Халăха автомобиль транспорчĕпе кулленех илсе ҫӳретессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăра халăха автомобиль транспорчĕпе кулленех илсе ҫӳретессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче 2017-мĕш ҫулта пĕтĕмпе автомашина транспорчĕпе 63 млн ытла ҫынна пĕр вырăнтан тепĕр вырăна илсе ҫитерме май килнине хыпарланă. Вăл шутран «Чувашавтотранс» ГУП 14 млн яхăн ҫынна пулăшупа тивĕҫтернĕ. Республика территорийĕнче пĕтĕмпе вĕсем 596 автобус маршручĕсене уҫнă пулнă.

Кăҫал утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуҫласа муниципалитетсен пĕрлешĕвĕсенче тата утă уйăхĕн 18-мĕшĕнчен муниципалитетсем хушшипе иртекен маршрутсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пăрахăҫлама тытăннă Чăваш Енри патшалăхăн чи пысăк предприятийĕ «Чувашавтотранс». Ун хыҫҫăн халăха ытти транспортсем пулăшу ĕҫĕпе  вăхăтлăх тивĕҫтерме пуҫланă.  Хальхи вăхăтра регионта пурĕ 117 организаци халăха кулленех хăйсен пулăшăвĕпе тивĕҫтерет.  Чăваш Республикин Транспорт министерстви ĕҫ-пуҫа уҫăмлатса ятарлă конкурссем те йĕркелесе ирттернĕ. Апла пулсан, ҫынсене хальхи вăхăтра нимĕнле йывăрлăх та кĕтмест.  

«Эпир питĕ лайăх ăнланатпăр, патшалăх учрежденийĕ пăрахăҫланнине кура, пулăшупа тивĕҫтерекенсен пахалăх шайĕ пачах та чакмалла маррине. Мĕнпур ҫĕрте йĕрке хуҫаланмалла», тесе асăнса хăварнă Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов.    

Хальхи вăхăтра «Чувашавтотранс» хăйсен техникисене аренда шучĕпе ытти предприятисене куҫарса панă. Пурĕ 78 автобус ҫула тухнă.  Транспортсене халăх ыйтни сисĕнет, ытларах ҫуркуннепе ҫуллахи тапхăрта пахча ĕҫĕсене йĕркелесе пуҫтарнă вăхăтра халăх хĕвĕшни курăнать.  Мĕнпур ыйтусене туххăмрах татса парас тесе, вăраха тăсмасăр уҫăмлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Транспорт министерствинче «хĕрӳ лини» йĕркеленĕ. Унăн телефонĕ: 62-48-65.   Хăш-пĕр ыйтусене Интернет сечĕ урлă та (гугл формипе) ыйтса пĕлме пулать.

Ҫурла уйăхĕнче асăннă министерство аукцион ирттерме плана кĕртнĕ. Ун чухне тарифсем те ҫирĕп пуласси паллă.  Кунсăр пуҫне министерство авăн уйăхĕпе юпа уйăхĕнче уҫă конкурс йĕркелеме те тĕллев лартнă. Мала тухнисене 5 ҫуллăха халăха илсе ҫӳретме ирĕк паракан свидетельство парса тивĕҫтерĕҫ.

Регион Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министерствине халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтермелли  ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă.

«Ҫынсене турттармалли транспортсем нумай чухне пысăках маррисем. Паллă, пурте чаплă транспорт илеймĕҫ. Апла пулсан, виҫерен ытлашши халăха транспортсем ҫине вырнаҫтарма юрамасть. Тĕп ыйту – хăрушсăрлăх. Кун пирки никамăн та манма юрамасть. Ҫакна лайăх астумалла. Тимлĕхе ҫухатмалла мар. Асăрхануллă пулмалла. Шанса панă ĕҫе яваплăха туйса таса чунпа пурнăҫламалла», тесе ҫирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.   



31 июля 2018
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter