Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Тăвай районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, муниципалитетри шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрлесе ҫитернипе кăсăкланнă

Михаил Игнатьев ознакомился с ходом подготовки к новому учебному году Янтиковской СОШПаян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Тăвай районĕнче ĕҫлĕ визитпа пулнă май, муниципалитетри шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрлесе ҫитернипе кăсăкланнă.

Тăвайри пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкула 2005-мĕш ҫулта хута янă. Пурĕ унта 600 ача ăс пухать. Хăшĕ-пĕрисене автобуспа кӳршĕллĕ ялсенчен илсе килеҫҫĕ. Ҫапла майпа вара вĕренӳ учрежденийĕнче 6 ялтан шкул ачисене пуҫтарнă. Малтанласа палăртса хунă тăрăх, кăҫал ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне  пĕрремĕш класа 70 ача килесси паллă.

Ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕн тапхăрне хатĕрленсе объекта илемлетнĕ, юсав ĕҫĕсене пурнăҫланă. Утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче шкула ятарлă комисси ҫирĕп тĕрĕсленĕ, ҫитменлăхсем ҫук тесе палăртнă. Объект шкул ачисене кĕтсе илме хатĕр тенĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентӳ класĕсене пăхса тухнă, тавралăхра тирпей-илем хуҫаланнине асăрханă. Республика Ертӳҫи объекта пысăка хурса хакланă. «Шкула хаваспах вĕренме килес килет пулĕ ачасен. Классем ҫутă, таса, илемлĕ», тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе. Вырăнти халăх илемлĕ ҫуртпа чăннипех та мăнҫланать.

Ҫула май ҫĕнĕ объектăн строительство планĕпе те паллашнă. Унта харăсах 300 ача вĕренме пултарĕ.  Ҫулсерен пĕрремĕш класа вĕренме килекенсен шучĕ ӳссе пыни пурне те хавхалантарать. Кăҫал пĕрремĕш класра вĕренекенсен 3 ушкăнĕ пуласси куҫкĕретех.  Ҫĕнĕ объект ҫĕклеме проект хальхи вăхăтра хатĕрлеҫҫĕ. Енчен те пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, 2019-2020-мĕш ҫулсенче ҫĕнĕ шкул пулĕ.   

Регион Пуҫлăхĕ шкул директорне ырласа тав сăмахĕсем каланă. Ачасене вĕрентме хăтлă условисем йĕркелесе панăшăн ырласа хăварнă, вĕрентекенсем те кулленех хăйсен професси пĕлĕвне ӳстерсе пынине асăннă. Сăмаха май, республика Ертӳҫи ҫамрăк специалистсене ытларах ĕҫе явăҫтарма чĕнсе каланă.

«Ҫамрăк вĕрентекенсен ялсенче ĕҫлеме лайăх условисем пуррине курса ĕненмелле. Вĕсем валли ĕҫ вырăнĕсем сахал мар, апла пулсан ӳлĕмрен яш-кĕрĕм яла юлса ҫемьесем те ҫавăрса пурăнма юласси никама та иккĕлентермĕ», тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Палăртса хăваратпăр, шкулта профильлĕ классем пур, ҫамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕҫ ҫине пысăк тимлĕх уйăрни те куҫкĕретех.  Чи пахи кадетсен класĕсем пурри.

Вĕренӳ учрежденийĕнче ҫĕнĕ технологи витĕмлĕхĕ пурнăҫа кĕрсе пырать. Наукăпа тĕпчев ĕҫне те кирлĕ пек шайра аталантарса пыраҫҫĕ. Шкул Раҫҫей, республика шайĕнче ирттерекен конкурссене тăтăшах хутшăнса пысăк ҫитĕнӳсемпе палăрать, 2015-мĕш ҫулта тата 2017-мĕш ҫулта Раҫҫейри чи лайăх 200 шкул шутне кĕрсе юлнă. 

Фоторепортаж



01 августа 2018
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter