Чăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫивĕч тĕрĕслевре тытать

Строительство Чувашского кадетского корпуса ПФО — на особом контроле руководства республикиЧăваш Енри кадетсен корпусĕн строительство ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫивĕч тĕрĕслевре тытать.  Тавралăха тирпейлетнине паян регион Пуҫлăхĕ хăй ҫитсе курнă.  Объектра ирхи планерка ирттернĕ, унта организацисен ертӳҫисем строительство ĕҫĕсемпе паллаштарнă, корпуса ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне епле хатĕрлесе ҫитернине пĕлтернĕ.

«Фирма Старко» ТМЯО ертӳлĕхне регион Пуҫлăхĕ ятласа илнĕ. Организацийĕн генеральнăй директорĕн Андрей Александровăн ҫитменлĕхсем пирки ăнлантарса пама тивнĕ.

Финанс енчен нимĕнле чăрмав тав ҫук, апла пулсан объекта графикран юлса хута ямалла мар тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. «Ку эрнере ҫивĕч ĕҫлеме тивет. Вăраха кайса вăхăта тăсмалла мар.  Ĕнер объект ҫинче 300 ҫын ĕҫлемелле пулнă, анчах та виҫĕ хут та сахалтарах ҫын  строительство ĕҫне хутшăннă. Мĕн вăл 90 ҫын тăрăшни. Кун пек тимлесен, паллă, ĕҫ-пуҫ вăраха тăсăлса каясси», — асăрхаттарса каланă регион Пуҫлăхĕ подрядчиксене.

«Кадет корпусĕн строительство ĕҫĕ чи кирли сирĕншĕн пулмалла. Ытти ҫĕрте ĕҫлекенсене кунта илсе килмелле. Ĕлкĕрейместĕр пулсан, пĕр сменăпа кăна ан ĕҫлĕр, кунĕ-ҫĕрĕпе тăрăшмалла, анчах та социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта вăхăтра хута ямалла», —  тесе ҫирĕп каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.     

Асăннă ыйтăва паян Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере ирттерекен планеркăра та асăнса хăварнă. Пуҫлăхсене тимлĕхе ҫухатма юраманнине, кашни самантпа тĕллевлĕн усă курмаллине палăртнă.

Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ Александр Иванов тĕплĕнрех объектăн строительство ĕҫĕпе паллаштарнă.  Ҫурт 4 уйрăмран тăрать. «Паянхи куна илес пулсан, пур ҫĕрте те хĕрӳ ĕҫ пырать.  Ĕҫлемеллисем сахал мар, ҫын шучĕ пĕчĕк пулнине кура, хăш-пĕр ҫĕрте юларах ĕҫлеҫҫĕ», —  тенĕ министр хăйĕн сăмахĕнче. Вĕренӳ класĕсенче 95 процента яхăн ĕҫе тирпейлесе ҫитернĕ тенĕ Александр Иванов.  Хушма график ҫирĕплетнине, ҫак кунсенчех пурлăхпа техника базине вырнаҫтарса пырассине хыпарланă. Ку енĕпе те кăлтăксем пулмалла мар тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Спорт уйрăмĕнче объекта 90 процент хатĕрленĕ. Урайне сарассипе хальхи вăхăтра специалистсем ĕҫленине пĕлтернĕ Александр Степанович.  

«Г» блокра ачасене апатлантармалли уйрăм, вулавăш тата канашлусемпе ытти мероприятисем ирттермелли зал. Унта 95 процента ҫити ĕҫсене тирпейлесе ҫитернĕ. Пĕр сăмахпа каласан, объект ĕҫĕ вĕҫне-хĕрне ҫитсе пырать. Строительсем тăрăшни курăнать.

Спорт уйрăмĕнче ĕҫсене утă уйăхĕн 15-мĕшĕччен вĕҫлеме тĕллев лартнă пулнă, инкеке пула, вăраха кăштах тăсăлнă. Хушма смета йышăннă, ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнă.  Авăн уйăхĕ вĕҫлениччен строительство ĕҫне пĕтерме плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче объекта икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕртме палăртнине хыпарланă. Вĕрентӳ уйрăмĕпе ачасен кану пайне ҫурла уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне строительство ĕҫне вĕҫлеме тĕллев лартнă тенĕ, ĕҫ хучĕсем авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне валли хатĕр пулмалла тенĕ вăл. 

.     

Михаил Игнатьев пĕтĕмĕшле строительсен ĕҫĕ графикпа килĕшӳллĕн пулса пынине асăннă. Тăрса юлнă-ха хăш-пĕр татса парайман ыйтусем, вĕсем подрядчиксемпе ҫыхăннă тесе каланă вăл. Ҫитес эрнере ĕҫе хăвăртлатма пуҫламалла, чарăнса ларма юрамасть тесе асăрхаттарнă Пуҫлăх. «Ҫурла уйăхĕн 25-мĕшĕнче мĕнпур ĕҫсене туллин тивĕҫтермелле. Тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланмалла, ачасене кĕтсе илме кадетсен корпусĕ хатĕр тăмалла», — тесе каланă регион Пуҫлăхĕ.  Корпуса ҫĕклесе лартма 75 млн уйăрнă.  Хула ҫыннисем валли шантарнă кану паркĕ те пулать, шкул та ҫĕкленет.  Тавралăха тирпейлеме халăха хăйне явăҫтарсан та вырăнлă пулнă пулĕччĕ. Пĕрле ĕҫлени яланах пархатарлă, асра юлать. Субботниксем йĕркелесен, ҫынсемпе пĕрле тухса ĕҫлесен пурне те кăмăллă пулĕ тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. Ырă ĕҫ туни каяллах ырăпа таврăнать теҫҫĕ халăхра.

  Аса илтеретпĕр, ҫурла уйăхĕн 17-19-мĕш кунĕсенче субботник пулать.  Пурне те ҫак ĕҫе йыхравлатпăр.  Кашни ҫын хăйĕн ирĕкĕпе объекта тухса ырă ĕҫ туса пама пултарать. Кадетсен паркне вăхăтра хута яма строительство ĕҫне Чăваш Республикин Культура министерствипе Юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министерствине ҫирĕп тĕрĕслеме хушнă регион Пуҫлăхĕ. Ҫĕр ыйтăвĕсене татса пама чĕнсе каланă, кăлтăксем тума юраманнине асăрхаттарнă.

 

Регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетнĕ май ҫапларах каланă: «Ӳлĕмрен объектсене хута яма палăртакан конкурссенче подрядчиксем юриех хаксене пĕчĕклетеҫҫĕ пулсан, мала тухас тесе, вĕсенчен пăрăнма тăрăшмалла.  Организацисем пирки ĕҫ хучĕсене ҫирĕп тĕрĕслемелле. Тĕлли-паллисĕр айван ĕҫлекенсемпе ҫыхланма юрамасть. Вĕсем нумай чухне графика пăсаҫҫĕ», — тенĕ вăл.   «Эпир хамăр енчен кирек-епле ĕҫе те вăхăтра пурнăҫласа пыратпăр. Укҫа-тенкĕне вăхăтра куҫаратпăр. Анчах та пулса тухать ҫапла, вĕсен ĕҫне кашни кун, кашни сехетре тĕрĕслесе пымалла. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене вăхăтра хута ямалла, кун пирки никамăн та манма юрамасть», - тесе тепĕр хут асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Фоторепортаж



13 августа 2018
15:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter