Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ

Ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусем – Раҫҫей Федерацийĕн пенси енĕпе ҫыхăннă саккуна ҫĕнĕлĕхсем кĕртесси пирки, ял хуҫалăх вырма ĕҫĕсем ҫинчен калаҫусем пулнă.  

Кунсăр пуҫне ертӳҫĕсем халăхпа пĕрле хулана хăтлăлатасси пирки, унпа ҫыхăннă проектсене сӳтсе явнă, инфратытăма аталантарассипе пăхса хăварнă плансене тишкернĕ, пуҫаруллă проектсем пирки канашланă.  Халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси ыйту та кун йĕркинчех, пушартан сыхă тăрасси, шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасси ыйтусем ҫине пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăннă.

Палăртнă информаци ушкăнĕсем республикăра аякра вырнаҫнă ял тăрăхĕсене ҫитсе килнĕ, вырăнти халăхпа тĕл пулнă, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлнĕ, хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав панă. 

Асăннă кун халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе ертӳҫĕсем йышăннă.



15 августа 2018
16:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter