Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем нумай функциллĕ центрсенчи ĕҫĕсене тишкернĕ, условисем пирки канашланă

Ҫурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев  ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсен ертӳҫисемпе, федераци службисен регионти уйрăмĕсен пуҫлăхĕсемпе тата муниципалитетсен ертӳлĕхĕпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем нумай функциллĕ центрсенчи ĕҫĕсене тишкернĕ, условисем пирки канашланă. Объектсене регионта кулленех модернизацилесе пырассине те сӳтсе явнă. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене ҫак учрежденисенче халăха епле тивĕҫтерни пирки Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова тарăн каласа панă.  Чăваш Енре пурĕ  «пĕр чӳрече» мелĕпе 256 пай ĕҫлет, НФЦ – 30, кунсăр пуҫне 218 офис хута янă.     

Паянхи пурнăҫ таппинче НФЦра халăха 180 тĕрлĕ пулăшупа  тивĕҫтереҫҫĕ.  Ҫулсерен патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене илсе тăракансен йышĕ ӳссех пынине палăртнă министр тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Инна Антонова.

2017 ҫулта НФЦра паспортсем парассипе, водительсене удостоверенине тивĕҫтерессипе те сахал мар тăрăшнă. Ҫак ĕҫсене пурнăҫлама ятарлă программа хута янă, ăна валли  2 362,427  пин тăкакланă.

2018 ҫулта енчен те территорисенче 100 пинрен те ытларах халăх пурăнать пулсан, вĕсене ют ҫĕршыва тухса ҫӳреме паспортпа тивĕҫтерме программа лартма тĕллев лартнă.  Ку ыйтусене уҫăмлатма республика хыснинчен 2 634,2 пин тенкĕ тăкакланă, ятарлă пысăк технологиллĕ хатĕрсем туяннă.  Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, Шупашкарта тата Ҫĕнĕ Шупашкарта  НФЦ ҫак пулăшусемпе  авăн уйăхĕнчен пуҫласа халăх усă курма та пуҫлĕ.  Анлă сарăлнисенчен тепри – Росреестр пулăшăвне илесси.    2017 ҫулта вĕсен пулăшăвне 308,5 пин ҫын тивĕҫнĕ. Кăҫал ҫур ҫулта – 136,3 пин ҫын пулăшăва илме те ĕлкĕрнĕ. Хальхи вăхăтра программăна тата та ҫĕнетессипе тăрăшаҫҫĕ, 2019 ҫулта кăрлач уйăхĕнчен ĕҫ ҫĕнĕлле хута каясси паллă.

2019 ҫулта НФЦ халăх тĕрлĕ пулăшусемшĕн патшалăха укҫа тӳлеме «пĕр чӳрече» операторĕсем урлă пуҫласси те паллă. Терминалсене вырнаҫтарма вăтамран мĕнпур НФЦ пурĕ 4 млн кирлĕ пулать.   

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче НФЦ ĕҫне малашне те модернизацилесе пырассипе  республика Правительстви тĕллевлĕн ĕҫлессине хыпарланă. Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене тивĕҫме халăха валли условисем йĕркелесе тăратассипе планра пысăк мероприятисем палăртнине каланă вăл сăмаха вĕҫленĕ май. 

 



14 августа 2018
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter