Утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта федераци Сабантуйĕ иртĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Шупашкарта федераци Сабантуйĕ иртĕ. Мероприятие йĕркелес енĕпе ĕçлекен ушкăн ĕнер ЧР Правительство çуртне пухăнчĕ.

Ларăва ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Юрий Васильев, Тутарстан Республикин культура министрĕ Айрат Сибагатуллин, общество организацийĕсен представителĕсем, тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç.

Чăваш Ен уява епле хатĕрленни çинчен ЧР культура министрĕ Константин Яковлев каласа пачĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — кăçал федераци Сабантуйĕ 18-мĕш хут иртĕ. Юлашки çулсенче çак уява Томск, Красноярск, Чулхула хулисем йышăннă. Пĕлтĕр Астраханьте иртнĕ.

Пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕ пуçарнипе 2000 çултанпа йĕркелекен уяв программи анлă. Шупашкарти Сабантуй мероприятийĕсем утă уйăхĕн 6-мĕшĕнчех пуçланĕç. Ун чухне Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Тутарстанри ÿнер ăстисен концерчĕ иртĕ. Тĕп уяв утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ тÿремре пулĕ. Унта тĕрлĕ регионтан килнĕ /хăнасем Пушкăртстан, Астрахань, Ставрополь тата ытти тăрăхран пухăнаççĕ/ юрă-ташă коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарĕç. Анне палăкĕ умĕнчи лапам тутарсен ялне çаврăнĕ.

 

Андрей МИХАЙЛОВ.

 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
04 июля 2018
11:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter