Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă, ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă

В Ядринском районе с участием Главы Чувашии Михаила Игнатьева подвели итоги социально-экономического развития за I полугодие 2018 годаҪурла уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ĕҫлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă, ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă.

Тĕп мероприяти ĕҫне тытăниччен чи малтан, регион Пуҫлăхĕ муниципалитет шкулсене ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрлесе ҫитернипе кăсăкланнă.  Етĕрне хулинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3-мĕш №-лĕ шкулта регион Ертӳҫи классене пăхса тухнă, пурлăхпа техника базине тишкернĕ, условисемпе паллашнă.

Шкулăн директорĕ Татьяна Кузнецова кăҫалхи ҫул туяннă ҫĕнĕ шкул хатĕрĕсене кăтартнă хăнасене, ачасене валли пĕтĕмпех ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулĕ валли условисем хатĕр тесе хыпарланă. Кăҫал авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 143 ача пĕрремĕш хут парта хушшине ларĕ.  Пурĕ вара вĕренӳ учрежденине 1036 ача ăс пухма килесси паллă.

Михаил Игнатьев ĕҫе пуҫланă май, канашлури мĕнпур сĕнӳсем республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне 2035 ҫул валли пăхса хăваракан Стратегине кĕрсе юлма пултарассине асăннă.

Хальхи вăхăтра федераци тата регионсем шайĕнче программăна хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫ пынине хыпарланă республика Пуҫлăхĕ. Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин ҫу уйăхĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ 204-мĕш №-лĕ Указра ҫĕршыва 12 ҫул-йĕрпе аталантарса пымаллине палăртнă.  Тĕп направленисемпе кăтартăва пысăклатассишĕн пирĕнтен кашнин ҫине тăрса ĕҫлемеллине чĕнсе каланă Михаил Игнатьев

Регион Пуҫлăхĕ Етĕрне районĕ хăйне евĕр ҫителĕклĕ таран аталанса пынине палăртнă.  Кăҫал муниципалитета вăй илме республика бюджетĕнчен 510 млн 100 пин тенкĕ уйăрма плана кĕртсе хăварнă. Кăтарту паллă, ытти чухнехинчен пысăк.

Республикăшăн чи кирли автомашина ҫулĕсене тирпейлесе ҫитересси. Инкексен шутне чакарасси, вĕрентӳ пайне тата та ытларах вăй илтересси, сывлăх сыхлавне аталантарасси, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вăхăтра татса парасси кулленхи кун йĕркинчех тăнине палăртнă Михаил Игнатьев.

Етĕрне тăрăхĕнче пурăнакансене тăван ҫĕре юратнăшăн, тавралăха упранăшăн, пуҫаруллă пулнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахне вĕҫленĕ май. «Енчен те ҫын хăй ĕҫлесе ҫитĕнӳ тăвать пулсан, кирек-хăҫан та ăна упрама пĕлет. Малалла та пысăк кăтартусемпе палăрассишĕн ырми-канми тăрăшать. Усал ĕҫ патне туртăнмасть, яланах пурне те ырă тăвассишĕн «ҫунать», – тенĕ Михаил Игнатьев

Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Софронов тарăн доклад туса панă. Бюджет ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, ӳсĕмсемпе паллаштарнă, ҫитменлĕхсене те каласа хăварнă. 

Район патшалăх программисемпе хастар ĕҫленине асăннă вырăнти ертӳҫĕ. Сăмаха май, ҫитес ҫур ҫуллăх валли те халăхпа пĕрле тĕллевсене палăртса хăварнă.  Предприятисемпе организацисен тавар калăпăшĕ ӳснĕ, ĕҫлекенсен шалу укҫи хăпарнă, халăх кăмăллă.

Вырăнти бюджет 230 млн танлашать. Ҫур ҫул кăтартăвĕсем 13 процент таран хăпарнă. Харпăр хăй тупăшĕ муниципалитетăн мĕнпур кăтартуран 27,7 процент пулать. Ку енĕпе те ӳсĕм пур, 18 процент хăпарни сисĕнет.

Кăҫал усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе хĕрӳ ĕҫлеме плана кĕртнĕ, 1690 га ҫĕре тирпейлеме пăхса хăварнă пулсан, кăтартăва ӳстернĕ 1707 га ҫĕр лаптăкне пусă ҫаврăнăшне ҫур ҫулта кĕртнĕ.

Район пурлăха аренда шучĕпе предприятисене панă. Хăшĕ-пĕрисем парăма кĕме те ĕлкĕрнĕ. Кăтарту 2,2 млн ҫитнĕ.  Йывăрлăх кăларса тăратнисем ҫаксем: «Ядринский машиностроительный завод» ТМЯО (508 пин тенкĕ), «Ядринпроминвест» ТМЯО (217 пин тенкĕ), «Газ-сервис» ТМЯО (76 пин тенкĕ).

Ял хуҫалăх пайĕпе аван ĕҫлет район. Таварсене 577 млн тирпейлесе кăларнă.  Паянхи кун тĕлне мĕнпур хуҫалăхсене вырма ĕҫĕ хĕрӳ пырать, тухăҫ япăх мар тесе ҫирĕпленĕ пуҫлăхсем.  Выльăх апатне хатĕрлессипе те фермер хуҫалăхĕсем, пысăк предприятисем хастар тăрăшаҫҫĕ. План тултарассишĕн ырми-канми вăй хураҫҫĕ.

Промышленноҫ предприятийĕсем те курăмлă ĕҫленĕ,  вĕсен калăпăшĕ 1 млрд 290 млн ҫитнĕ. Районсемпе танлаштарсан, ку енĕпе асăннă муниципалитет иккĕмĕш вырăнта тăрать. Паллă, спирт завочĕ те лайăх ĕҫлени куҫкĕретех. Вĕсен кăтартăвĕ ытти чухнехинчен 2 хут ытларах нумайланнă. Предприятисем лайăх ĕҫлесен, налук та пухăнать, ӳсĕм пулать. Ку енĕпе те ҫитĕнӳ пур муниципалитетăн, бюджета 517,6 млн пуҫтарăннă, ыттисем хушшинче Етĕрнесем виҫҫĕмĕш вырăнта тăраҫҫĕ.  

Район социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассипе аван ĕҫлет. 8 пин те 700 ҫын патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшусем тивĕҫнĕ.

Спорт, культура ыйтăвĕсем пирки калас пулсан, Етĕрне районĕн хĕрĕ Клавдия Афанасьева Раҫҫейре пĕрремĕш  хут хăвăрт утассипе чемпион ятне ҫĕнсе илнĕ. 50 ҫухрăм ҫула вăл парăнтарса пысăк хисепе тивĕҫнĕ.  Йывăр атлетикăра вара Ирина Баймулкинăна ҫитекенни пулман. 2018 ҫулта ҫĕнтерӳҫĕ ята ҫĕнсе илнĕ хĕрупраҫ.

Муниципалитетра культура ҫурчĕсене тĕпрен юсассипе лайăх тăрăшаҫҫĕ.  Объектсене модернизацилеҫҫĕ.  Чăваш автономи облаҫне йĕркеленĕренпе 100 ҫул ҫитнине палăртса, Етĕрнери Культура керменне тĕпрен ҫĕнетме пуҫланă.

Хулара 300 ача вырнаҫтармаллăх пуҫламăш шкул хута яма тытăннă. Строительство ĕҫне графикпа килĕшӳллĕн туса пыраҫҫĕ. 2019 ҫулта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне хатĕрлесе ҫитерме тĕллев лартнă район.

Вырăнти халăх пуҫаруллă пулнине кура, социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем вăхăтра татăлса пыраҫҫĕ.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе ҫынсем хастар ĕҫлеҫҫĕ. 2017 ҫулта пĕтĕмпе 5 проект пурнăҫа кĕртнĕ, вĕсене валли 3,9 млн тăкакланă. Кăҫал ҫур ҫулта муниципалитет 9 проект пурнăҫа кĕртсе хăварнă. Вĕсене валли 7,2 млн пĕтернĕ.  Ҫулсене сарнă, масар картисене юсанă, ачасене вылямалли ятарлă вырăнсем хута янă, кĕперсене майланă Пурĕ 14 проект йышăнса хăварнă район. Пĕлтĕрхинчен виҫĕ хут нумай тесе хыпарланă район администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Софронов. Хулара ҫӳп-ҫапа тирпейлесе пуҫтармалли ятарлă объект тума ĕҫ хутне экспертиза кăларассишĕн тăрмашаҫҫĕ. Ялсенче автомашина ҫулĕсене тирпейлессипе те планра пысăк мероприятисем пур тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. 

Паллă, пуҫлăхсем йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем пирки те каламасăр пултарайман.  Чăваш Ен Ертӳҫи Михаил Игнатьев ЖКХ пулăшăвĕпе усă курнăшăн муниципалитетăн парăм сахал мар тесе аса илнĕ. Ҫулталăк пуҫланнăранпа кăтарту 21 процент хăпарни пурне те пăшăрхантарнă. Халăх сӳрĕк хăй парăмне парса пырать. Пурĕ район 23,5 млн кивҫене кĕнĕ.   «Йĕрке пулмалла, унсăрăн хутса ăшăтмалли тапхăр пуҫлансанах йывăрлăхсем тӳсме тивĕ, йĕрке пăсакансене явап тыттармалла», ҫирĕпĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Тепĕр пысăк ыйту – усă курăнмасăр выртакан ҫĕрсем. 90-мĕш ҫулсенче вĕсем юрăхсăра тухнă, халĕ те тавралăха илемсĕрлетсе лараҫҫĕ. Йĕрке пулмалла тесе ҫирĕп каланă республика Пуҫлăхĕ. Районăн тĕп больницин аслă врачĕ Сергей Никитин сывлăх сыхлавĕ пирки каласа панă.  Специалистсене яла явăҫтарассипе тĕллевлĕн ĕҫлетпĕр тесе хыпарланă тухтăр.  Ҫитĕнӳ те ҫук мар, район администрацийĕ хваттер ыйтăвне татса пама условисем йĕркелесе панă.  ФАПсем хута каяҫҫĕ, пысăк технологи вăй илсе пырать тенĕ врач.     

Регион Пуҫлăхĕ халăха вăхăтра диспансеризаци кăлармаллине аса илсе хăварнă. Чирсене малтанхи тапхăрта тупса палăртсан, сиплеме аван пулĕ тенĕ вăл. Ҫынсене сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыма вĕрентмелле, ун чухне сывлăх пачах та хавшамĕ тесе сăмаха малалла тăснă Ертӳҫĕ. Усал ĕҫ патне туртăнакансене ҫивĕч тĕрĕслеве илмелле, ыттисене явăҫтарасран сыхă тăмалла тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев

Пирĕн ырă тĕслĕх кăтартса памалла, спорта ҫӳремелле, сывлăха ҫирĕплетмелле. Пире курсан, халăх хавхалансах хăй те туртăнĕ спорта. Кун пирки пурин те аса тытмалла ыйтусене. Кăтартăва регионта 55 процента ҫитерме тăрăшмалла.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче пурин те пĕр чăмăра пухăнса халăхăн социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене татса парассипе ҫине тăрсах тăрăшмалла тенĕ. Наци проектне хатĕрленĕ чухне чи пысăк приоритетсене палăртса хăвармалла тесе сăмаха тăснă депутат.  Ҫамрăк специалистсене хатĕрлессипе те тĕллевлĕ мероприятисем йышăнса хăвармалла тенĕ ректор.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов малашне те ҫитĕнӳсемпе палăрма чĕнсе каланă района. Кăтартăва ан чакарăр тенĕ депутат сăмаха пĕтĕмлетсе. Ĕҫе пухăннисем пенси саккунĕсемпе ҫыхннă ҫĕнĕлĕхсем пирки сăмах хускатнă, халăха ырă улшăнусем кĕтме пултарасса палăртнă. Раҫҫей Пенси фончĕн Етĕрнери уйрăмĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Илья Лукин пăшăрханма кирлĕ мар, патшалăх пĕтĕмпех пурнăҫа ырă енне куҫарса пырассишĕн тăрăшнине, ватăсене хăтлă условисем пурăнма йĕркелессишĕн ҫине тăрсах ĕҫленине каланă. Паянхи куна районта 2 пин те 228 ҫынна пенси енĕпе пулакан ҫĕнĕлĕхсем пырса тивессе хыпарланă. Ҫулталăкне Пенси фондне пирĕн региона 57 млрд кирлĕ, вĕсенчен 37 млрд Раҫҫей  Федерацийĕн бюджетĕнчен куҫать.  Республика хăй тĕллĕн кăна ватăсене пенсипе тивĕҫтереймĕ.  Енчен те ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварсан, йывăрлăхсенчен тухма пулĕ, кун пирки пирĕн пĕрре те иккĕленме кирлĕ мар. Аслă ҫултисене тивĕҫлĕ пурнăҫ йĕркелесе парасси пирĕн тĕллев тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Михаил Игнатьев

Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен Уполномоченнăй Александр Рыбаков Етĕрнери машзавод шăпи пирки каласа кăтартнă, йывăрлăха парăнтарса предприяти паян ăнăҫлă ĕҫленине, пуласлăхĕ те пысăк тенĕ.  Сăмаха май, районăн ытларах туризм ҫине тимлĕх уйăрсан, предприятисене уҫсан, ял хуҫалăх пайĕнче тăрăшакансен шутне ӳстерсен вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ Уполномоченнăй.

Михаил Игнатьев чухăннисен йышне пĕчĕклетмеллине, ытларах халăха пысăк шалупа тивĕҫтерсе вĕсен тупăшне ӳстерсе пыма вĕренмелле тесе асăрхаттарнă вырăнти ертӳлĕхе.

Районта йĕрке пăсакансен шучĕ нумай мар, ҫакна «Хăрушлăхсăр хула» программа витĕм кӳнине пĕлтернĕ ертӳҫĕсем. Ҫынсемпе кулленех профилактика ĕҫне пурăҫланă тесе хыпарланă вырăнти пуҫлăхсем.

Етĕрне районĕн пуҫлăхĕ Олег Паликин хăйĕн сăмахĕнче район чаплă пуласси, вырăнти халăх епле тăрăшнинчен те нумай килет тенĕ.

Анлă канашлура ытти актуаллă ыйтусене те тишкернĕ, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 

Зала пухăннисем республика ертӳлĕхне района витĕм кӳнĕшĕн , укҫа-тенкĕ парса пулăшнăшăн тав тунă. 

«Эпир сирĕн пуҫарусене яланах тимлĕн итлетпĕр. Проектсем хатĕрлĕр. Малалла ăнтăлассишĕн ĕҫлемеле. Эсир Чăваш Республикине ҫитсе кĕмелли вырăнта вырнаҫнă. Апла пулсан, тавралăхра яланах тирпейлĕх хуҫаланмалла»,  сăмаха пĕтĕмлетнĕ Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж



11 августа 2018
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter