Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в торжественном мероприятии, посвящённом Дню семьи, любви и верностиУтă уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа ирттернĕ савăнăҫлă лару-тăрăва хутшăннă. Мероприяти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн Культура керменĕнче пулнă.  

Паллă пулăма ҫакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Александр Федотов, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев хутшăннă.

Уява пухăнисене саламланă май, регион Ертӳҫи Михаил Игнатьев ҫемье – обшество тĕрекĕ,  вăл ҫирĕп пулсан ҫĕршыв та мăнаҫлă пулĕ тенĕ. «Раҫҫейре мӑшӑрсен юратӑвӗпе шанчӑклӑхӗ мӗн авалтан пысӑк хисепре, вӗсем – пурнӑҫӑн тӗп тӗрекӗсем, ҫемье вара  ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен, наципе культура йӑли-йӗр­кин управҫи шутланать. Паян ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа эконо­мика политикин тӗп ҫул-йӗрӗ тата Раҫҫее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлӗ услови тесе йышӑннӑ. Чӑваш Енре со­ци­аллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене со­­циаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ­леҫҫӗ», палăртнă республика Пуҫлăхĕ.  

Влаҫ органӗсемпе бизнес тата общественноҫ ҫемье йӑли-йӗркине анлӑрах сарас, туслӑ та ҫирӗп ҫемье хаклӑхӗсене ти­вӗҫлӗн сыхласа упрас енӗпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени ҫӗршывӑ­мӑр ырлӑхне ҫирӗплетсе пыма пулӑшасса  каланă Михаил Игнатьев.

Хальхи вăхăтра регионта ача сачĕсемпе ҫыхăннă ыйтусене тĕпрен татса панă. Ҫĕнĕ шкулсем кашни ҫул тенĕ пек хăпарса лараҫҫĕ. Ачасене хушма пĕлӳ парассипе те курăмлă ĕҫлесе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Халăх валли кирлĕ пек условисем аталанса пыма ҫителĕклĕ, ачасен ҫураласлăхĕ пысăк пулни куҫкĕретех. Ҫынсем нумай ҫул пурăнни вара пурсăмăра та хавхалантарать. Ҫĕр ҫултан та иртсе пурнăнаканнисен йышĕ сахал мар, ҫакă пĕтĕмпех регионта хăватлă условисем пуррине ҫирĕплетсе параҫҫĕ тенĕ Ертӳҫĕ.

Уявра сумлă ватăсем уйрăм хисепе тивĕҫнĕ, вĕсем хăйсен ырă тĕслĕхĕпе епле ҫемьене упрамаллине ҫитĕнекен ăрăва вĕрентсе пыраҫҫĕ. Куншăн вĕсене регион Ертӳҫи мухтаса ырланă.

Торжествăлла пулăма пухăннисене ҫакăн пекех Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев саламланă. Паянхи куна регионта пурĕ нумай ачаллисем 12237 ҫемье шутланса тăнине хыпарланă вăл. 2011-мĕш ҫулхипе танлаштарас пулсан ҫак кăтарту 47,2 процент чухлĕ пысăк пулни курăнать тенĕ министр. Ҫемьесенче виҫшер ача ҫитĕнтересси йăлана кĕрсе пынине те палăртнă вăл сăмаха малалла тнă май, ҫемьесене социаллă тĕрев пама ҫулсерен республика хыснинчен 8,6 млрд тенкĕ тăкакланнине каланă. 2018-мĕш ҫултан пуҫласа, енчен те ҫемьесенче пĕрремĕш пепке ҫурласан тӳрех патшалăх енчен уйăхсерен пулăшу куҫать.  

Яланхиллех, чи пултаруллă та ҫураҫуллă пурăнаканнисем патшалăх наградисене тивĕҫнĕ, вĕсене Чăваш Ен Пуҫлăхĕ орден парса чысланă.  Юратупа шанăҫлăх, ăнланупа хисеп яланах ҫемьесенче хуҫаланччĕр тесе каланă тав сăмахĕнче Михаил Игнатьев. Юлашки вăхăтра хисепе тивĕҫнисен шучĕ ӳссех пырать, кăтарту 145 ҫитнĕ. Ҫемьесем, енчен те пĕр-пĕринпе килĕштерсе 50 ҫул пурăнсан, ачасем тĕрĕс-тĕкел ҫитĕнтерсен наградăна тивĕҫеҫҫĕ.

Мероприятинче  тĕрлĕ конкурссен ҫĕнтерӳҫисене те наградăсем парса хавхалантарнă, общество пурнăҫне хастар хутшăннăшăн мухтанă, республика аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшнăшăн тав тунă пуҫлăхсем.    

Уяв концерта вĕҫленнĕ.

Фоторепортаж



06 июля 2018
08:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter