Ҫĕршыва 2025-мĕш ҫулччен аталантарассипе йышăнакан Стратегиллĕ проекта хатĕрлеме Чăваш Республики хутшăнать

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере ирттерекен планеркăна, ҫĕршыва 2025-мĕш ҫулччен аталантарассипе йышăнакан Стратегиллĕ проекта Чăваш Республики хутшăнассинчен пуҫланă.

Хальхи вăхăтра проектпа РФ субъекчĕсем хастар ĕҫленине хыпарланă.  Иртнĕ эрнере палăртнă ыйтупа Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернине те аса илсе хăварнă республика Пуҫлăхĕ.

«Ĕҫ хутне тирпейлесе ҫитернĕ.  Пире авăн уйăхĕн 15-мĕшĕччен хамăрăн ыйтусене тăратма ҫирĕп график палăртнă», хыпарланă Михаил Игнатьев.  Сăмаха май, ҫĕршыва аталантарса пымалли тĕп ҫул-йĕрсем пирки те каласа хăварнă.  

Раҫҫейе 2025-мĕш ҫулччен аталанса пымалли проектра кашни регионшăн хăйне евĕр ĕҫ хучĕсене пăхса тухнă.  Чăваш Республикин экономика пайĕнчи 17 направленипе палăртнă тĕллевсемпе ҫитĕнӳсем патне ăнтăлассишĕн тăрăшма тивет. Стратегиллĕ проектра 14 макрорегион палăртса хăварнă. Пирĕн тăрăха кĕрекеннисем: Чăваш Республики, Марий Эл, Мордва, Тутарстан, Удмурт, Пермь крайĕ, Киров тата Чулхула облаҫĕсем.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ регионсенче пысăк объектсем хута каяссине, социаллă сферăра тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтересси те кун йĕркинче тăнине асăннă.   

Тĕслĕх вырăнне Шупашкарти федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕ пирки аса илсе хăварнă.  Унта РФ 70 регионĕнчен ҫынсем тăтăшах ҫӳренине палăртнă. Пенза хулинче чĕре чирне сиплемелли центр хута янă. Унта та тĕрлĕ регионсенчен халăх йышлăн ҫӳрет.

«Пирĕн  республикăн хăватлă аталанакан тытăмсем сахал мар. Тĕслĕхрен, электротехника кластерĕ. Ăна федераци центрĕ те кулленех ырлать», тенĕ вăл.

Тепĕр пысăк объект пысăк хăвăртлăхпа ҫӳремелли магистраль: Мускав –  Владимир – Чулхула – Шупашкар – Хусан. Вăл ĕҫсем те пурнăҫа кĕресси куҫкĕретех. Михаил Игнатьев видеоканашлу ĕҫĕнче Шупашкарти объект пирки те сăмах пуҫарнине асăннă. Раҫҫейри регионсемшĕн, ҫав шутрах хамăрăн республикăшăн та Шупашкарти аэровокзал модернизациленни пысăк пĕлтерĕшлĕ.  Юханшыв портне ҫĕнетсе ҫитерсен харăсах 1200 туриста йышăнма пулать тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев. Ҫак ыйтусене пурнăҫа кĕртме РФ Экономика министерствине ҫырупа тухнине, объектсем приоритетлă тесе кăтартса хăварнине пĕлтернĕ вăл. 



13 августа 2018
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter