Вăрнарта пысăк спорт комплексĕ – бассейн хута кайнă

В День физкультурника в поселке Вурнары открылся новый плавательный бассейн Ҫурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Вăрнар районĕнче пулнă, социаллă пĕлтерĕшлĕ объекта – шывра ишмелли бассейна торжествăлла майпа уҫнă мероприятине хутшăннă.

Регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Физкультурниксен кунĕ ячĕпе саламланă, строительсен паллă кунне аса илсе объекта ҫав тери илемлĕ те хăтлă ҫĕклесе лартнине ырласа хăварнă. Спорт объекчĕ мĕнпур район халăхĕшĕн пысăк парне пулса тăчĕ.  Ҫакнах республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫирĕплетсе каланă.

«Бассейн кăна теме май ҫук ҫак учрежденине. Пысăк спорт комплексĕ пулса тăчĕ.  Кашни кун халăх кăмăлтан ҫак объекта пуҫтарăнтăр, хăйсен сывлăхне ҫирĕплетчĕр. Сывă пурнăҫ йĕркине тытса пырсан, халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ тата та пысăкланĕ», – тенĕ вăл.  

Объекта «Август» Фирма АХО хута янă, куншăн Михаил Игнатьев предприятийĕн ертӳлĕхне мухтаса тав сăмахĕсем каланă.   «Август» пĕр тикĕс лайăх аталанса пыракан организаци пулнине асăннă, бюджета та налуксем вăхăтра хывса пынине каланă, Вăрнарăн инфратытăмне ҫĕнетессипе сахал мар ĕҫленине каланă регион Ертӳҫи.

Юлашки ҫулсенче «Август» предприятийĕн укҫипе Вăрнарта фитнес-центр, кану паркĕ, ачасене валли вылямалли ятарлă лапам тата ытти те ҫĕкленĕ.  «Химик» стадиона реконструкцилеме 35 млн ытла укҫа-тенкĕ тăкакланă.  Чăваш Республикин социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ĕҫне пысăк тӳпе хывнăшăн, «Август» Фирма генеральнăй директорне Александр Ускова орден медалĕпе чысланă.     Кунсăр пуҫне «Август» заводăн директорне Владимир Свешникова, «Звездопад» АХО директорне Владимир Яковлева тав тунă.    

«Август» Фирмăн генеральнăй директорĕ Александр Усков подрядчиксене ырланă, кĕске вăхăт хушшинче объекта хута янăшăн мухтаса ырă сăмахсем каланă.

Сумлă хăнасем спорт сооруженине пăхса ҫаврăннă, объект ҫав тери паха тесе хакланă. Условисем чаплă, ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. «Август» «Вурнарский завод смесевых препаратов» АХО балансĕ ҫинче ӳлĕмрен объект шутланса тăрĕ, пырас текенсем валли ялан алăксем уҫă пулĕҫ. Пĕтĕм Раҫҫей, республика, муниципалитет шайĕнче спорт ăмăртăвĕсене йĕркелесе ирттерме меллĕ. 

Фоторепортаж



13 августа 2018
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter