Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Канаш районĕн активĕпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провёл совещание с активом Канашского районаУтă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Канаш районĕнче пулнă, муниципалитетăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫур ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкерессипе палăртнă анлă канашлу ĕҫне хутшăннă. Пĕр пухăннă пек чухне ертӳҫĕсем вырăнти халăхпа пĕрле пуласлăхри тĕллевсене те анлăн тишкерсе тухнă.

Палăртнă ларăва республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ  – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Виталий Иванов, Раҫҫей Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕн уйрăмĕн ертӳҫин тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Дамир Сабиров хутшăннă.  Ĕҫлĕ канашлăва ҫакăн пекех районти депутатсем, предприятисемпе организацисен ертӳҫисем вырăнти халăх чылайăн пуҫтарăннă.  

Мероприяти ĕҫне пуҫланă май, Михаил Игнатьев пурне те уҫҫăн калаҫма чĕннĕ.

Канаш районĕ 2018 ҫулта бюджетран 548 млн тивĕҫет. Кăтарту 2017-мĕш ҫулхинчен 13 процент пысăк тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. Халăхăн ĕҫ укҫи шайĕ пысăкланнă. 5 уйăх хушшинче вăл 17,3 процент чухлĕ ӳснĕ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Муниципалитет социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассине пысăк тимлĕх уйăрать. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе граждансене тивĕҫтерес тесе специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрлесе ҫитернĕ тесен те йăнăш мар. Ĕҫсем хĕрӳ пыраҫҫĕ.

Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсем пурнăҫа анлăн кĕрсе пыни те никамшăн та вăрттăнлăх мар. Ҫынсем питĕ активлă ĕҫлеҫҫĕ. Районти 17 ял тăрăхĕ хăйсен паха проекчĕсене республика конкурсне тăратса мала тухнă, вĕсем пурнăҫа кĕресси те куҫкĕретех. Ыттисем те ҫак ĕҫе хутшăнсан аван пулнă пулĕччĕ тесе каланă республика Пуҫлăхĕ. Пурĕ районта 24 ял поселенийĕ шутланать.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов тухса калаҫнă.  Бюджет пайĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, инвестици явăҫтарас ыйту кун йĕркинче тăнине каланă, кирек-епле ыйтусене те вăхăтра татса парассипе специалистсем сахал мар ĕҫленине палăртса каланă Владимир Степанов.

Муниципалитетăн ҫур ҫулхи бюджечĕ 302 млн танлашать. Кăтарту ҫулталăкри планран 45,8 процент шутланать.

Районăн харпăр хăй тупăшĕ ӳссе пырать, вăл 4,5 млн ҫитнĕ. Муниципалитет ҫурт-йĕрсем хута ярассипе активлă ĕҫлет. Таварсен ҫаврăнăшĕ те ырă енне куҫса пыни сисĕнкелет.  Районта вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче тимлекенсен йышĕ ҫулсерен ӳссех пырать. Вĕсен шучĕ 273 ҫитнĕ.

Кăтартусенчен тепĕр пысăк ҫитĕнĕвĕ халăхăн шалу укҫин виҫи ӳсни, ăна кура тупăш та вĕсен пăсăклансах пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Ĕҫлекенсен ĕҫ укҫи вăтамран 19 пин те 851 тенкĕне ҫитнĕ. Ытти муниципалитетсем  хушшинче ку енĕпе район 3-мĕш вырăнта тăрать.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйту аграри тытăмĕ, ăна кирлĕ пек аталантарасси те ҫивĕч пулса пырать.

Владимир Степанов хăйĕн сăмахĕнче районта кăҫал ҫурхи тапхăрпа ӳсен-тăрана ытларах акса хăварнине хыпарланă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен 13,8 процент хăпарнине пĕлтернĕ. Паян районти мĕнпур хуҫалăхсенче вырмана тухнă, халăх ырми-канми тăрăшать тенĕ ертӳҫĕ. Выльăх апатне хатĕрлессипе те ял ĕҫченĕсем тăрăшаҫҫĕ, хуҫалăхсенче плана тултарассишĕн тимлеҫҫĕ тенĕ вăл.  2012–2018-мĕш ҫулсенче хресчен-фермер хуҫалăхĕсене аталанса пыма патшалăх пысăк тĕрев панă, пуҫласа ĕҫлекеннисене вара грант мелĕпе укҫапа тивĕҫтернĕ. Хисепе 15 фермер ҫĕнсе илнĕ. Ҫулталăк вĕҫленнĕ тĕле ял хуҫалăх енĕпе инвестициллĕ 6 проект пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 148 млн танлашать тенĕ район администрацийĕн пуҫлăхĕ.   

Владимир Степанов патшалăх тата муниципалитет программисем пирки те каласа хăварнă.  Инфратытăм ҫĕнелесси паллă тенĕ вăл. Калăпăр чи пысăк проектсенчен пĕри – Шăхасан салинчи Культура керменĕ. Ăна программăпа килĕшӳллĕн хута яраҫҫĕ. Ҫав тери пысăк объект ҫĕкленсе пырать.  Ял тăрăхĕсенче ҫĕнĕ урамсенче пурăнакансем валли газ кĕртес ĕҫ кирлĕ пек шайра пурнăҫланать.  Пĕр сăмахпа палăртас пулсан, пур ҫĕрте те объектсем ҫĕнелсе илемленсе пыраҫҫĕ.

Шкулсенче спорт залĕсене тирпейлессипе те курăмлă ĕҫлеҫҫĕ районта. Хальлĕхе 3 объектра специалистсем тăрăшаҫҫĕ.

Муниципалитетра автомашина ҫулĕсене сарассипе те аван ĕҫлеҫҫĕ.  Чăваш Республикин Ҫул-йĕр фондĕнчен района кăҫал 49,5 млн куҫарса панă.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев районта налук пуҫтарассипе сӳрĕк ĕҫленине асăрхаттарнă. Кăтарту пĕлтĕрхинчен самай чакнă тесе сăмаха малалла тăснă вăл.

«Ытти районсемпе танлаштарсан сирĕн ҫăмăлăхсем сахал мар. «Сăрă» схемăпа ĕҫлекенсене тупса палăртмалла, явап тыттармалла», – асăрхаттарнă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, бюджет укҫипе асăрхануллă тата тимлĕ ĕҫлесе пыма хушса каланă республика Пуҫлăхĕ вырăнти ертӳлĕхе.

Районти тĕп больницăн аслă врачĕ Сергей Шерне сывлăх сыхлавĕпе ҫыхăннă ыйтусем тавра калаҫнă. Патшалăх программипе килĕшӳллĕн района ҫĕнĕ ФАПсем хута кайнине хыпарланă вăл.  Кăҫал объектсене авăн уйăхĕнче пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă тенĕ ертӳҫĕ.

«Подрядчиксемпе питĕ тимлĕ пулмалла, юрăхсăррисене ҫывăха яма юрамасть. Вĕсенчен пăрăнма тăрăшмалла. Тĕрĕслев ҫивĕч пулĕ. Графикран юлса ĕҫлеме никамăн та ирĕк ҫук. Халăхăн пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕсене вăхăтра илмелле», – чĕнсе каланă регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Ҫулсерен района сахал мар укҫа уйăратпăр, вăл шутран сывлăх сыхлавне аталантарма та тенĕ Михаил Игнатьев. Апла пулсан, ҫынсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентессине, сывлăха упрама майсем тупса парассине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Вице-премьер Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче чи малтан районти вĕрентӳ управление ырласа хăварнă. Шкулсенче агроклассем йĕркеленни ҫав тери паха тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Ял хуҫалăх академине вĕренме кĕрекенсен йышĕ ҫулсерен ӳссе пырать тесе ырă хыпара пĕлтернĕ ертӳҫĕ, ҫакăн йышши агроклассем пулни пысăк витĕм кӳрет тесе сăмаха тăснă.  Сăмаха май, вырма ĕҫĕ пирки те калаҫнă Сергей Артамонов. Республикăра мĕнпур хуҫалăхсенче хĕрӳ ĕҫ пырать тенĕ вăл.

Михаил Игнатьев районта выльăх шучĕ сăлтавсăр чакнине пăшăрханса каланă. Пĕлтĕрхинчен кăтарту пĕчĕк тенĕ Ертӳҫĕ. Ҫĕвĕ-хĕлĕпе выльăх-чĕрлĕх пайĕпе тăрăшмалла, тупăшĕ те унăн сахал марри куҫкĕретех тесе каланă республика Ертӳҫи.

Пенси ыйтăвĕ те паян ларура хуравне тупнă. Тĕплĕнрех Раҫҫей Пенси фончĕн Канаш хулипе районĕн уйрăмĕн пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене пурнăҫласа пыракан Дамир Сабиров тĕплĕн ăнлантарса панă. Ҫĕнĕлĕхсем халăхшăн питĕ меллĕ тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă ҫемĕн. Граждансем кăмăллă, пенси ҫулне ҫитмелли тапхăр вăрăмланни – тата та ытларах республика ырлăхĕшĕн таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме хавхалантарса пырать тенĕ.

Раҫҫей  Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов пенси тытăмĕнчи ҫĕнĕлĕхсем халăхшăн питĕ усăллă тенĕ.  «Калăпăр, Чăваш Енре пурăнакансенчен пĕрре виҫҫĕмĕш пайĕ пенси ҫулне ҫитнĕ ҫынсем. Пирĕн тĕллев вара вĕсене валли кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси», тенĕ депутат.   Сывлăх сыхлавне аталантарасси, демографи лару-тăрăвне ырă енне куҫарса пырасси патшалăхăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри тесен те йăнăш мар. «Эпир пĕр кунпа анчах пурăнмастпăр. Мĕнпур сĕнӳсене итлесе тĕрĕс йышăнусем туса хăварассишĕн ĕҫлетпĕр. Обществăлла организацисенчен те сахал мар ыйту пуҫтарăнать. Вĕсене авăн уйăхĕн 24-мĕшĕччен йышăнатпăр», – хыпарланă РФ Патшалăх Думин депутачĕ.

Канашлу ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев уйрăм ыйтусене ҫивĕч тĕрĕслеве илме шантарнă, районăн социаллă пĕлтерĕшлĕ халăх ыйтăвĕсене вăхăтра татса памаллине асăннă.  ЖКХ пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн халăхăн тăкакне саплаштарма 43 млн пăхса хăварнă, ачаллă ҫемьесене тĕрев пама 88 млн 100 пин тенкĕ уйăрнă.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла.

 Михаил Игнатьев ҫĕр ĕҫченĕсене мухтанă, пархатарлă ĕҫшĕн тав тунă.  Ҫулталăка ҫитĕнӳсемпе вĕҫлеме чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тăрăшса хисепе тивĕҫнĕшĕн, Асхва ял поселенийĕн пуҫлăхне Сергей Иванова Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Тав ҫырăвне тата алла ҫыхмалли сехет парса чысланă.  

Фоторепортаж



31 июля 2018
16:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter