Михаил Игнатьев: Халăх ырлăхĕшĕн ĕçлемелле. Унтан ытла тĕллев çук
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ялан халăхпа пĕрле пулнине, çынсен ыйтăвне çийĕнчех татса пама тăрăшнине пирĕнтен кашниех пĕлет. Чăн та, тивĕçĕ çапла унăн: тăван республикăшăн тата унăн çыннисемшĕн яваплă пулнăран тавра курăмĕпе шухăшлавĕ те анлă пулмалла, паян тунă йышăну Чăваш Енпе унта пурăнакансен малашлăхне мĕнле витĕм кÿнине тĕрĕс хакламалла. Сумлă должноçе йышăннă май алăри тилхепене çирĕп тытса тĕрĕс çулпа пымаллине самантлăха та манма юрамасть. Республика ертÿçи пулнипе пĕрлех Михаил Васильевич – мăшăр, ашшĕ, тăван-хурăнташлă çын. Апла пулсан ĕç графикĕнче çывăх çыннисем валли те вырăн тупмалла. Республика пурнăçĕпе, унăн аталанăвĕпе çыхăннă чылай ыйтăва Чăваш Ен ертÿçипе Михаил Игнатьевпа утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче «Хыпар» тата «Советская Чувашия» хаçатсен тĕп редакторĕсем Татьяна Вашуркинăпа Владимир Васильев сÿтсе яврĕç.
– Михаил Васильевич, паянхи куна эсир пирĕнпе, журналистсемпе, тĕл пулнинчен пуçланине палăртма кăмăллă. Апла сирĕн ĕç кунĕ прессăран тытăнать…
– Кунта çапах та кăштах тÿрлетмелли пур ман. Ирхине алла хаçат-журнал тытиччен эпĕ зарядка тăватăп. Паян, акă, ĕçе велосипедпа килтĕм. Залив хĕррипе иртнĕ май тавралăха, иртен-çÿрене сăнарăм. Ашшĕ-амăшĕпе ачисем, ватă çынсем уçăлса çÿреççĕ, ытарайми çут çанталăкăн куçа астаракан илемĕпе, анлă Атăлпа киленеççĕ. Çынсем савăннине, вĕсем ыранхи куна шанчăкпа пăхнине кура чунăм хавасланать, ĕçе хавхалануллă кăмăлпа çитетĕн.
– Эсир залив хĕррипе иртнĕ чух сирĕнпе пырса калаçакансем пурах ĕнтĕ. Малтанхи çулсенчипе танлаштарсан ун пеккисен йышĕ ÿссех пырать-и?
– Пырса калаçакансен йышĕнчен ытла халăх мĕнле ыйту çĕкленине тишкеретĕп. Маларах çынсем пĕр-пĕр темăна хĕрсе кайсарах хускататчĕç пулсан, халĕ ыйтусене виçсе хаклакан йышланчĕ. Ирсерен эпĕ спорт валли вăхăт уйăрнине ыррăн тĕлĕнсе палăртакансем те пур.
Урамра тĕл пулакан кашни çыннăн ыйтăвне вырăнтах татса параймăн. Хăшĕсене специалистсен тарăннăн тишкермелле. Çавăнпа эпĕ Чăваш Енĕн влаç органĕсен официаллă порталне /www.cap.ru/ ыйтса çырма сĕнетĕп.
Ыйтусен шучĕ ÿссе пырать темĕп, мĕншĕн тесен влаç органĕсем ĕçленине халăх курать.
– Михаил Васильевич, экологи пирки те калаçас килет. Шупашкар хулинче ырă мар шăршă тăтăшах тăнине пурте сисрĕмĕр. Тепĕр çĕрте тасатмалли сооруженисем юрăхсăра тухнă е пули-пулми вырăнта çÿп-çап тăкса тултараççĕ. Кашни çав кăлтăкшăн яваплисем пур. Эсир вĕсем пирки мĕн каланă пулăттăр?
– Экологи хăрушсăрлăхĕ енчен пирĕн республика Раççейри чи таса вунă регион шутĕнче. Çав вăхăтрах хăш-пĕр предприяти-организаци е уйрăм çынсем тавралăха сиен кÿнине эпир курмăш тăваймастпăр. Вĕсенчен унччен те çирĕп ыйтнă, малашне те çаплах пулĕ.
Шупашкарти ырă мар шăрша «Юрма » кайăк-кĕшĕк фабрика сарать тесе шухăшланăран Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕ тĕрĕслев ирттерчĕ. Чăх-чĕп каяшне компостлакан технологи кирлĕ шайра маррине кура предприяти ячĕпе асăрхаттарса хут çырчĕ. Малашне «Юрма» каяшран биоудобрени хатĕрлесшĕн.
Темиçе çул каялла Çĕнĕ Шупашкар енчен те ырă мар шăршă сарăлатчĕ. Унти биологилле тасатмалли сооруженисене çĕнĕлле ĕçлеттерме бюджетран 1 миллиард тенкĕ хыврăмăр. Халĕ вăл ыйту татăлчĕ. «Çĕрпÿ беконĕ» сысна комплексĕнчен инçех мар вырăнта пурăнакансем сывлама май çук тенине илтме тиветчĕ. Предприятире халĕ тислĕке çĕнĕлле тирпейлеççĕ. Ун валли комплексăн, паллах, укçа самай хывма тивнĕ.
Мĕн тăвас тетĕн, тăкакланмасăр май çук. Республикăра тасатмалли сооруженисем çĕнĕрен тăвас е киввисене тĕплĕн юсас, çÿп-çап пухмалли полигон уçас ыйтусем пур. Вĕсене эпир асрах тытатпăр, вăл проблемăсене шута илетпĕр, татма тăрăшатпăр.
Юлашки çулсенче халăхăн культура шайĕ ÿсни сисĕнет. 5-10 çул каяллахипе танлаштарсан çынсем тирпейлĕ пурăнасшăн, хăйсем пурăнакан вырăна таса тытасшăн, çын ĕçне сума сăваççĕ.
– Экологи темине пуçартăмăр та, Раççейре çак енĕпе çыхăннă наци проектне хатĕрлеççĕ, унăн çум программисенчен пĕри шывпа çыхăннă. Чăваш Енĕн кăнтăр районĕсенче ĕçмелли паха шыв çук. Çав ыйту татăлĕ-ши?
– Темиçе çул каялла «Таса шыв» федераци программине йышăннăччĕ. Укçа çитсе пыманнине кура ăна пăрахăçларĕç. Халăха таса шывпа тивĕçтерес ыйтăва Вăрнар тата Йĕпреç районĕсенче татма май килчĕ. Паянхи куна Шăмăршă, Патăрьел районĕсем тата Комсомольски районĕн кăнтăр пайĕ тăрса юлчĕ. Республика нухрачĕпе кăна эпир ку ыйтăва татаймăпăр – федераци программисене лекмелле. Çĕршыв шайĕнче халĕ «Ĕçмелли шыв» программа хатĕрлеççĕ. Ăна йышăнсан эпир те çавăнпа туллин усă курасшăн.
Шыв пирки калаçнă май уншăн тÿлессине те халăхпа сÿтсе явмалла. Ĕçмелли шывпах пахча шăварни вăрттăнлăх мар. Çав вăхăтрах шывшăн укçа тÿлемелле. Лавккара савăтпа туянакан таса шывпа йăран шăвармастпăр-çке, уйрăм хушма хуçалăх тытакансен те ĕçмелли шывпа тĕлли-паллисĕр усă курмалла мар. Шыв та – пирĕн пуянлăх. Çакна та халăха ăнлантарса памалла.
– Ял çыннисен чунне вĕçĕм ыраттаракан ыйту – халăхран пухакан сĕт хакĕ пĕчĕкки…
– Çапла, ку ыйту яланхи. Çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакать. Ĕне выльăх тытакансемшĕн 2017 çул ăнăçлă пулнăччĕ. Халĕ хак унчченхинчен 30 процент йÿнĕрех. Ял çыннине пирĕн, патшалăхăн, пулăшма тăрăшмалла. Çав вăхăтрах сĕт сутакансен паха продукципе тивĕçтермелле. Паха сĕтĕн пĕр литр хакĕ 3-5 тенкĕ пысăкрах. Халăхран пухакан сĕтĕн 90 проценчĕ – пĕрремĕш сортлă. Теприсем хăймине сепараторпа илсе юлаççĕ. Паха сĕте çусăррипе хутăштарсан вăл ăçтан пысăк пахалăхпа сутăнайтăр? Апла пулсан ял çыннисен çакна шута илмеллех.
Шупашкар хулинчи сĕт-çу завочĕ тата «АККОНДСĔТ» çĕнĕ инвестпроектсене хута ярассипе ĕçлеççĕ. Сĕт туса илекенсемпе ăна тирпейлекенсен хушшинче чылай вăхăтлăх килĕшÿсем туса хакне малтанах палăртма шухăшлатпăр. Халăхран пухакан сĕт хакĕ çавна май малашне хăпарасса шанатпăр.