Республика Пуҫлăхĕ Вăрмарта пушар хуралĕнче ĕҫлекенсене лартнă тĕллевсене пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫланӑшӑн тав тунă

Михаил Игнатьев поблагодарил огнеборцев Урмарского района за ответственное несение службыҪурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрмар районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, Чăваш Енри Федерацин пушара хирĕҫ кĕрешекен службин Чăваш Енри 9-мĕш №-лĕ отрячĕн Вăрмарти 39 уйрăмĕн посчĕпе паллашнă. Унта хăйсен ирĕкĕпе ĕҫлекен пушара хирĕҫ кĕрешессипе ятарлă дружина тăрăшать.   Аякра вырнаҫнă ялсемшĕн муниципаллă пушар хуралĕн уйрăмне йĕркелесе яни ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă. Республика Ертӳлĕхĕ асăннă ыйтăва питĕ пысăк тимлĕх уйăрать. 39-мĕш №-лĕ ПСЧ уйрăмĕн пуҫлăхĕ Павел Прокопьев вĕсен тытăмĕнче пурĕ хăйсен ирĕкĕпе пушара хирĕҫ кĕрешессипе 12 ҫын вăй хунине хыпарланă. Вĕсем кунĕ-ҫĕрĕпе хурал тăнине пĕлтернĕ.  Сахал мар халăхшăн ырă ĕҫ туса панине те асăнса хăварнă. Кирек-епле вăхăтра та инкексене сирсе яма вăхăтра вĕсем ҫитнине каланă.  Ҫулăма сӳнтерме вĕсем туххăмрах килсе ҫитни вара, пурлăха ытларах упраса хăварма май парать тенĕ ертӳҫĕ сăмаха малалла вакланă май. Паян служба ĕҫченĕсене тухса ҫӳреме, пушар сӳнтермелли икĕ машина тытса тăраҫҫĕ.  Вĕсем пĕтĕмпех хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăнине те уйрăммăн палăртса каланă. «Темĕнле йывăр лару-тăрăва лекнисене те яланах вăхăтра ҫăлса хăварма хатĕр специалистсем», — тенĕ Павел Прокопьев.

Пурĕ районта ҫулталăк пуҫланнăранпа пушар тухнă 18 тĕслĕхе шута илнĕ. Кун пирки Денис Платонов пĕлтернĕ. Юлашки пушар ҫĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче алхаснă тенĕ вăл сăмаха май. Атнаш ялĕнчи инкеке ҫăлавҫăсем вăхăтра сирсе янине, пушар хуралĕн машинипе специалистсем ҫийĕнчех килсе ҫитнине палăртнă. Инкек час-часах мунча хутнă чухне сиксе тухнине, сăлтавĕ вара кăмакасем юсавлă пулманни тенĕ ертӳҫĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан. Пурин те йĕркесене ҫирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарса хăварнă. Халăхпа час-часах профилактика ĕҫне йĕркелесе пынă тесе те хыпарланă вăл.

Михаил Игнатьев пĕр килнĕ пек чухне специалистсен ĕҫлемелли условийĕсемпе те кăсăкланă. Вырăнти халăх ĕҫпе кăмăллă тесе хурав панă. Условисем лайăх пулнине ҫирĕплетнĕ. Хальхи вӑхӑтра ҫӑлав службисен сотрудникӗсене хӑйсен ӗҫне  пур­­нӑҫ­ла­ма кирлӗ пӗтӗм хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтереҫҫӗ. Пысӑк куҫӑмлӑ ҫӑлав  под­разделенийӗсем йӗркеленеҫҫӗ, майсӑр лару-тӑру пулма пултарассине асӑр­­­ха­са тӑмалли тата прогноз тумалли тытӑм ӗҫӗ лайӑхланать. Ҫӑлав службисен ӗҫченӗсем халичченхи ҫитӗнӳсемпе лӑпланса лар­ман­­ни, хӑйсен ӗҫне яланах лайӑхлатса пыма тӑрӑшни уйрӑмах пӗлте­рӗшлӗ.

 Республика Пуҫлăхĕ пушар хуралĕнче ĕҫлекенсене  лартнă тĕллевсене пысӑк тӑрӑшулӑхпа пурнӑҫланӑшӑн, паттӑрлӑхшӑн тата тивӗҫе чунтан парӑннӑшӑн тав тунă. Эсир хӑвӑр умӑрти тӗллевсене малашне та ӑнӑҫлӑн пурнӑҫласа пырасса шанса тӑратӑп тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе регион Ертӳҫи. 



01 августа 2018
17:33
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter