Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Паян Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулин ертӳҫипе Андрей Константиновпа тата хула администрацийĕн пуҫлăхĕпе Виталий Михайловпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем муниципалитетра пурăнакан халăх ырлăхĕшĕн пурнăҫламалли ĕҫсем пирки тĕплĕн канашланă.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Канаш хули сахал мар укҫан пулăшу тивĕҫнине хыпарланă, кăтарту 1 млрд 600 млн танлашать тенĕ.  Мĕнпур ĕҫсене пурнăҫлама вырăнти халăхăн та активлăрах ĕҫе хутшăнмалла, пуҫаруллă проектсем тăратмалла. Яланах хастар пулмалла.  Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă. Халăх энергоресурсемпе усă курнăшăн укҫана вăхăтра тӳлеменни сисĕнкелет.

Канаш хулин администрацийĕн пуҫлăхĕ Виталий Михайлов палăртнă тĕллевсене пĕтĕмпех пурнăҫа кĕртсе пыма шантарнă. 

Фоторепортаж



31 июля 2018
14:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter