Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе саламлани

Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ ячӗпе чун-чӗре­рен саламлатӑп!

Чи ҫывӑх та хаклӑ ҫынсем пире юратупа шанӑҫлӑх, ӑнла­нупа хисеп, тимлӗхпе пулӑшу парнелеҫҫӗ. Ҫемье пурнӑҫа ырӑ тӗллевлӗ тӑвать, йывӑр самантра вӑй парать, общество ыр­лӑ­хӗшӗн пултаруллӑн ӗҫлеме хавхалантарать.

Раҫҫейре мӑшӑрсен юратӑвӗпе шанчӑклӑхӗ мӗн авалтан пысӑк хисепре, вӗсем – пурнӑҫӑн тӗп тӗрекӗсем, ҫемье вара  ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен, наципе культура йӑли-йӗр­кин управҫи шутланать.

Паян ҫемье институтне ҫирӗплетессине, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине патшалӑхӑн социаллӑ пурнӑҫпа эконо­мика политикин тӗп ҫул-йӗрӗ тата Раҫҫее малалла кал-кал аталантармалли чи кирлӗ услови тесе йышӑннӑ. Чӑваш Енре со­ци­аллӑ пурнӑҫ, сывлӑха сыхлас ӗҫ, вӗренӳ, пурӑнмалли ҫурт-йӗр строительстви сферисенче ҫемьесене пулӑшу парас, вӗсене со­­циаллӑ хӳтлӗх кӳрессине вӑйлатас, амӑшлӑхпа ачалӑха сыхлас тӗллевсемпе йышӑннӑ патшалӑх программисем ӑнӑҫлӑ ӗҫ­леҫҫӗ.

Влаҫ органӗсемпе бизнес тата общественноҫ ҫемье йӑли-йӗркине анлӑрах сарас, туслӑ та ҫирӗп ҫемье хаклӑхӗсене ти­вӗҫлӗн сыхласа упрас енӗпе пӗрле тӑрӑшса ӗҫлени ҫӗршывӑ­мӑр ырлӑхне ҫирӗплетсе пыма пулӑшасса шанса тӑратӑп.

Сире пурсӑра та пӗтӗм чунтан пысӑк телей, юрату, ӑнла­нупа ҫураҫу­лӑх, ӑнӑҫу тата тулӑх пурнӑҫ сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                   Михаил Игнатьев



06 июля 2018
07:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter