Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе саламлани

Почта ҫыхӑнӑвӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей почтин кунӗ ячӗпе чун-чӗре­рен са­лам­латӑп!

Почта ӗҫченӗсем –  тӳрӗ кӑмӑллӑ та хастар чунлӑ ҫынсем, вӗсен ӗҫне лайӑх шайра пурнӑҫлама пысӑк тимлӗх тата яваплӑх кирлӗ. Цифра техноло­гийӗ­сем хӑватлӑн аталанса пынине пӑхмасӑр халӑх почта пу­лӑшӑвӗпе ҫап­липех анлӑн усӑ курать. «Раҫҫей почтин» Чӑваш Енри фи­лиалӗ ҫул­та­лӑкне вӑтамран 27,5 миллион ҫырупа посылкӑна йышӑнса ӑсатать, ҫы­рӑнса илекен 11 миллион кӑларӑма кирлӗ ҫӗре илсе ҫи­терет.

Хальхи почта халӑх ыйтнине туллин тивӗҫтерме тӑрӑшать, ҫавна май пулӑшу ӗҫӗсен йышне анлӑлатать тата сервис шайне тӑтӑшах ла­йӑхлатса пырать.

Чи аякра вырнаҫнӑ ялсенчи почта уйрӑмӗсенче те мӗнпур ком­муналлӑ тӳ­леве тӳлесе татма, пенсисемпе пособисем илме пулать. Почтӑна ҫӳрекенсем халӗ унта кредитсем илесси, вкладсем хывасси, укҫа-тен­кӗ куҫарасси евӗр никӗсри финанс пулӑшӑвӗсемпе те пӗр чӑр­мав­сӑрах усӑ курма пултараҫҫӗ.

Кӑҫал Чӑваш Ен почтальонӗсене куҫӑмлӑ почтӑпа касса термина­лӗ­семпе тивӗҫтернӗ, вӗсем тӳлевсене килтех тӳлесе татма май параҫҫӗ. Ҫак ҫӗнӗлӗхе ватӑсемпе питех тухса ҫӳреймен ҫынсем тивӗҫлӗ хак па­чӗҫ те ӗнтӗ.

Почта ӗҫченӗсем тата нумай кӑсӑк та паха проекта пурнӑҫа кӗр­тессе шан­са тӑратӑп.

Отраслӗн мӗнпур ӗҫченне профессие парӑннӑшӑн тата пирӗн кулленхи пурнӑҫа хӑтлӑрах тума пулӑшакан ырми-канми ӗҫӗшӗн тав тӑ­ва­тӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, телей, ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем тата ҫемье ырлӑхне сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин   Пуҫлӑхӗ                                        Михаил Игнатьев

 



06 июля 2018
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter