Республикăра мĕнпур ял хуҫалăхсенче хĕрӳ ĕҫ пырать

Паян, ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертиӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Таврара типĕ тăнă пирки иртнĕ эрнере чрезвычайлă лару-тăру тесе ĕҫ хутне йышăнса хăварнă пулнă. Регион шайĕнче йышăннă ЧС пирки паян планеркăра та асăннă.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче типпе пула ҫĕрулми инкек тӳснине хыпаралнă. Тыр-пул та уйрăм хуҫалăхсенче ăнса пулманни сисĕнет тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май. Пахча ҫимĕҫ нӳрĕксĕр типнĕ, тухăҫ илесси иккĕленӳллĕ тенĕ вице-премьер.  

«Кĕрхисем ытлашши аптрамаҫҫĕ.  Ҫулла утă уйăхĕпе ҫурла уйăхĕнче   тăпрара йĕпе сахал пулнине кура, ҫурхи тапхăрпа акса хăварнă ӳсен-тăран туллин пиҫсе ҫитеймест. Паллă, ҫĕр улми вара шултра пулаймĕ», тенĕ вăл.

Енчен те тăкак тӳсни пирки ĕҫ хучĕсене йĕркелесе тăратсан, патшалăх тĕревне илме май пулассине асăннă вице-премьер.

Ял хуҫалăх пайне ертсе пыракан кулленхи лару-тăрупа та кĕскен паллаштарнă. Ялсенче выльăх апатне хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫ пынине хыпарланă. Кăҫал утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне хуҫалăхсенче пурĕ 100,1 пин тонна выльăх апатне тирпейлесе пуҫтарса хунă.  

Плана кĕртнĕ тăрăх, 2018-мĕш ҫул валли тухăҫа мĕнпур хуҫалăхсен 458,1 пин га пухса илмелле.  Пăрҫа йышши культурăна 282,2 пин гектартан, ҫĕрулмине - 8 пин гектартан, пахча-ҫимĕҫе - 1,5 пин га тирпейлесе пуҫтармалла.

Чăваш Республикинче мĕнпур хуҫалăхсенче вырмана тухнă, ҫĕр ĕҫченĕсем ҫĕнĕ тухăҫа пухса илессишĕн кунне-ҫĕрне пăхмасăр тимлеҫҫĕ. Ҫурла уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне  12,9 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинчен тыр-пула ҫулса пăрахнă. Пурĕ 32,4 пин тонна тырăна тĕшĕлесе кĕртнĕ. Пĕтĕмпе уй-хирте 274 комбайн кĕрлет. Тыр-пула типĕтессипе те ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансем курăмлă ĕҫлеҫҫĕ. Кĕрхи культурăна акса хăварма уйра ҫĕре сухаласа пыраҫҫĕ. Чăннипех те кĕрхи культурăпа ĕҫлеме тупăшлă тесе ҫирĕплетсе каланă вице-премьер.   

Раҫҫейри пекех Чăваш Енре те топлива хакĕ кăштах ӳсни сисĕнет.  Ҫураки вăхăтĕнче тахҫантанпах ҫакăн пек лару-тăру пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ. Паянхи кун тĕлне, тăкак тӳснисене патшалăх пулăшу куҫарса парĕ. Ăна валли 38,5 млн уйăрнă. Ырă хыпара вице-премьер Сергей Артамонов пĕлтернĕ.

Михаил Игнатьев кĕрхи культурăсене акса хăварассипе ытларах ĕҫлеме сĕннĕ, чи паха ĕҫ опычĕсене тĕпе хурса пыма хушнă.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, тухăҫа ҫухатусăр пухса кĕртме чĕнсе каланă. Ҫанталăк лăпкă тăнине кура, уй-хирте кашни кун ĕҫлемеллине асăрхаттарнă.  



30 июля 2018
17:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter