Хула кунне йĕркелесе ирттерессипе ҫыхăннă ыйтусене паян, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă

Хула кунне йĕркелесе ирттерессипе ҫыхăннă ыйтусене паян, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере ирттерекен канашлура тĕплĕн сӳтсе явнă.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн докладĕнче планпа килĕшӳллĕн пурĕ 100 ытла спорт, культура мероприятийĕсем йышăннине хыпарланă.  

Ҫурла уйăхĕн 14-мĕшĕнче хулари депутатсен Пухăвĕнче Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ ята парасси пирки ĕҫ хутне ҫирĕплетессине, унпа килĕшӳллĕн торжествăлла пай ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче пулассине асăннă. Хĕрлĕ лапамра ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕнче  «Общественное признание» премине ҫĕнсе илнисене савăнăҫлă лару-тăрура чыслĕҫ.  Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Ачасен академине торжествăлла майпа уҫаҫҫĕ.  Унта ӳлĕмрен ачасем 5 ҫул тултарнисем ҫӳреме пуҫлĕҫ.  Пурĕ учрежденине 1200 шăпăрлан ҫӳресе хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерсе пыма пултарать.   Тĕп мероприятисем ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче каҫхине иртессине палăртнă Алексей Ладыков. Атăлăн ҫыран хĕрринче триатлон пулать. Унта 300 ытла спортсмен хутшăнма кăмăл тунă. Пĕр сăмахпа каласан, программа кăсăклă пуласси паллă, мероприятисем чылай. Хăнасем Чулхуларан, Тутарстанран та сахал мар килесси куҫкĕретех пулĕ.

Ҫурла уйăхĕн 18-19-мĕш кунĕсенче тӳлевсĕр майпа экскурси пулать хăнасене валли. Кăнтăрла 12 сехетре «Чапай чей ĕҫме йыхравлать» ятлă мероприяти иртесси те паллă.    «Спартак» стадионра футбол пулать, унта та кăсăклă мероприяти пуласси пĕрре те иккĕлентермест.  

Каҫхине 19 сехетре «Кроссфит» фестиваль пуҫланĕ. Велочупу каҫхине 22 сехетре старт илет. Халăх валли хаваслă юрă-кĕвĕ янăрĕ, чаплă концерт пулĕ.

Ҫурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ лапамра пурте зарядкăна тăраҫҫĕ. 11 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен ачасене валли тĕрлĕ конкурссем иртеҫҫĕ.  «Аистенок» фестиваль пулать, унта хутшăнма 150 ҫемье заявка тăратнă. «Пултарулăх бульварĕ» Хула кунĕнче хăйне евĕр пысăк парне пулĕ. Хулари предприятисемпе организацисем хăйсен ҫитĕнĕвĕсемпе хăнасене паллаштарĕҫ.

Халăха тепĕр пысăк савăнăҫ кĕтет, Хусантан «Прогульщики»  ятлă ушкăн килет, ҫамрăксене хаваслă юрăсем парнелĕ.

Каҫхине хула ҫыннисене пуҫлăхсем 20 сехетре саламлĕҫ, хыҫҫăн Раҫҫейри паллă артист Игорь Николаев хăйĕн пултарулăхне кăтартса парĕ.   22 сехетре уяв фейерверкĕ пулать. Обществăлла транспорт вăл кун каҫхи 24 сехетчен ҫӳрет.

Михаил Игнатьев усал ĕҫсене хирĕҫ кĕрешессипе йĕркеленĕ тематикăлла мероприятисем пачах та пулманнине асăрхаттарнă хула ертӳлĕхне. «Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырасси – патшалăх политики шутланать. Эрех-сăра, пирус наркăмăшсем ҫинчен халăха пĕлтерсех тăмалла, сиен кӳни ҫинчен час-часах аса илтермелле», – тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.

Паян автомашина ҫулĕсем пирки те сăмах пуҫарнă. Строительство ĕҫĕсен пахалăх шайĕ пирки чарăнса тăнă. Ҫитменлĕхсене каланă, вăхăтра пĕтерме хушнă. Чиркӳ енĕпе ҫыхăннă ыйтусене тапратнă май, Михаил Игнатьев историллĕ паллă вырăнсене халăхăн пĕлмеллине, вĕсем пирки хыпарсем яланах уҫăмлă пулмалла тесе асăрхаттарнă.  

 



13 августа 2018
18:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter