Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш ларăвĕ иртнĕ

Состоялось заседание Совета по улучшению инвестиционного климата при Главе Чувашской РеспубликиУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Правительство ҫуртĕнче Инвестици климатне лайăхлатассипе ĕҫлекен Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ ҫумĕнчи канаш ларăвĕ иртнĕ.  Уҫă калаҫăва республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем, бизнес-пĕрлешӳсенче тăрăшакансем, право хуралĕнче тимлекенсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем хутшăннă. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем Наци рейтингĕнчи инвестици климачĕн ĕҫ кăтартăвĕсем пирки сӳтсе явнă, малашнехи планри приоритетлă ыйтусем тавра сăмахланă. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче регион тăватă ҫул хушши ĕнтĕ рейтингра малта пыракан вунă субъект хушшине тăнине асăннă. «Рейтинга чиновниксемсĕрех хатĕрлеҫҫĕ. Кăтартăва предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем пĕтĕмлетӳ тăваҫҫĕ», тесе уйрăммăн палăртса хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

Регионсем хушшинчи конкуренци ҫулран ҫул вăйлансах пырать.  Субъектсем хушшинчи уйрăмлăхсем вуншар, ҫĕршер бал пĕчĕк е пысăк пулнипе курăнса тăраҫҫĕ.

  Харпăр хăй пурлăхне регистрацилемелли вăхăт кĕске пулнипе пирĕн регион ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче, кирлĕ пек специалистсем хăвăрт ҫеҫ ĕҫсене йĕркелесе параҫҫĕ.  Предпринимательсем пирки те документсене ҫийĕнчех уҫса пани куҫкĕретех.  Вăраха тăсăлакан ĕҫсем те пур-ха. Строительство ĕҫне пурнăҫлама электричество тытăмĕпе ҫыхăнса ĕҫлемелли тапхăр питĕ вăрăма тăсăлать. 

Паянхи предпринимательсем кирек-епле ыйтăва та ҫирĕп тапратаҫҫĕ, ăнланмасан ыйту хускатаҫҫĕ.  Тĕрĕслевпе асăрхав службисем тĕлли-паллисĕр мероприятисем йĕркелессинчен те сыхă тăраҫҫĕ. Апла пулсан, бизнесра ĕҫлекенсем саккуна пăхăнса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар, мĕнпур ĕҫсем уҫăмлă пулаҫҫĕ вĕсен.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче хăш-пĕр ҫитĕнӳсем пирки каласа хăварнă. Кăҫал Канаш хулине монохула статусне панă.  Ҫак муниципалитетра тăрăшакан предпринимательсене ҫăмăллăх меслечĕсемпе усă курма меллĕ, патшалăх пысăк тĕрев парать. Хулана аталантарассипе йышăнакан инвестициллĕ проектсене пурнăҫа кĕртме питĕ ансат. «Шанатпăр, хулара бизнес тытăмра ĕҫлекенсем пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртессине, производствăсем уҫассине, халăх валли пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕсем хатĕрлессине»,  тенĕ Михаил Игнатьев.

Регионта промышленноҫпа инвестици ĕҫ-хĕлне витĕм кӳрекен фонд йĕркеленнĕ.  Хăшĕсем вăл тĕревпе усă курса, ҫынсене валли ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем те хатĕрленĕ, импорта улăштарассипе таварсем тирпейлесе кăларассипе ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. 

Малашнехи тĕллевсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Владимир Аврелькин  чарăнса тăнă.

Рейтингра пĕтĕмпе 44 енпе  регионсен ĕҫ кăтартăвĕсене хакласа пĕтĕмлетеҫҫĕ. 2018-мĕш ҫулта ҫитĕнӳ тума май параканни - Федерацин влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлени. Предпринимательсене регистрацилемелли тапхăр вăхăчĕ самай пĕчĕкленнĕ, ҫакна бизнесра ĕҫлекенсем ҫирĕплетсех калаҫҫĕ. Федерацин налук службин регионти Управленийĕн ертӳҫи Марина Петрова хăйĕн докладĕнче ĕҫ хучĕсене 3 кун хушшинчех йĕркене кĕртсе пыма май пур тенĕ.  Пирĕн республикăра 2016-мĕш ҫултанпах ҫапла ĕҫленине, ҫийĕнчех предпринмательсене документсене хатĕрлесе панине хыпарланă.  Электронлă майпа тата та хăвăртрах ĕҫлеме пултарнине палăртнă ертӳҫĕ. Халăх валли мĕнпур условисем ҫителĕклĕ тенĕ ертӳҫĕ сăмаха тăсса. Росреестр Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи патшалăх пурлăхне кадастр учетне илессипе ĕҫсем йĕркеллĕ пулнине, документсене вăраха тăсмасăрах пурнăҫлама май килнине каланă.  Ҫитменлĕхсем пирки те асăнса хăварнă вăл. НФЦра «пĕр чӳрече» мелĕпе электронлă майпа пулăшусене илме май пуррине ытларах халăх хушшинче сармаллине, ҫĕнĕлĕхсене вăхăтра граждансем патне илсе ҫитерме тăрăшмаллине чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов пĕлтĕрхи ҫул нумай хутлă пурăнмалли ҫурт-йĕрсен строительство ĕҫне тытăнма  ирĕк илме 70 куна кĕтмелле пулнă тенĕ. Енчен те этажĕсем 4 хутран та иртсе каяҫҫĕ пулсан тесе сăмаха малалла тăснă вăл.   Тĕрĕслевпе асăрхав службисем кулленех тухса тĕрĕслени бизнесра вăй хуракансене канăҫсĕрлетет.  2017-мĕш ҫулта пурĕ 1138 тĕрĕслев йĕркеленĕ пулсан, кăҫал вĕсен йышĕ 8,2 процент чухлĕ сахалланнă тенĕ министр. Ҫĕнĕ ресурс хута каясси паллă, тĕрĕслев ĕҫĕсем пирки хыпарсене предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем маларах та пĕлме пултараҫҫĕ. Налуксемпе ҫхăннă ыйтусем тавра та сăмах самай пулнă.  Чăваш Енри Экономика министерствипе Финанс министерстви ҫăмăллăхсем кĕртессишĕн ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ. Проектне те хатĕрленĕ. Енчен те йĕркеллĕ пулсан, утă уйăхĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ҫитес ларăвĕнче пăхса тухма та плана кĕртсе хăварнă.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти влаҫăн нормативлă право ĕҫ хучĕсем пирки халăхпа уҫăмлăн сӳтсе явмаллине, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен вăхăтра пĕлтермеллине асăрхаттарса хăварнă.

 Паян «Единое информационное пространство для лучших практик развития субъектов РФ» («Магазин верных решений») Стратеги пуҫарăвĕсен агенствин ҫĕнĕ ĕҫĕпе паллашнă.Унта пĕтĕмпех чи ăнăҫлă ĕҫлесе пыракан регионсен паха опычĕсем пирки материалсем вырнаҫтарнă.

Кăҫал Петербургра XXI-мĕш экономика форумĕнче Чăваш Республики тата Стратеги пуҫарăвĕсен агенстви килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ пулнă. Чăваш Республикинче ҫĕнĕ проектсем хута яма калаҫса килĕшнĕ. Вĕсем социаллă сферăпа, туризмпа тата ытти тытăмпа ҫыхăннă.  Республикăри район тата хула администрацийĕсен ытти регионсен паха ĕҫ опычĕсемпе паллашмалла, лайăххисене вĕренсе пымалла. Май пулсан, хамăр тăрăхра ĕҫлеттерессишĕн вăй хумалла.

Палăртса хăваратпăр, «Магазин верных решений» проекта Чăваш Енрен 2 ĕҫ кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе тепри вара «Экспресс-бабушка» ятлă социаллă проекта ытларах та ытларах ырă ĕҫ тăвакансене явăҫтарма май параканни.    

Фоторепортаж



05 июля 2018
16:03
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter