Республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с руководством Урмарского районаҪурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва республика Ертӳҫипе Михаил Игнатьевпа пĕрле Вăрмар районĕн ертӳҫи Михаил Пуклаков тата район администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев хутшăннă.

Калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем муниципалитет бюджечĕн тупăш пайне ӳстерессипе ҫыхăннă ыйтусене тарăн тишкернĕ, халăхăн тупăш пайне хăпартассипе ҫыхăннă ыйтусем тавра та сăмах пуҫарнă.  Ҫынсен ĕҫ укҫин шайĕ япăхах маррине палăртнă вĕсем, кăтарту аванах ӳссе пынине каланă.

Район центрне тирпей-илем кĕртесси пирки те чарăнса тăнă, ял тăрăхĕсене хăтлăлатас ыйту та кун йĕркинче пулнине палăртнă. Инфратытăма аталантарассипе йышăннă мĕнпур мероприятисене вăхăтра тата кирлĕ пек шайра йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă вырăнти ертӳҫĕсене республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.  Программăпа килĕшӳллĕн паян муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫĕсене пĕтĕмлетĕҫ, районти социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕ пирки канашлĕҫ, ҫитес тапхăр валли тĕллевсене те палăртĕҫ.

 Фоторепортаж



01 августа 2018
14:37
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter