Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Кадетсен корпусĕпе Кадетсен паркĕнчи строительство ĕҫне пăхса тухнă

Михаил Игнатьев проинспектировал ход работ в Кадетском корпусе и Кадетском паркеҪурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ирхине 7 сехетре Шупашкарти Кадетсен корпусĕнче планерка ирттернĕ. Ятарлă службăсенче тимлекенсем, предприяти ертӳҫисем, подрядчиксем хăйсен кашни кун йĕркелесе пыракан ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа панă регион Пуҫлăхне. Пĕр сăмахпа палăртсан, объектра хĕрӳ ĕҫ вĕрет, специалистсем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ, учрежденрине специалистсем графикпа килĕшӳллĕн хута ярассишĕн вăй хураҫҫĕ.  Михаил Игнатьев кунĕпе виҫĕ хутчен объект ҫинче специалистсене яваплă ҫынсем ҫивĕч тĕрĕслесе пынине хыпарланă. «Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – кĕске вăхăт хушшинче объекта тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа хута ярасси.  Пурлăхпа техника базине пĕтĕмпех туяннă, вĕсене те вăхăтра вырнаҫтарса пырассипе ҫине тăрсах ĕҫлемелле. Хăвăртлăха чакарма юрамасть, тĕллевлĕн малашне те ĕҫлесе пымалла, нимĕнле кăлтăксем те пулмалла мар», тесе асăрхаттарса каланă хăйĕн сăмахĕнче Михаил Игнатьев.   

Ку хутĕнче ĕҫе пухăннисем лифтсене вырнаҫтарас, электричество пайне тирпейлессипе ҫыхăннă ыйтусем тавра сăмах пуҫарнă.

Ачасен кану уйрăмĕнче харăсах 250 ачана вырнаҫтарма май пулĕ.  Корпуса «Ренова» Группа Компанийĕн укҫи-тенкипе хута яраҫҫĕ.   Кунта пĕтĕмпех йĕркелесе ҫитернĕ, строительство ĕҫне вăхăтра пурнăҫланă, ҫĕнĕ корпус ачасене валли хатĕр тенĕ специалистсем.

Корпусра ачасене канма 150 вырăнлăх тепĕр объект хута каять. Кунта вара строительство ĕҫĕ сахал мар юлнă-ха. «СУ-28» ТМЯО тĕп инженерĕ Евгений Маркитанов хăйĕн сăмахĕнче корпус ҫурла уйăхĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех хатĕр пулассине шантарнă.

Михаил Игнатьев  паян корпусра спорт уйрăмĕнчи, вĕрентӳ класĕсенчи  строительство ĕҫĕсемпе те кăсăкланннă. «Пурин те пĕрле тăрăшса хар тăрса ĕҫлемелле, ун чухне тин ĕҫе вĕҫне-хĕрне ҫитерме пулать.  Графикран юса ĕҫлемелле мар, пурин те ăна ҫирĕп пăхăнса пымалла», — тесе каланă  вăл.

«Пăхма кăмăллă, Кадетсен корпусĕ катаран илемлĕн курăнса ларать.  Тавралăха тирпей-илем кĕртессипе те специалистсем тăрăшаҫҫĕ. Кашни ҫын хăйĕн ĕҫне юратса пурнăҫлани сисĕнет. Шанатпăр, чи хитре вырăн пулса тăрасса, пурин кăмăлне те Кадетсен корпусĕ уҫса ярасса», – тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Аса илтеретпĕр, Кадетсен кану паркне Шупашкар хулине  хăтлăлатассипе йышăннă программăпа килĕшӳллĕн пурнăҫлаҫҫĕ, ăна валли 75 млн тăкаклаҫҫĕ.

Ҫурла уйăхĕн 17, 18, 19-мĕш кунĕсенче Кадетсен корпусĕнче субботник пулать.  Пурне те кăмăлтан ҫак ĕҫе хутшăнма йыхравлатпăр. Республикăри ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем, вырăнти хăй тытăмлăх пайĕнче тимлекенсем, студентсем, ахаль ҫынсем хăйсен ирĕкĕпе тавралăха тирпей-илем кĕртме, объектра хăш-пĕр ĕҫсене пурнăҫлама пултараҫҫĕ.

Палăртма кăмăллă, вырăнти халăх строительство ĕҫне ахаль кăна сăнаса тăмасть, май килнĕ таран кăштах та пулин пулăшу пама тăрăшать. Урай ҫăваҫҫĕ, чӳречесем тасатаҫҫĕ тата ытти те.  Ырă ĕҫ туни каяллах ырăпа таврăнать тесе ахаль каламан пулĕ ватăсем.  Тепĕр тесен, пирĕн пулас ăру унта ҫĕршыва юрăхлă ҫын пулассишăн ăс пухĕ.  Кăҫал  регионта Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ, ҫавна пула та халăх хар тăрса ĕҫе тухма килĕшни куҫкĕретех. Пĕрле туслăн ĕҫлени яланах пархатарлă тенĕ халăхра.  Шупашкарти строительсен техникумĕнче ăс пухакан тăватă студент корпуса практика шучĕпе ĕҫлеме пынă.  Вĕсенчен пĕри – Николай Скворцов ҫапларах каланă: «Эпир кунта юлташсемпе иккĕмĕш кун ĕҫлетпĕр. Территорине тирпейлеме строительсене пулăшатпăр. Паха специалистсем пире вĕрентсе пыраҫҫĕ, вĕсен ĕҫ опычĕ хамăршăнах пуласлăхра питĕ кирлĕ. Куншăн пысăк тав профессионалсене» – тенĕ ҫамрăк.   Кăҫал вăл тăваттăмĕш курса вĕренме куҫать. Професси пĕлĕвне илме питĕ меллĕ пулать пире тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ яш каччă.  

Ҫурла уйăхĕн 16–17-мĕш кунĕсенче республикăри техникумсемпе колледжсенчен ҫамрăксем хăйсен ирĕкĕпе строительсене пулăшу пама килĕшнĕ, тавралăха тасатма, ăптăр-катпăр япаласене тирпейлесе хурас ĕҫе хутшăнассине хыпарланă.    Ҫурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче вара пулас кадетсен ашшĕ-амăшĕсем те ҫак ĕҫе тухассине пĕлтернĕ.

Фоторепортаж



15 августа 2018
13:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter