Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Состоялась рабочая встреча Главы Чувашии и Президента Республики ТатарстанУтă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тата Тутарстан Республикин Президенчĕ Рустам Минниханов ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.   

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хутшăннă.  Тутарсен енчен сумлă ертӳҫĕсем: Тутарстан Республикин Премьер-министрĕн ҫумĕ Василь Шайхразиев, Тутарстан Республикин Президенчĕн пулăшуҫи Радик Гиматдинов пулнă.    

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ пурне те Сабантуй уявĕпе саламланă, хăнасене  хамăр тăрăхра курма хавас тесе каланă.

«Пире ҫав тери пысăк чыс Сабантуй уявне ирттерме. Эпир пĕрлĕхе ҫирĕплететсе паратпăр, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха, тăван ҫĕре юратнине кăтартатпăр, Раҫҫей вăйлă пулнине ĕнентеретпĕр», – тенĕ хăйĕн сăимахĕнче  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Михаил Игнатьев Рустам Минниханова мухтанă. «Эсир икĕ регион хушшинче ҫирĕп ҫыхăнусем пулччĕр тесе тепĕр хут ҫирĕплетсе патăр. Предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем те ĕҫлĕ ҫыхăусене сарччĕр. Халăхсем килĕштерсе юратса пурăнччĕр», – палăртнă вăл.  

Регионта Тутарстан Республикинчен килнисем пысăк концертпа савăнтарнă. Хăй шухăшне каласа панă Ертӳҫĕ. «Чаплă, хăватлă уяв концерчĕ пулчĕ. Артистсен кĕписем, юррисем, ташшисем куракансене «тыткăнларĕҫ», – тенĕ.

«Тавах Сире, Михаил Васильевич  хăвăрăн тăрăхра Сабантуй ирттерме ирĕк панăшăн. Уяв пурнăҫа кĕчĕ.  Паян эпир пурне те саламлама пултаратпăр», – тенĕ Рустам Минниханов .

«Эпир, икĕ кӳршĕллĕ регион, яланах туслă пурăнатпăр. Ĕҫлĕ ҫыхăнусем пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Нимĕнле йывăрлăхсем те ҫук. Кирек-епле ыйтусене те туххăмрах татса панă», – тенĕ Рустам Минниханов.  

Чăваш Республикинче 34 пин ытла тутар ҫыннисем пурăнаҫҫĕ. Вĕсем патĕнче вара 116 пин ытла чăваш савăнса пурăнать. «Тутар халăхĕ Чăваш Республикипе кăмăллă. Яланах тăрăшса ĕҫлеҫҫĕ, хăйсен тымарĕсем ҫинчен манмаҫҫĕ», – тенĕ Президент . «Тăван тавралăх илемлĕ, уйсем тыр-пулпа ешерсе лараҫҫĕ, хула сăн-сăпачĕ хитре, ҫав тери таса. Халăх ĕҫчен, пур ҫĕрте те йĕрке хуҫаланать», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ сумлă хăна.

Ку хутĕнче ертӳҫĕсем уявсене икĕ регионта та йĕркелесе ирттересси пирки калаҫса килĕшнĕ. Вĕсем туслăха ҫирĕплетнине каланă.

Калаҫу вĕҫленнĕ хыҫҫăн ертӳҫĕсем пĕрне-пĕри ырлăх-сывлăх, телей, ăнăҫусем суннă. Ӳлĕмрен те ĕҫлĕ ҫыхăнусене тата та ытларах сарассине палăртнă.  

Фоторепортаж



09 июля 2018
08:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter