Канаш хулинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа пулнă, хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев в Канаше принял участие в подведении итогов развития за I полугодие 2018 года Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Канаш хулинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа пулнă, хулан социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, иккĕмĕш ҫур ҫуллăхăн тĕллевĕсене халăхпа пĕрле сӳтсе явнă.  

Канашлу ĕҫне пуҫланă май, Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳлĕхĕ ĕҫе яваплăха туйса пысăк шайра пурнăҫласа пынине асăннă.  Хулара пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшнине каланă. Ҫав вăхăтрах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Вырăнти халăхăн хăйĕн те питĕ пуҫаруллă пулмалла тесе чĕнсе каланă.  Нуммай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакансен ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн парăм чылай пухăнни сисĕнет. Ҫулталăк пуҫланнăранпа виҫе 35 процентран та иртсе кайнă тесе пăшăрханса пĕлтернĕ республика Ертӳҫи.   Енчен те лару-тăру вырăнтан хусканмасан, ӳлĕмрен социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те татса пама кăсăкрах пулĕ тенĕ вăл. Инвестициллĕ программăсене пурнăҫа кĕртме те пăтăрмахсем сиксе тухма пултарасси пĕрре те иккĕлентермĕ тенĕ Пуҫлăх сăмаха малалла тăсса.  

Кăҫал хула бюджечĕ 1,671 млрд танлашнă. Вĕсенчен 1,384 млрд республика хыснинчен уйăрнă. «Ҫакăн пек пысăк пулăшăва патшалăх енчен тахҫантапах Канаш хули курман тесен те йăнăш мар.  Ҫитес ҫулта бюджетра ҫулсене тирпейлесе сарма укҫа пăхса хăварасси паллă. Ҫуртсем таврашне тирпейлес ыйту та кун йĕркинче.  Тĕрлĕ ыйтусене  халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе пурнăҫа кĕртсе пыма тăрăшăпăр», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Регион Пуҫлăхĕ республика Правительствипе хула администрацийĕ халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене туллин татса панине асăнса хăварнă. Ветерансене, нуммай ачаллă ҫемьесене патшалăх енчен вăхăтра укҫа-тенкĕ куҫса пынине каланă. Бюджет тытăмĕнче ĕҫлекенсен шалу укҫи кулленех хăпарса пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Ача сачĕсем ҫĕкленсе лараҫҫĕ, ҫĕнĕ шкулсем уҫăлаҫҫĕ, сывлăх сыхлавĕ ҫирĕпленсе пырать.

«Тĕп тĕллевсенчен пĕри – демографи лару-тăрăвне ырă енне куҫарса пырасси», – палăртнă Михаил Игнатьев. Восточнăй микрорайонта 2019-мĕш ҫулта ҫĕнĕ объект хута яма плана кĕртнĕ, унта 240 шăпăрлан хăйсен вырăнне тупĕҫ. Вăл ĕҫе пурнăҫлама республика хыснинчен 122 млн уйăрнă. Аукцион та ирттерме пĕлтерӳ панă.     

Хула ҫыннисене пуҫаруллă проектсем ытларах хатĕрлеме чĕнсе каланă Михаил Игнатьев.  «Хулан сăн-сăпатне ырă енне куҫарса пыма хушма укҫа-тенкĕ куҫать муниципалитета. Унпа вăхăтра усă курса юлма пĕлмелле. Апла пулсан, пурин те ҫивĕчрех ĕҫлемелле. Шанатпăр, ҫитес ҫулта чаплă проектсем пулассине», –  уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Канаш хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов доклад тунă. Бюджет пирки чарăнса тăнă, объектсене хута ярассипе ĕҫленĕ кăтартусем ҫинчен каласа панă. Укҫа-тенкĕ ăҫта тăкакланнине хыпарланă.  

Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫулта налук пухассипе муниципалитет курăмлă ĕҫленĕ, кăтарту питĕ лайăх. Вырăнти бюджетăн харпăр хăй тупăшне 100 процента ҫитересси тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăнине палăртнă хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов. Предприятисен тавар калăпăшĕ чылай пысăкланнă, кăтарту 139,4 процентран та иртсе кайнă. Пĕлтĕрхинчен пысăк пулни куҫкĕретех. «Промтрактор-Вагон» ăнăҫлă ĕҫлет, тавар калăпăшĕн индексĕ 346,8 процентран та иртсе кайнă. «Промтрактор-Вагон»  АХО тата «Канашский автоагрегатный завод» АУО сахал мар ĕҫлеҫҫĕ, хулана аталантарма пулăшу параҫҫĕ, халăха ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтереҫҫĕ.  Пуласлăхра «СпецВагонДеталь»  ТМЯО, «Новитек»  ТМЯО,   «Алюминиевые технологии» ТМЯО малта пыракан чи ăнăҫлă предприятисем пуласси паллă, вăл организацисенче халăх валли ĕҫ вырăнĕсем хатĕрленесси куҫкĕретех пулĕ.   

Хулара инвестициллĕ 8 проект пурнăҫа кĕрет. Вĕсене 2020-мĕш ҫулсем тĕлне пурнăҫласа пĕтермелле. Халăх валли ҫĕнĕ 319 ĕҫ вырăнĕ хатĕрленĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче пурĕ 5450 ҫын тăрăшать, 408 предприяти ĕҫлет хулара, харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекеннисен йышĕ те сахал мар, хальлĕхе кăтарту 1338 ҫитнĕ.  Муниципалитетри халăх хăй вăхăтĕнче ҫуртсем таврашĕнче ҫулсем лайăх марришĕн влаҫри ҫынсене пăшăрханса пĕлтернĕ пулнă. Кăҫал ыйтусене татса пама хыснаран 8,156 млн уйăрнă таврана тирпей-илем кĕртме. Пĕтĕмпе кăҫал ҫур ҫулта нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче пурĕ 20 объекта тĕпрен ҫĕнетсе улăштарнă. Ытти ĕҫсене те сахал мар  пурнăҫланă.   Хулан сăн-сăпатне тирпейлесе ҫĕнетме   Канаш хулине 45 млн уйăрнă.

Хулари ҫулсене сарма 2018-мĕш ҫулта 119,7 млн уйăрнă.  Кунсăр пуҫне тата та 5 проект валли 8,14 млн пăхса хăварнă. Укҫапа ачасене вылямалли ятарлă вырăнсем хатĕрлеме тăрăшаҫҫĕ, халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа кĕртме тăкакланаҫҫĕ.  Хула Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн грантне те тивĕҫнĕ, унăн виҫи 12,5 млн танлашать. Муниципалитетăн таса шывпа халăха тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех тăрать.

«Хулан кураторĕ пулнă май, ҫав тери ырă енне  муниципалитет улшăнса пынине сисетĕп. Администрацинче ĕҫлекенсем тăрăшни курăнать, ертӳҫĕн паха ĕҫ опычĕ пысăк пулни никамшăн та вара вăрттăнлăх мар пулĕ», – пĕлтернĕ хăй шухăшне Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов. Шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрлесси хĕрӳ пырать.  Малашне те пĕрле тăрăшса ĕҫлесен ҫитĕнӳсем пуласси пирки пĕрре те иккĕленмĕпĕр тенĕ министр сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.  

Хулари тĕп больницăн аслă врачĕ Рената Федорова хăйĕн докладĕнче вăтамран ҫынсем муниципалитетра 67 ҫултан иртсе пурăнаҫҫĕ тенĕ.  Хĕрарăмсем – 74 ҫула ҫитиччен, арҫынсем вара 62 ҫула ҫеҫ ҫитиччен пурăнни сисĕнет тесе пăшăрханса каланă.   Рак чирĕпе кĕрешес тесе, кулленех профилактика ĕҫне йĕркелесе пынине та хыпарланă аслă тухтăр. Сывлăх сыхлавĕ пайне куҫакан укҫа-тенкĕрен ытларах пайĕ пурлăхпа техника базине пуянлатма тăкакланать тенĕ вăл. 

Раҫҫей Пенси фончĕн Канаш хулинчи пай пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дамир Сабиров ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă, ырă улшăнусем халăха кĕтнине хыпарланă. Ĕҫлеме пултаракан ҫынсем малашне регион ырлăхĕшĕн тăрăшма пултарасси куҫкĕретех. Ҫакă пенси ҫулне тухмалли тапхăра вăрăмлатас пулсан тата та лайăхрах пулĕ, халăх кун пек ҫĕнĕлĕхе ырлать. Пирĕн тĕллев вара аслă ҫулсенчи ватăсене пурăнма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси тесе палăртнă ертӳҫĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан.  «Пур ҫавăн пек ҫынсем, хăйсем ăнланмасăр, пенси ыйтăвĕпе ҫыхăннă ҫĕнĕлĕхе политика ҫине куҫарма тăрăшаҫҫĕ. Ку пачах та тĕрĕс мар. Ҫынсем питĕ ырлаҫҫĕ кун пек йышăнăва. Ытларах эпир республика ырлăхĕшĕн тăрăшсан, хамăрăн пуласлăх тата та лайăх енне куҫса пырассине ĕненĕпĕр. Укҫа-тенкĕ ҫителĕклĕ пулсан, пурăнма тата аван тесе ҫирĕплетсе хăварнă республика Пуҫлăхĕ.   

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов хăйĕн сăмахĕнче халăха паянхи кунпа кăна пурăнма юраманнине каланă, ырă улшăнусем ҫынсен пурнăҫ условийĕсене лайăхлатма май панине ҫирĕппĕн асăнса хăварнă. Урăхла шухăшсем патне пымалла мар пирĕн, ҫĕнĕлĕхсем пирки калакан ĕҫ хучĕсемпе килĕшмелле. Хамăрах лайăх пулĕ, пурнăҫ паха пулсан пурăнас та, ĕҫлес те килет.  Халăхăн пурăнас ĕмĕрне тăсас тесен, вĕсен сывлăхне ҫирĕплетсе пыма условисем хатĕрлемелле, сывă пурнăҫ йĕркине пăхăнма вĕрентмелле, усал ĕҫсем тăвассинчен асăрхамалла. Пĕр сăмахпа каласан, халăхăн тупăш пайне ӳстерсен пурнăҫ лайăх пуласси пĕрре те иккĕлентермест.

Кун йĕркинчи ыйтусемпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов тухса калаҫнă.

«Канашăн пуласлăхĕ паллă. Ҫирĕп аталанса пыракан хуласенчен пĕри тесе ҫирĕплетнĕ. Ертӳҫĕ пысăк тавракурăмлă ҫын, ҫитĕнӳсем тăвассишĕн ырми-канми тăрăшать», тесе мухтанă Михаил Игнатьев.  Михаил Игнатьев хула ҫыннисене ҫывхарса килекен уяв ячĕпе саламланă, тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă.  

Фоторепортаж



31 июля 2018
18:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter