А.Н.Крылов ячĕпе хисепленсе тăракан наукăпа техника пĕрлешĕвĕн Раҫҫейри Президиумĕн членĕсем Чăваш Республикине ĕҫлĕ визитпа килсе ҫитнĕ

Состоялась рабочая встреча Михаила Игнатьева с членами Президиума Российского научно-технического общества судостроителей имени академика А.Н. КрыловаКăҫалхи ҫул Алексей Николаевич Крылов ҫуралнăранпа 155 ҫул ҫитнине регион анлăн паллă тăвать. Тĕнчипе паллă ăсчаха, математика, академика, флотăн генерал-лейтенантне, карапсем ăсталакана, Социализмла Ĕҫ Геройне, СССР Патшалăх премийĕн лауриатне, пирĕн ентеше, Пăрачкав районĕнче ҫуралса ӳснĕ сумлă ҫынна пĕлменни ҫук тесен те йăнăш мар. Унăн юбилейне чысласа регионта паллă мероприятисем плана кĕртсе хăварнă.

А.Н.Крылов ячĕпе хисепленсе тăракан наукăпа техника пĕрлешĕвĕн Раҫҫейри Президиумĕн членĕсем Чăваш Республикинче ҫурла уйăхĕн 14-15-мĕш кунĕсенче ĕҫлĕ визитпа пулаҫҫĕ. Ĕҫлĕ делегаци чи малтан регионти Чăваш патшалăх ял хуҫалăх академинче пулнă, вĕсемпе курса канашланă, каярах республика ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва Чăваш Республикин  Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле «Крыловский государственный научный центр»  ФГУП генеральнăй директорĕ Владимир Никитин, А.Н.Крылов ячĕллĕ наукăпа техника  пĕрлешĕвĕн Раҫҫейри Президиумĕн пайташĕсем хутшăннă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлени ҫамрăксен патриотизм туйăмне хăватлантарма витĕм кӳрет, наукăпа техника тытăмне те вăй илме аван тенĕ.

Палăртса хăваратпăр, Пăрачкав районĕнче академикăн тăван тăрăхĕнче тинĕсе валли юнармеецсем хатĕрлесе кăлармалли республикăри центра хута янă. Унта кадетсен икĕ класĕ аталанать.   

Йăлана кĕнĕ тăрăх, А.Н.Крыловăн Кубокне ҫĕнсе илессишĕн ăмăртусем спортăн пилĕк енĕпе иртеҫҫĕ. Ҫулсерен ҫамрăксене валли конференцисем йĕркелеҫҫĕ, Крылов вулавĕсем пулаҫҫĕ.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ наукăпа техникăн Раҫҫейри пĕрлешĕвĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хатĕррине хыпарланă «ҫавра сĕтел» мелĕпе пуҫарнă калаҫу вăхăтĕнче. «Карапсем калăплас ĕҫре ҫак асăннă пĕрлешӳ витĕмлĕхĕ ҫав тери пысăк. Оборонăпа экономика комплексне те палăртнă тытăм сахал мар тĕрев парать. Ҫĕршыв хăватлăхĕшĕн пĕрлешсе ĕҫлени паха», - тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетнĕ май.       

Владимир Никитин Чăваш Ен Пуҫлăхне ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă.   Республика ертӳлĕхĕ ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарассипе сахал мар пулăшу панине ырласа каланă. Палăртнă ҫулҫӳрев электротехника кластерĕпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме тĕрлĕ майсем панине, предприятисемпе килĕшсе пыма хăватлантарнине каланă. Калăпăр, «ЭКРА», «Прогресс» НПП,  В. И. Чапаев ячĕллĕ заводпа та тахҫантанпах ĕҫлĕ ҫыхăнусем пуррине асăнса хăварнă сумлă хăнасем. Владимир Никитин Чăваш Енри ҫамрăксем тĕрлĕ конкурссенче яланах хăйсене тивĕҫлĕ кăтартса панине мухтаса каланă. Апла пулсан, Раҫҫейĕн пуласлăхĕ пысăк пуласса шанатпăр тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май.  Аса илтерсе хăваратпăр, ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче А.Н.Крылов ячĕллĕ  карапсем ăсталакан Раҫҫейри пĕрлешĕвĕн Правленийĕн Президиум ларăвĕ пулать, вăл Пăрачкав районĕнче Крылов салинче иртет.  

Фоторепортаж



15 августа 2018
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter