Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕпе Алексей Судленковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с председателем Общественной палаты Чувашской Республики Алексеем СудленковымУтă уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри Обществăлла палатăн председателĕпе Алексей Судленковпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Иртнĕ эрнере Обществăлла палатăн ҫĕнĕ йышĕпе регионта пĕрремĕш ларăвĕ иртнĕ.  Ĕҫе пĕтĕмпе 33 кӳлĕннĕ, вĕсенчен ҫĕнĕ 12 активист хутшăннă.  

Обществăлла пĕрлешӳсене кирлĕ пек шайра аталанса пыма витĕм кӳнĕшĕн регион Пуҫлăхне Михаил Игнатьева Алексей Судленков мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Ертӳҫĕре сахал мар ҫул ĕҫленисем ҫĕнĕ йышра пур.  Вĕсем чăннипех те регион аталанăвĕшĕн пĕтĕм чун хавалĕпе килĕшсе вăй хума хатĕр.  Халăх туслăн килĕштерсе пурăнччĕр тесе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ», - тесе хыпарланă вăл.  

Граждансен пĕрлешĕвĕ паянхи пурнăҫ таппипе тӳр килсе аталанса пытăр тесе актуаллă ыйтусене ертӳҫĕсем тарăн сӳтсе явнă.  Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин патшалăх влаҫ органĕсенче суйлав вăхăтĕнче Обществăлла палатăра тăрăшакансенчен хăшĕ-пĕрисем, кăмăл пулсан паллах, сăнавҫăсем те пулма пултарни пирки ĕҫ хутне те алă пуса ҫирĕплетнĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче те ҫак йĕркепе усă курма пурин те ирĕк пуррине тепĕр хут палăртса каланă ертӳҫĕ. «Суйлавсем вăхăтĕнче Обществăлла палатăн пайташĕсем питĕ активлă сăнавҫăсем пулса тăраҫҫĕ», - тесе сăмаха малалла тăснă  Алексей Судленков.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăнавҫăсем граждансен интересĕсене ҫивĕч хӳтĕленине, суйлавсем уҫăмлăн,  саккунпа килĕшӳллĕн иртчĕр тесе сахал мар ĕҫленине те асăннă.

Чи хастар та яваплăха туйса ĕҫлекеннисене Тав ҫырăвне парса хавхалантармалли пирки паян уҫă калаҫу вăхăтĕнче калаҫса килĕшнĕ. Тепĕр тесен, кăҫалхи ҫул Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ, ăна май пушшех те ҫак ĕҫе йĕркелени вырăнлă тесе сăмаха тăснă регион Пуҫлăхĕ.  

Алексей Судленков хăйĕн сăмахĕнче муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче те обществăлла ĕҫе хастар хутшăнакансем чылайăн тесе асăннă, вĕсемпе пĕрле Чăваш Республикинче анлă канашлу ирттерсен питĕ аван пулнă пулĕччĕ палăртнă хăй шухăшне сумлă ертӳҫĕ Алексей Судленков. Эпир яланах вĕсем активлă ĕҫлесе пыччĕр тесе тăрăшатпăр тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.

Михаил Игнатьев тата ҫакна та палăртса хăварнă. Халăх хушшинче социаллă ыйтăм йĕркеленĕ хыҫҫăн, ҫакă паллă пулнă, граждансенчен ытларах пайĕ Обществăлла палатăра ĕҫлекенсене питĕ шанни тата ĕненни сисĕнет тенĕ вăл.    

Нумаях пулмасть йĕркеленнĕ ҫĕнĕ йышри пайташсене регионта пурăнакансен халăх ырлăхĕшĕн таса чунпа саккунсене пăхăнса,  яваплăха туйса ĕҫлесе пыма чĕнсе каланă.  

Фоторепортаж



04 июля 2018
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter