Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 6-мĕш №-лĕ шкулта пулнă, строительство ĕҫĕпе кăсăкланнă

Ҫурла уйăхĕн  31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш хулине ĕҫлĕ визитпа кайнă. Унта  регион Ертӳҫи ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăнать.

Республика Пуҫлăхĕ чи малтан Канашри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 6-мĕш №-лĕ шкулта пулнă, строительство ĕҫĕсемпе кăсăкланнă. Объекта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрлесе ҫитерни ҫинчен ыйтса пĕлнĕ вырăнти ертӳҫĕсенчен.

Палăртса хăвармалла, асăннă шкул хулари чи пысăкки шутланать.  Кăҫал унта  ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне пĕр пинрен те ытла ача ăс пухма килесси те паллă.

Юсав ĕҫне объектра икĕ тапхăрпа пурнăҫлама плана кĕртнĕ.  Кăҫал вĕрентӳ учрежденийĕнче  шыв пăрăхĕсене тĕпрен ҫĕнетсе улăштарма тĕллев лартнă, хăш-пĕр уйрăмсенче вара чӳречесене те хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăраканнисемпе тивĕҫтерме шут тытнă. Шкулти урай хăмисене ҫĕнетеҫҫĕ, радиаторсене улăштараҫҫĕ. Пурĕ мĕнпур ĕҫсене тĕпрен тума 17 млн ытла укҫа уйăрса хăварнă.  Ҫитес ҫулта вара шкулăн фасадне тата ҫивĕттине ҫĕнетме плана кĕртнĕ.  

Республика Пуҫлăхĕ вĕренӳ класĕсенче пулса курнă. Объекта тĕпрен юсав ĕҫне йĕркелесси графикпа килĕшӳллĕн пулса пырать, нимĕнле кăлтăксем те ҫук, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Михаил Игнатьев тĕп подрядчикпа курса калаҫнă, ҫитменлĕхсене каласа хăварнă, хăш-пĕр сĕнӳсем панă. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, объекта ҫурла уйăхĕн ҫурринче тĕпрен хута яма палăртса хунă. Хула ҫыннисем илеме кĕҫех курĕҫ, ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ валли ачасене те вĕрентекенсене те хăтлă та илемлĕ ҫурт кĕтсе тăрĕ.  Условисем чаплă пулассине никам та иккĕленмĕ.

Шкул территорийĕнче тасамарлăх хуҫаланни вара пуҫлăхсене пăшăрхантарнă. Сăмаха май, строительство ĕҫĕнче паха, экологи енчен таса хатĕрсемпе усă курсан вырăнлă пулнă пулĕччĕ тесе чĕнсе каланă республика Пуҫлăхĕ.

Палăртнă кун Михаил Игнатьев хулари нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе те пăхса ҫаврăннă.  Хулана хăтлăлатассипе йышăннă патшалăх программи пурнăҫа кĕни курăнать. Канаш хулине 2018-мĕш ҫулта  18 млн ытла укҫа бюджетра пăхса хăварнă. Инфратытăма тĕпрен ҫĕнетме плана кĕртнĕ.

Ҫуртсем таврашĕнче ҫулсем сараҫҫĕ специалистсем. Вĕсемпе курнăҫнă май, Михаил Игнатьев архитектура енчен илемлĕ вырăнсем йĕркелесе хăварма хушнă. Ҫынсене ҫурран утса ҫӳреме те чаплă тротуарсем сарни куҫкĕретех. Пĕр сăмахпа калас пулсан, хулан сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пыни пурсăмăра та савăнтарать.

Канашра кану паркĕнче республика Пуҫлăхĕ тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Маларахри ҫулсенче унта тирпейсĕр пулнă пулсан, халĕ вара куҫа илĕртет, пăхма аван, ҫĕнĕ объектсем хăйсем патне туртаҫҫĕ. Хулана хăтлăлатма уйăрнă укҫапа муниципалитет тĕллевлĕн усă курни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вырăнти ертӳҫĕсем хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫлани куҫкĕретех.  Спорт объекчĕсем те чылай, халăх вĕсемпе, хула ертӳлĕхĕн ĕҫĕпе кăмăллă.  

Фоторепортаж



31 июля 2018
13:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter