Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уява хутшăннă

В преддверии профессионального праздника состоялось чествование работников торговли и награждение победителей фестиваля «Гостеприимная Чувашия»Утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Суту-илӳ ӗҫченӗсен кунне халалланӑ уява хутшăннă. Михаил Васильевич малтанах "Хӑнасене тарават Чӑваш Ен" куравпа паллашнă. Республика Пуҫлӑхӗ асӑннӑ сферӑра мӗнпурӗ 90 пин ытла ҫын вӑй хунине палӑртнă. Курав ҫав тери килӗшни ҫинчен пӗлтернĕ. "Кондитерсем хӑйсен ӗҫне чунне, чӗрине хываҫҫӗ. Кондитерсене хатӗрлекен вӗрентекнсене, ӑстасене чӗререн тав тӑватӑп. Профессире чӑн-чӑн ӑстасем вӗсем, Раҫҫей, тӗнче шайне тухма тивӗҫ", – тенĕ Михаил Васильевич. Пурне те уяв ячĕпе чĕререн ăшшăн саламланă.

Аса илтеретпĕр, мероприяти регионта икĕ кун хушши пынă. Мала тухнисене шăпах та, ҫак кун савăнҫлă лару-тăрура чысланă. Конкурс ĕҫне тĕрлĕ регионсенчи паха специалистсем хутшăннă, вĕсем хăйсен паха опытне кăтартса панă.  Вĕренӳ ĕҫĕсем те сахал мар йĕркеленĕ.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче: «Чăваш Ен потребительсен рынокĕн тытăмĕ юлашки ҫулсенче пĕр тикĕс аталанса,  тавар ҫаврăнăшĕ ӳссе пырать, суту-илĕвĕн хальхи йышши объекчĕсем уҫăлаҫҫĕ, ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленеҫҫĕ, халăх ыйтăвне тивĕҫтермелли прогрессивлă технологисем вăй илеҫҫĕ, таварпа пулăшу ассортименчĕ пуянланать. Республикăра пурăнакансен хальхи вăхăтра  тавар туянас е пулăшу илес енĕпе чăрмав ҫук. Паянхи конкуренци тапхăрĕнче пахалăхлă тавара тата пулăшăва йӳнĕ хакпа сĕнекенсем кăна ăнăҫуллисем пулса тăраҫҫĕ. Потребительсем ырă сунса кĕтекен тата хăйсене тимлĕ пăхакан предприятисемпе организацисене ытларах кăмăллаҫҫĕ. Кун пек чухне вĕсен саккунлă прависене тата интересĕсене  тивĕҫлипе хаклани те пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ.

Яланхиллех, мала тухнисене мероприятинче патшалăх наградисене парса чысланă, суту-илĕвĕн мĕн пур ĕҫченне республика экономикине аталантармашкăн сумлă тӳпе хывнăшăн, пуҫаруллă пулнăшăн тата ҫĕнĕ ҫитĕнӳ тума ăнтăлнăшăн чĕререн тав тунă.

Палăртнă кун ентешсене ҫакăн пекех Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Григорьев, конкурс комиссийĕн председателĕ, Раҫҫейри кулинарсен Ассоциацийĕн вице-президенчĕ  Алла Мишина, Чăваш Енри апат-ҫимĕҫ хатĕрлекенсен Ассоциацийĕн председателĕ Николай Уездный саламланă.

Конкурс ҫĕнтерӳҫисем ҫаксем: Антонова Юлия Геннадьевна, Щетинина Ирина Александровна,  Павлова Светлана Викторовна, Сиволоб Юрий Сергеевич, Толкачев Антон Геннадьевич, Гониашвили Александр Георгиевич тата ыттисем те.

Уяв мероприятийĕ савăнăҫлă концертпа вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



30 июля 2018
10:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter