Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан планеркăна ирттернĕ

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем сунарҫăсемпе пулăҫăсем пирки калакан ыйтусене тишкернĕ.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăкпа экологи министрĕ Александр Коршунов хăйĕн докладĕнче пурĕ регионта сунарҫăсем валли ятарлă 41 лаптăк шута илнине каланă.  Вĕсенчен 14-шĕпе чылай тапхăр валли лицензи илнĕ. Регионти мĕнпур лаптăк 1596,4 пин га йышăнать.

Предпринимательлĕх пайĕнче ĕҫлекенсем пĕтĕмпе республикăра 18,4 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче пулăсене ĕрчетсе ӳстерме ятарлă вырăнсем хатĕрленĕ.  Вăл лаптăксенче пурĕ 7 предприяти регистрациленнĕ, тепĕр 5 харпăр хăй тĕллĕн ĕҫлекен предприниматель тăрăшать.  Вĕсем Чăваш Республикинче палăртнă тытăмпа ĕҫлеме 20 ҫуллăха килĕшӳ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ. Апла пулсан, 2033-мĕш ҫулчченех предпринимательсен ĕҫлеме ирĕк пур-ха.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕр лаптăкĕсемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине тĕрĕслевпе асăрхав службисен тинкермеллине чĕнсе каланă.  

«Министерствăн квотăпа тивĕҫтерессишĕн кăна ĕҫлемелле мар. Чĕрчунсене, пулăсене епле калăпăшпа халăх усă курнипе курманнине те асăрхасах тăмалла. «Сăрă» схемăпа ĕҫлеттерме юрамасть. Предпринимательлĕх пайĕнче вăй хуракансен санитарипе эпидемиологи нормисене ҫирĕп пăхăнмалла.  Вĕсем пирки вырăнти халăхăн пĕлмелле, хыпарсем пуриншĕн те уҫăмлă пулмалла», - ҫирĕппĕн каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пушартан асăрханассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки Чăваш Енри ГКЧС  председателĕ Вениамин Петров тĕплĕн каласа хăварнă.  Ҫуллахи тапхăрта уйрăмах правилăсене ҫирĕп пăхăнмалла тесе чĕнсе каланă.  Кăҫал пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра регионта пурĕ 455 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенче 38 ҫын ҫунса хăйсен пурнăҫне вăхăтсăр татнă. Паянхи пурнăҫра ытларах пушарсем ял тăрăхĕсенче сиксе тухаҫҫĕ.  Вилнисенчен ытларах пайĕ ватăсем, сусăрсем, ĕҫсĕррисем. Палăртнă кăтартуран ҫурри ытла ҫынсем ӳсĕр пулнă.  Чăваш Енри ГКЧС председателĕ ытларах ҫак категорири ҫынсемпе профилактика ĕҫне йĕркелемеллине асăннă. Вут-кăварпа халăх асăрхануллă пулманни куҫкĕретех, 27 ҫын пурнăҫран уйрăлса кайнă. Пирус туртакансен айăпĕпе те сахал мар кăлтăксем сиксе тухнă. Электричество хатĕрĕсемпе тимлĕ пулманни те сисĕнет, 7 ҫын пурнăҫĕ кĕскелнĕ.   Кăҫал палăртнă тапхăрта кăмакасем юсавсăр пулнипе пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ ӳснĕ, кăтарту 20,7 процентран иртсе кайнă.  

Юлашки 7 ҫул хушшинче регионта пушар тухнă тĕслĕхсен шучĕ курăмлăнах чакнă. Апла пулсан, халăх пушар инкекне лайăх чухлакалать. Енчен те 2011-мĕш ҫулта 106 ҫын вăхăтсăр вилнĕ пулсан, 2017-мĕш ҫулта 63 ҫитнĕ. Ырă енне улшăнса пыни паллă.

Юлашки пиллĕк ҫул хушшинче Атăлҫи федераци округĕнче Чăваш Республики лайăх енпе палăрса тăрать. Кăтарту ытти субъектсенчен чылай пĕчĕк. Граждансем тимлĕ пулни куҫкĕретех. Хисеплĕ 2-мĕш вырăнта тăрать пирĕн республика.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пушар тухнă сăлтавсем пирки граждансене тĕплĕнрех пĕлтерсе тăмаллине чĕнсе каланă. Инкек пурлăха тĕпрен тĕп тунине те ăнлантарса пама хушнă ятарлă служба ĕҫченĕсене.  «Йывăр суранланнисем пирки, вут-ҫулăм алхасни ҫинчен, ӳсĕрсен айăпĕпе пулнă пăтăрмахсем ҫинчен ҫийĕнчех халăх патне хыпарсене илсе ҫитермелле. Пурне те яланах тимлĕ пулма хушмалла», – тенĕ регион Ертӳҫи.  

Канашлу вăхăтĕнче республика Пуҫлăхĕ Кадетсен корпусĕнче инкек пулнă пирки те чарăнса тăнă. Иртнĕ шăматкун 9 сехетре грунт йăтăнса аннă.  Йывăр тиенĕ автомашина тӳрех шăтăка чăмнă.  Водитель автомашинăран тухса ĕлкĕрнĕ, анчах та тепĕр пысăк юшкăн сирĕлсе ун ҫине пысăккăн тиенсе ӳкнĕ. 5 метрлă шăтăкран вăл тухайман, пурнăҫран уйрăлнă.

Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов бомбăсенчен хӳтĕленмелли вырăна проектпа килĕшӳллĕн демонтаж тума йышăннă. Ăна валли 2,6 млн укҫа пăхса хăварнă. Объекта туллин пурнăҫа кĕртсе ĕлкĕреймен. Технологи пăсăлнине кура, грунт йăтăнса аннă.   

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вилнĕ ҫыннăн тăванĕсене хăй  тарăн хурланнине пĕлтерет.   Финанс тĕлĕшĕнчен пулăшу пама  хушнă.

Проект ĕҫĕсене тирпейлĕ йĕркелеменни сисĕнет. Мĕнпур объектсене строительство ĕҫне пуҫличчен проект шайĕнче ҫирĕп йĕркесене пăхăнса пăхса тухса йышăнаҫҫĕ. Малашне влаҫри ҫынсен ĕҫ хучĕсене яваплăха туйса йышăнмаллине асăрхаттарнă. Никамăн та йĕрке пăсма ирĕк ҫук тесе критиклесе каланă пурне те республика Пуҫлăхĕ. «Вăл сферăра йĕрке тумалла. Проект ĕҫне кама кирлĕ ăна тĕлли-паллисĕр кĕртсе ямалла мар. Конкурссенче яваплăха туйманнисен мала тухса, ҫĕнтермелле мар. Вĕсене малтанхи тапхăрта ҫирĕп тĕрĕслемелле. Кăлтăк пулсан кăна вырăнтан тапранма юрамасть. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ малти вырăна тухса тăмалла», - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Халăха хумхантаракан тепĕр пысăк ыйту пирки те чарăнса тăнă.  Залив хĕрринче вырнаҫнă объект –  хута кайман ҫурт.  Вăраха тăсăлса пыракан строительство ыйтăвĕсене татса памалли пирки Тутарстан Республикисенчен вĕренĕр, вĕсен паха ĕҫ опытне тишкерĕр тенĕ регион Пуҫлăхĕ. Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен футбол Чемпионатне хатĕрленсе вĕсем туххăмрах йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тухăҫлăн татса панă.

«Ҫитес ҫулта Федераци шайĕнче Шупашкар хулине 550 ҫул ҫитнине паллă тăватпăр.  Ҫав мероприяти валли палăртнă ҫурт кирлĕ е ҫук. Шухăшламалла, хăнасене вырнаҫтарма кирлĕ пулсан, малалла ĕҫлессишĕн тăрăшмалла. Пĕр сăмахпа калас пулсан, хулан сăн-сăпатне илемсĕрлетсе лармалла мар объектăн», – ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Утă уйăхĕн 5-мĕшĕнчен пуҫласа ГУП ЧР «Чувашавтотранс» предприяти  ĕҫлеме пăрахăҫланнă. Муниципалитетсенче лару-тăру епле аталанса пынине Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕн ҫумĕ Сергей Яхатин хăйĕн сăмахĕнче  утă уйăхĕн 4-мĕшĕнче ГУП ЧР «Чувашавтотранс»  организацинче кредиторсен пухăвĕ иртнине хыпарланă. Утă уйăхĕн 16-мĕшĕнчен конкурс управляющийĕ ларĕ.  Хальхи вăхăтра Канашра, Ҫĕмĕрлере,    Улатăрта, Куславккара маршрутсем пĕтнĕ.  Вăхăтлăх халăха турттаракансене тупса палăртнă.  Шупашкар хулинче ыйтăва уҫăмлатсах пĕтермен. Заявкăсем йышăнас ĕҫ малалла та пырать.  Транспортсене вăхăтлăха аренда шучĕпе ытти предприятисене парасси пирки ыйту тăрать. Вĕсене хальхи вăхăтра Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерстви ĕҫе йĕркелессипе тимлет.  Ҫитес вăхăтра ҫĕнĕ хуҫасем тупăнасси паллă, халăха вĕсем турттарма килĕшĕҫ тенĕ министр ҫумĕ.

«Чувашавтотранс йывăрлăхĕсем пирки эпир тахҫанах пĕлетпĕр ĕнтĕ, уведомленисене илнĕ. Ĕнерех мĕнпур ыйтусене туллин татса памалла пулнă.  Пассажирсен йывăрлăха кĕрсе ӳкмелле мар. Условисене хатĕрлесе парасси пирĕн тивĕҫ», – тесе ҫирĕппĕн асăрхаттарса каланă министр ҫумне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Ыйтăва кĕске вăхăт хушшинче татса пама хушнă.

Планеркăра паян регион Пуҫлăхĕ хулара усал шăршă сарăлни пирки сăмах хускатнă.  

Роспотребнадзор Чăваш Енри Управленийĕн ертӳҫи Надежда Луговская тĕрĕслев йĕркеленине хыпарланă, «Агрохолдинг «ЮРМА» ТМЯО усал шăршă кăларнине палăртнă, нормăран иртсе каять виҫе тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Сывлăшра амияк хытă сарăлнине халăх тӳрех сиснĕ. Ҫутҫанталăка хӳтĕлессипе ĕҫлекен прокуратурăна кирлĕ пек ĕҫ хучĕсене туллин тивĕҫтернине асăннă вăл.

Сăлтавĕ каламасăрах паллă, технологине пăхăнса ĕҫлеменни.

«Ҫăмăлах мар лару-тăру пирки эпир пĕлетпĕр. Пур-пĕрех кун пек предприятин тума ирĕк ҫук.. Граждансен йывăрлăх тӳсмелле мар», - тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.   



09 июля 2018
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter