Ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлессипе ҫыхăннă ҫĕнĕ тарифсене Правительство ҫуртĕнче сӳтсе явнă

2019-мĕш ҫулчченех Раҫҫей Федерацийĕнчи регионсен йăлари хытă каяшсене пухса тирпейлессипе ҫĕнĕ йĕркепе ĕҫлеме тивет. Кун пек йышăнăва Федераци шайĕнче тишкерсе тухнă.  Халăха экологи хăрушсăрлăхĕпе тивĕҫтересси, усал ҫӳп-ҫапа пухса тирпейлесе вĕсене тепĕр хут тасатса, ҫĕнĕ хатĕрсене калăпланă ҫĕрте усă курассипе ҫыхăннă мелсене те ҫĕнетсе пырасси ыйту кун йĕркинче тăрать.

Ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫӳлерех асăннă ыйтăва тарăнрах тишкерес тĕллевпе ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.   

Тĕплĕ калаҫăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, министерствăсен ертӳҫисем тата организацисен хуҫисем хутшăннă.

Аса илтеретпĕр, 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕнче коммуналлă пайри хытă каяшсене пухса тирпейлессипе регионти оператор (ТКО) ĕҫне йĕркелесе янă.   «МВК «Экоцентр» ТМЯОпа килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне 10 ҫуллăха алă пусса ҫирĕплетнĕ.   

Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх службин ертӳҫи Марина Кадилова хăйĕн сăмахĕнче регионти оператор пулăшăвĕсен пĕрлехи тарифĕсене ҫирĕплетессипе йышăну тунине хыпарланă, унăн калăпăшĕ 442,22 тенкĕпе танлашать тенĕ пĕр кубла метршăн. Тепĕр майлă каласан, тоннишĕн 4138,64 тенкĕ пулать. Ӳлĕмрен хаксем мĕнле пуласси -  хваттерсенче миҫе ҫын пурăннинчен те килĕ.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кун пирки ҫĕнĕлĕхсем пуласси ҫинчен халăха тĕплĕн ăнлантарса памаллине асăрхаттарнă ертӳҫĕсене.  Кунсăр пуҫне Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министерствине вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме хушнă регион Пуҫлăхĕ, мĕн чухлĕ ҫемьене ҫак тариф хакĕсемпе ҫĕнĕлĕхсем пырса тивме пултарассине малтанласа палăртса хума каланă. 

Фоторепортаж



16 августа 2018
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter