Чăваш Енре 8 районта кĕрхи культурăна акма пуҫланă

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов вырма ĕҫĕсем пирки каласа панă, хăш-пĕр уйрăм ҫитĕнӳсем ҫинчен чарăнса тăнă.   

Паянхи кун тĕлне пурĕ республикăра 239,9 пин тонна тырă пухса кĕртнĕ. Кăтарту пĕлтĕрхинчен кăштах сахалтарах пулин те, тухăҫ паха, тырă пӳлмене типĕ кĕрет тесе хыпарланă вице-премьер.  

Регионта 9 районта кĕрхи культурăна пĕтĕмпех пухса кĕртнĕ. Пурĕ республикăра 33 хуҫалăхра ĕҫ-пуҫ малалла пырать-ха.

Куславккара, Каҫал енче, Вăрмарта ирхи ҫĕрулмине пухса кĕртессипе тимлеҫҫĕ.  Пурĕ 33 га ҫĕр лаптăкĕнчен ҫĕрулмине тирпейлесе ҫитернĕ, 700 тонна тухăҫа хатĕрлесе хунă.  

Республикăра ултă районта: Канашра, Куславккара, Красноармейски тăрăхĕнче, Муркашра, Вăрмарта, Ҫĕрпӳре пахча ҫимĕҫе тирпейлеҫҫĕ. Ҫĕрулми хакĕ аван, 1 кг ҫимĕҫе  14-17 тенкĕпе халăх туянать, купăстана вара 9-10 тенкĕне илеҫҫĕ.   

Хуҫалăхсене ытти культурăсене пухса илессипе те хĕрӳ тăрмашаҫҫĕ. Ҫĕр ĕҫченĕсем ҫанталăк типĕ тăнине кура, тухăҫа тирпейлĕ пухса кĕртес тесе вăй хураҫҫĕ.

Кăҫал кĕрхи культурăсене 105 пин га ҫинче акса хăварма тĕллев лартнă республикăра. Ҫĕр сухалассипе те ял хуҫалăх ĕҫченĕсем курăмлă тăрăшаҫҫĕ. Хальлĕхе 81,1 пин га ҫĕр лаптăкне сухаласа пĕтернĕ. Ку енĕпе Канашсем, Шупашкарсем, Ҫĕмĕрле районĕсем ӳсĕмлĕ ĕҫлеҫҫĕ.  

Тыр-пула ҫитес ҫул валли акса хăварассипе регионта 8 районта тăрăшаҫҫĕ. Вĕсем: Елчĕксем, Вăрнарсем, Йĕпреҫсем, Канашсем, Куславккасем, Каҫал енсем, Ҫĕрпӳсем, Елчĕксем. Вĕсен ырă ĕҫĕ ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  

Выльăх апатне хатĕрлессипе те хуҫалăхсем ĕҫлеҫҫĕ-ха.

Михаил Игнатьев тырă пухса кĕртес, ăна тирпейлесе пырас ыйтăва ҫивĕч тĕрĕслевре тытма чĕнсе каланă. Шупашкарта, Ҫĕнĕ Шупашкарта халăха паха таварсемпе тивĕҫтерме ятарлă ярмарккăсем йĕркелеме, пĕчĕк хаксемпе пахча ҫимĕҫе ҫынсене валли тăратма хушнă.



13 августа 2018
17:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter