Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă

Утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Ҫĕнĕ Шупашкарта пулнă.

Вăл кун республика Ертӳҫи «Ельниковская роща» хулари паркăн ĕҫĕпе кăсăкланнă.  Пĕр кайнă пек чухне муниципалитетри автомашина ҫулĕсене пăхса хакланă, нумай хваттерлĕ ҫуртсен таврашĕнчи лаптăксене курса ҫаврăннă. Ҫула май, хулари пляжри условисем пирки те вырăнти ертӳҫĕсенчен ыйтса пĕлнĕ.

2017-мĕш ҫулта «Ельниковская роща» хулана хăтлăлатас приоритетлă программăна кĕрсе юлнă. Проектпа килĕшӳллĕн тĕрлĕ ĕҫсем плана кĕртсе хăварнă вырăнти ертӳлĕх.  2017-мĕш ҫулта парка тĕпрен ҫĕнтетсе улăштарма 3,5 млн тăкакланă, кăҫал вара тата 2,8 млн пăхса хăварнă.

«Зоопарка илсе пыракан ҫула тĕпрен улăштарса сарнă. Халăха утма ятарласа ҫул сарса панă, ларса-тăмалли вырăнсене тирпейленĕ, пĕр сăмахпа калас пулсан ҫав тери илемлĕ вырăн тунă», тесе хыпарланă Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Ольга Чепрасова. Чĕрчунсен тĕнчи пуян, вĕсене тытма ятарлă вырăн хăйне евĕр тирпейленнĕ. Условисене вара хальхи пурнăҫпа килĕштерсе майласа панă. Объект мăнаҫлăн курăнса ларать, пурне те хăй патне йыхравлать.   

«Ельниковская роща»  АУ директорĕ Валерий Андреев хăнасене парк ĕҫĕ-хĕлĕ пирки тĕплĕнрех каласа панă, кулленех вĕсем патне ҫĕршыври тĕрлĕ регионсенчен хăнасем килсе курнине пĕлтернĕ. Палăртма кăмăллă, кăҫал ҫур ҫулта пурĕ 20 пин ытла ҫын вĕсен патне килсе курма кăмăл тунă тесе хыпарланă. Чĕрчунсем ҫав тери хитре, пурин кăмăлне те уҫса яраҫҫĕ.

Михаил Игнатьев объекта пăхса ҫаврăннă хыҫҫăн, ҫапларах пĕтĕмлетӳ тунă: «Тата та хăтлăрах тăвассишĕн ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Укҫа-тенкĕ сахал мар тăкакланать. Хула ҫыннисене анчах мар, тĕнчери ытти халăхшăн та кăсăклă пулмалла ҫак парк», тенĕ Ертӳҫĕ.  

 Винокуров урамĕнчи автомашина ҫулĕсене пăхса тухнă май, ҫуртсен таврашĕнчи тирпейлĕх пирки те сăмах пуҫарнă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хулин администрацийĕнче ҫул-йĕр ыйтăвĕсемпе тимлекен пай пуҫлăхĕ Александр Фадеев объектсене пăхса тăма пурĕ кăҫалхи ҫул бюджетсенчен 224 млн уйăрнине асăннă. Хула кунне халалласа 10 объекта тирпейлесе пуҫтарма плана кĕртнĕ тенĕ вăл. Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче те хăтлăлатма тĕрлĕ мероприятисем палăртнă тенĕ сăмаха малалла вакланă май.  Юлашки ҫулсенче муниципалитетра ҫуртсем таврашĕнчи 145 объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă.

Ҫĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн ертӳҫи Ольга Чепрасова хăйĕн сăмахĕнче тепĕр 4 ҫул хушшинче хулан сăн-сăпатне пĕтĕмпех ҫĕнетсе пĕтерме тĕллев лартатпăр тенĕ.

Михаил Игнатьев ҫынсене ҫурран утмалли вырăна та автомашина ҫулĕсене сарнă май, тирпейлесе хăварма чĕнсе каланă сăмаха тăсса.

Атăлăн ҫыран хĕрри илемленсе пыни вара никамшăн та вăрттăнлăх мар, ҫакнах вырăнти халăх та ҫирĕплетсе парать.  Бюджетран сахал мар укҫа куҫарса панă. Пулăшăва кура, объект та илемленнĕ.  Пляжри ĕҫпе те кăсăкланнă хăнасем. Шыва кĕрекенсем валли кăштах ҫăвăнса илме ятарлă вырăн хатĕрлемелле. Кун пирки вырăнти влаҫа пĕр хутчен ҫеҫ мар каланă пулнă. Таса шыв та кирлĕ канма пыракансене валли. Ăна та хута ярсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ Ертӳҫĕ.  Пуласлăхра пляж территорине сармалла та пулĕ тесе сĕнӳ панă вырăнти ертӳлĕхе республика Пуҫлăхĕ.

Ҫак кун Михаил Игнатьев хула ҫыннисемпе курнăҫнă.  Вырăнти халăх Чăваш Ен Пуҫлăхне хулана пысăк тимлĕх уйăрнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  

Фоторепортаж



30 июля 2018
08:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter