Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевăн Ҫĕнĕ Шупашкарти ҫулҫӳревне тĕплĕн сӳтсе явнă

Авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Правительство членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ. Кану кунĕнче республика Ертӳҫи Ҫĕнĕ Шупашкарта ĕҫлĕ визитпа пулнă, унти объектсене пăхса хакланă, ҫитменлĕхсене палăртнă.

Ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Ҫĕнĕ Шупашкарта автомашина ҫулĕсене курса хакланă, строительство ĕҫĕсемпе паллашнă, нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе пăхса ҫаврăннă, Атăлăн ҫыран хĕррине илемлетессипе йĕркеленĕ объектсенче пулса курнă.  Республика Пуҫлăхĕ муниципалитетра юсав ĕҫĕсене йĕркеленĕ чухне хăрушсăрлăх теми ҫине тимлĕх уйăрманнине асăрханă.  Енчен те автомашина ҫулĕсене сарса тирпейлесе пыраҫҫĕ пулсан, ҫуммăн ҫынсене ҫурран иртсе ҫӳремелли вырăна та хута ярса хăварма чĕнсе каланă.

Ҫуртсем хушшинче иртсе ҫӳреме асфальт сарнă, анчах та тротуар туса хăварман. Ҫитменлĕхе пĕчĕк ачаллă амăшĕсем, аслисем тӳрех асăрханă, хăйсен пăшăрханăвне республика Пуҫлăхне пĕлтернĕ. Чăваш Республикин строительство министерствине ҫийĕнчех ҫитменлăхсене пĕтерме хушса хăварнă республика Пуҫлăхĕ. Йĕрке тени пур ҫĕрте те пулмалла тесе асăрхаттарнă вăл сăмаха малалла вакланă май.  Хула влаҫне Атăлăн ҫыран хĕрри тирпейсĕр пулнишĕн ятласа хăварнă. Ҫĕнĕ тротуар юрăхсăра тухни, паркра тасамарлăх хуҫалани вара пăшăрхантарнă регион Ертӳҫине.  

Пляж хăйне евĕр кану вырăнĕ шутланать.  Ҫынсене канма пачах та условисем ҫук тесен те йăнăш мар.  Таса шыв кĕртсе хăварма вырăнти ертӳлĕхе чĕнсе каланă.  Пуласлăхра объекта сармалла, тен ун чухне тата та канма килес текенсен йышĕ ӳсĕ тесе каланă республика Пуҫлăхĕ.  Эскиз проектне хатĕрлемелле, каярах вара хулари депутатсен пухăвне тăратмалла тесе  ҫивĕччĕн палăртса каланă Михаил Игнатьев.

Арендаторсем патне ҫирĕп йĕркепе условисем тăратмалла. «Енчен те вĕсем пляж ҫывăхĕнче суту-илӳ тăваҫҫĕ пулсан, нормативсене пĕтĕмпех пăхăнмалла. Йĕрке ҫук пулсан вара, вĕсен килĕшӳ хучĕсене пăрахăҫламалла.  Ҫĕннисене шырамалла, халăха паха таварсемпе тивĕҫтерессишĕн тăрăшмалла», — тенĕ Михаил Игнатьев.

Ҫĕнĕ Шупашкар тата та илемлĕрех хăтлăрах пулмалла, ун патне ҫитессишĕн вара пурин те тăрăшса тимлĕн ĕҫлемелле тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  



30 июля 2018
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter