Михаил Игнатьев Канаш районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн пуҫлăхĕпе Иван Ивановпа тата Канаш районĕн администрацийĕн ертӳҫипе Владимир Степановпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Регион Ертӳҫи муниципалитет бюджечĕн тупăш пайĕ ӳссе пынине асăрханă.  Калăпăр, кăҫалхи ҫул харпăр хăй тупăшĕ районăн ытти чухнехинчен нумайтарах.  Кăтартусене тата та ӳстерме потенциал пысăк муниципалитетăн.  Тĕп ыйтусенчен пĕри – халăха «сăрă» схемăпа предприятисемпе организацисенче ĕҫлеме чарасси. Кун пирки ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă республика Пуҫлăхĕ.

Владимир Степанов палăртнă ыйтупа ҫине тăрсах ĕҫленине хыпарланă. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле районăн ҫитĕнĕвĕсем пысăкланасса шантарнă, кăтартусем ырă енне улшăнассине пĕлтернĕ.

Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса парасси те кун йĕркинчех. 2018-мĕш ҫулта районти тĕп больницăна тĕпрен юсама бюджетран 45 млн уйăрнине асăннă. Ялсенче ФАПсем хута кайни те халăха питĕ савăнтарать тесе каланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ.

Мĕнпур ыйтусене тĕплĕнрех районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлура тарăн сӳтсе явнă.

Фоторепортаж



31 июля 2018
10:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter