ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пыраҫҫĕ, ҫавсем яланах малти вырăна тухаҫҫĕ», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ. Палăртма кăмăллă, кадрсем пысăк тавракурăмлă. Паха специалистсем ҫав тери тăрăшса ĕҫлени те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Потенциал пысăк предприятийĕн тенĕ Михаил Игнатьев.

«Чăваш Ен» издательство-полиграфи комплексĕн генеральнăй директорĕ Вадим Ефимов Чăваш Республикин Пуҫлăхне предприятине аталанса пыма пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав сăмахĕсем каланă.  Республикăра пурăнакансен ырлăхĕшĕн производствăра тимлекенсем ырми-канми тăрăшни паллă. 2017-мĕш ҫулта предприятийĕн тупăшĕ 187 млн танлашнă. Вĕсем патĕнче 250 ҫын кулленех тăрăшать. Республика хыснине 40 млн налук хывнă.  Юлашки ҫулсенче предприяти ҫитĕнĕвĕсене ыттисем те курса хакланă,  вĕсем «Золотой Меркурий», «Бизнес-лидер» пĕтĕм халăхсен наградисене те тивĕҫлĕ пулнă. Чăваш Ен Правительстви те пĕр хутчен ҫеҫ мар патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Палăртнă предприятипе кулленех тачă ҫыхăнсе ĕҫлекеннисем те пур. Вĕсем: «Гэотар-Медиа», «Российская газета», «Аргументы и Факты», «Советская Чувашия», «Хыпар», Чувашское книжное издательство, Раҫҫейри паллă организацисем: «Проспект», Физматлит, Центрполиграф тата ыттисем те.   

Уяв ячĕпе мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов саламланă.  «Коллективăн ĕҫлес кăмăл пысăк пулни курăнать. Кирек-епле йывăрлăха та вĕсем парăнтарма пĕлеҫҫĕ.  Раҫҫей халăхĕ кĕнеке-журнал яланах вулама юратнă. Апла пулсан, вĕсене валли паха тавар тирпейленсе тухĕ. Ун пирки пĕрре те иккĕленмĕпĕр», – тесе палăртса каланă Валерий Филимонов.   

Саламсем ҫумне ҫак кун Шупашкар хулин Депутатсен пухăвĕн председателĕ Николай Владимиров хутшăннă. «Предприяти пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăрать. Пысăк технологи пурнăҫа кĕрет. Специалистсем кулленех хăйсен пĕлӳ шайне ӳстерсе пыраҫҫĕ. Мухтав сире», – тесе каланă вăл.

«Гэотар-Медиа»  ушкăнăн президенчĕ, профессор, техника наукин докторĕ Булат Нигматулин хĕрӳллĕн саламланă. Предприятийĕн чысĕ кулленех ӳссе пынине асăннă. Вĕсен ĕҫне регионта анчах мар, ҫĕршыври ытти субъектсенче те лайăх пĕлеҫҫĕ тесе хакланă.

  Паллă кун, хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградисене парса хавхалантарнă.

Фоторепортаж



30 июля 2018
09:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter