Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе саламлани

Потребительсен кооперацийӗн хисеплĕ ӗҫченӗсемпе ветеранĕсем тата пайҫисем!

 Професси уявӗпе – Пӗтӗм тӗнчери коопераци кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламланине йышӑнсамӑр!

Чӑваш Ен потребительсен кооперацийӗн нумай енлӗ ӗҫӗ-хӗлӗ му­ниципаллӑ районсен экономикишӗн те, пӗтӗм республикӑшӑн та калама ҫук пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Чӑвашпотребсоюз ӗҫченӗсен тӳрӗ кӑмӑлпа пур­нӑҫ­лакан ыр­­ми-канми ӗҫне пула социаллӑ пурнӑҫпа экономикӑн витӗмлӗ тӗллевӗ­сем: халӑха таварсемпе, пулӑшу ӗҫӗсемпе тивӗҫтерсе тӑрасси, ял хуҫа­лӑх про­дук­ци­йӗпе чӗр таварне сутасси тата вырнаҫ­та­расси, ял ҫӗрӗнче хушма ӗҫ вырӑнӗсемпе тивӗҫтересси йӗркеллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ.

Паян потребительсен кооперацийӗ ялти инфратытӑма аталантарма пулӑшакан инновациллӗ проектсене ӗҫе кӗртме палӑртать. Ти­вӗҫ­те­рӳ сферинче ку чухнехи технологисене ӗҫе кӗртсе, ял ху­ҫалӑх пред­при­ятийӗсене ҫӗнетсе, туса кӑларакан таварсен пахалӑхне ла­йӑх­латса эсир хӑвӑрӑн тӗп тивӗҫӗре ӑнӑҫлӑн пурнӑҫлатӑр – ял ха­лӑхне пу­­рӑнма ла­йӑх майсем туса паратӑр.

Сире тӑрӑшуллӑ ӗҫӗршӗн, социаллӑ яваплӑха туллин туйса тӑнӑ­шӑн пӗ­тӗм чунтан тав тӑватӑп, ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа тӑнӑҫлӑх тата мӗн­пур лайӑх­хине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                                              Михаил Игнатьев



06 июля 2018
07:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter