Правительство ҫуртĕнче Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Чăваш Енри комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

В Доме Правительства обсудили вопросы реализации Национального плана противодействия коррупцииУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ĕҫлекен Чăваш Енри комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Комисси ĕҫне ку хутĕнче видеоканашлу мелĕпе йĕркеленĕ. Унта республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсем,  федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем тата ытти официаллă ҫынсем хутшăннă.  

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусене тапратиччен, чи малтан Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев 2018-2020-мĕш ҫулсем валли коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă Наци планĕ пирки чарăнса тăнă, указа Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнине асăннă.   Коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе ҫĕнĕлĕхсем пулассине, ĕҫ хучĕсене РФ Патшалăх Думине ҫĕршыв Правительстви тăратма хатĕрленнине палăртнă Ертӳҫĕ. Патшалăх граждан служащийĕсене пырса тивекеннисем те сахал мар, ӳлĕмрен вĕсен хăйсен тăванĕсем пирки хыпарсене пĕлтермелле пулать. Мăшăрĕсем пирки анчах мар, пиччĕшĕпе, аппăшĕсем ҫинчен туллин хыпарсем тăратмалла пулĕ.   Кунсăр пуҫне ытти ҫĕнĕлĕхсем те чылай пуласси паллă.  

Обществăра коррупци епле вырăн йышăннине палăртакан ыйтăма кашни ҫул халăх хушшинче йĕркелемелле, социологиллĕ тĕпчев ĕҫĕсене тумаллине асăннă ертӳҫĕсем. 

Кун йĕркинчи тепĕр ҫивĕч ыйту – коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫне кулленех халăх хушшинче сарасси.  Аслă пĕлӳ паракан учрежденисенче уйрăмах ҫак ыйту ҫине тимлĕх уйăрмалла. Палăртнă темăпа тĕплĕнрех Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова калаҫнă. Пирĕн регионта пурĕ аслă шкулсем 14 шутланаҫҫĕ. Вĕсенче пĕтĕмпе 37 пин студент вĕренет.  Ют ҫĕршывсенчен те ăс пухма килнисем сахал мар, хальлĕхе кăтарту 2 пин ҫынпа танлашать. Кашни ҫул тенĕ пекех аслă шкулсенче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеҫҫĕ, коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе комплекслă ĕҫсем йĕркеленине хыпарланă Алевтина Федорова. Кăтарту 80 мероприятинчен те иртсе кайнă.  Ҫамрăксем хушшинче коррупци темипе тăтăшах студентсем анкета ирттереҫҫĕ. Социологиллĕ ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх ҫакă паллă: студентсенчен 10 проценчĕ ытла халăх хушшинче ачасене ача пахчине вырнаҫтарма пуҫлăхсене тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерни сисĕнет тенĕ,  укҫа парса хавхалантарасси шкула ачасене вырнаҫтарассипе ҫыхăннă ĕҫре те сахал мар тĕл пулкалать тесе хуравлаҫҫĕ ҫамрăксем. Студентсем тепре чухне вĕрентекенсене зачет е тата экзаменра кăштах та пулин пулăшу паччĕр тесе, укҫан тĕрев пани курăнкалать тесе палăртаҫҫĕ ҫамрăксем. Аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ чухне ашшĕ-амăшĕсем  ертӳҫĕсене укҫа пама хăтланни те пур-ха тесе хуравлаҫҫĕ. Пĕтĕмпе тĕпчев ĕҫне 4435 студент хутшăннине пĕлтернĕ министр ĕҫĕсене пурнăҫлакан.

Коррупци ĕҫне тăвассинчен асăрхаттарассипе ҫыхăннă профилактика ĕҫĕсем пирки И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров тарăнрах каласа кăтартнă. Унăн темипе сăмаха малалла И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ректорĕ Владимир Иванов та чарăнса тăнă.  

Ларура муниципалитетсенчи парăмсем пирки калаҫнă, пурлăхсемпе тата ҫĕрсемпе аренда шучĕпе  предприятисем усă курнăшăн пухăннă укҫасене вăхăтра парса татмалли ҫинчен ҫирĕппĕн калаҫнă.

Чăваш Республикин юстици тата ҫĕр хутшăнăвĕсен министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Вязов ҫĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕ тĕлне пурĕ муниципалитетсенче 258,8 млн парăм пухăнса кайнине хыпарланă.  Ҫулталăк пуҫланнăранпа кăтарту 22 процента ҫити чакнине ырă хыпара каланă вăл. Судра та хальлĕхе ĕҫсем сахал мар-ха, кăтарту 153,4 млн танлашать. Кая юлса ĕҫлекеннисе палăртса хăварнă, вĕсем: Етĕрнесем, Улатăрсем, Муркашсем, Шупашкарсем тата Ҫĕмĕрле хули. 

«Укҫасем бюджетра пулмалла. Социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама тăкакланмалла. Парăмсем пухса ямалла мар. Енчен те яваплăха туймаҫҫĕ пулсан предпринимательсем, тӳрех ĕҫ-пуҫ пуҫармалла», тесе чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  «Уҫăмлăх тени малти вырăнта тăмалла. Халăх умĕнче вĕсем пирки пĕлтермелле, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисене ятарлă список туса хыпарламалла», сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл. 

Республикăри район тата хула администрацийĕсенче коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ комиссисен ĕҫĕ пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн  Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев тарăн доклад тунă. Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра пĕтĕмпе 124 лару ĕҫне йĕркеленине, патшалăх тата муниципалитет служацийĕсене сахал мар тĕрĕслев витĕр кăларнине пĕлтернĕ, кăтарту 233 ҫитнине асăннă.  Деклараци ĕҫне ҫирĕп тишкернине, ҫак ĕҫе прокуратурăра тăрăшакансем, Администрацинче вăй хуракансем тимлĕ пурнăҫланине палăртнă. Пур-пĕрех патшалăх влаҫ органĕсенче тăрăшакансем коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе профилактика ĕҫĕсене ҫителĕксĕртерех йĕркеленине асăннă вăл.  2018-мĕш ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра тĕрĕслевсем тунă хыҫҫăн, граждан служащийĕ пулса ĕҫлекен 12 ҫынна явап тыттарнине тата 50 муниципалитет служащийне дисциплинарлă майпа явап тыттарнине хыпарланă. Лару ĕҫне вĕҫленĕ май, ертӳҫĕсем Ҫĕрпӳ районĕн администрацийĕ коррупцине хирĕҫ кĕрешессипе саккунсене пăхăнса ĕҫленипе ĕҫлеменнине ҫирĕп тишкернĕ, уйрăм кăтартусем пирки чарăнса тăнă.  

Фоторепортаж



06 июля 2018
09:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter