Кадет шкулĕ уçăлатех
Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çĕршывăн анлăш аталанăвĕн стратегине пырса тивекен ыйтусенчен пуçларĕ. Çак кунсенче Виталий Мутко вице-премьер çак темăпа конференци ирттернĕ, стретегире пирĕн республикăна пайăррăн пырса тивекен самантсем те пур.
<...> Нумайăшне, çав шутра МИХсене калаçтаракан тепĕр тема — кадет шкулĕн строительстви. Хăшĕсем республика çак объекта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хута яраймасть тесе шăв-шав çĕклеме те ĕлкĕрчĕç ĕнтĕ. Михаил Игнатьев унашкаллисене «суя журналистсем» тесе хаклать. Чăн та, йывăрлăхсем пуррине те пытармасть.
Тĕп подрядчик, «Старко» компани, тĕрĕссипе, шанăçа тÿрре кăларайман, çавăнпа субподрядчиксене явăçтарма тивнĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ регион Пуçлăхĕ патшалăх саккасĕсене пурнăçламалла чух панкрутлăх умĕнхи предприятисемпе çыхланма юраманни пирки тепĕр хут аса илтерчĕ: «Вĕсем ĕçсен хакне чылай чакарсан та килĕшмелле мар, çанашкал тĕслĕхсенче аукционсене çĕнĕрен ирттермелле». Укçа уйăрас тĕлĕшпе чăрмавсем пулманнине кура ку тĕслĕхре «Старкон» объекта пĕр чăрмавсăр тата вăхăтра туллин хута ямалла пулнă, анчах вăл шанăçа тÿрре кăларманнине кура, авă, влаçсен ĕç-пуçа «алă вĕççĕн» йĕркелеме тивет.
Çапах кирек мĕнле пулсан та кадет шкулĕ Пĕлÿ кунĕнче уçăлатех. Юлашки ĕçсене пурнăçлассине тивĕçтермешкĕн Иван Моторин премьера тата ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçине Юрий Васильева куратор туса хуни ахальтен мар. Явапли вара — Вĕрентÿ министерстви. Александр Иванов министр шкулăн кашни блокĕнчи ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
А блокра /çывăрмалли корпус/ ĕçсен 90% пурнăçланă. Вĕренÿ корпусĕнче – Б блокра — ку кăтарту 95% шайĕнче. Спортпа туслашмалли В блокра технологие пăхăнмаллине кура вĕсен вăхăчĕ тăсăлать, çавăнпа унта кĕмешкĕн пĕр икĕ эрне тăхтама тивĕ. Г блокра столовăй, акт залĕ, библиотека вырнаçнă. Библиотекăра пĕтĕмпех хатĕр, столовăйра çак эрнере тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарĕç. Спорт площадки хальлĕхе хута каяймасть, малтанлăха 35-мĕш шкулăнне арендăна илме палăртнă. Уйрăм инвестор шучĕпе тунă çывăрмалли корпусра вара пĕтĕмпех хатĕр — краватьсем те, ытти те пĕтĕмпех пур.
Темăна Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин тăсрĕ, объекта икĕ тапхăрпа хута ярассине çирĕплетрĕ. Вĕренмелли тата çывăрмалли корпуссене авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçаççĕ, ыттине — Пĕлÿ кунĕ хыççăн икĕ эрнере. Йывăр грузовик шăтăка ÿксе унăн водителĕ вилнипе çыхăннă тĕслĕх хыççăн унта пулнă бомбоубежищĕне пĕтерме, шăтăка хуплама укçа уйăрнă — ĕçсене çывăх вăхăтрах вĕçлемелле. Стадиона авăн уйăхĕн вĕçĕ тĕлне туса пĕтересшĕн.
Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев шкулти ĕçсене çирĕп сăнаса тăнине палăртрĕ — юлашки вăхăтра хăй те унта куллен пулать-мĕн. Тĕп ĕçсем çак эрнере вĕçленмелле, «çурла уйăхĕн 25-мĕшĕ тĕлне юлашки винтиксене пăрмалла, лампочкăсене лартмалла». Ытти те вăрах кĕттермĕ: пăр кермен те пулĕ, çийĕнчен Кадетсен паркне тăвас ĕç те малалла пырать. Ун валли 75 миллион тенкĕ уйăрнă — «хулан кăнтăр енчи çĕнĕ районĕнче пурăнакансем валли илемлĕ те хăтлă кану вырăнĕ пулĕ». Тулли верси...