Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Тăвай районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии провел рабочую встречу с руководством Янтиковского районаҪурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил  Игнатьев Тăвай районĕн пуҫлăхĕпе Александр Шакинпа тата район администрацийĕн ертӳҫипе Владимир Ванеркепе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.                                       

Регион Ертӳҫи хăйĕн сăмахĕнче муниципалитетăн хăш-пĕр ҫитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, района ĕҫлекенсен ĕҫ укҫин шайĕ хăпарнă, таварсен калăпăшĕ ӳснĕ. Апла пулсан, 2018 ҫулта пĕрремĕш ҫур ҫулти кăтартусем пысăк пулни паллă.  

Михаил Игнатьев малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă, каялла чакма ан шутлăр тесе сăмаха тăснă. Район бюджечĕн тупăш пайне ӳстерсе пыма муниципалитет ҫинче шутланса тăракан пурлăхсемпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курни витĕм кӳрсе пырать.  Енчен те тухăҫлă ĕҫлесен, хыснана тултарма йывăрах пулмĕ тесе каланă Ертӳҫĕ сăмаха май.

Тăвай районĕн администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Ванерке кăҫал ҫур ҫулта бюджета пурĕ 25,5 млн пуҫтарăннине пĕлтернĕ.  Кăтартăва 2017-мĕш ҫулхипе танлаштарсан 12,5 процент пысăк пулни сисĕнет тенĕ вăл сăмаха тăсса. Пурлăха сутнинчен тата аренда шучĕпе предприятисене панинчен тупăш бюджета 3,9 млн пуҫтарăннă. Кăтарту каллех пысăк, пĕлтĕрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан 19,9 процент нумайтарах.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем патшалăх программисем пирки те сăмахланă. Халăхăн пуҫаруллă проекчĕсемпе те ҫине тăрсах ĕҫлемеллине палăртнă.

Фоторепортаж



01 августа 2018
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter