Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шыв ресурсĕсен Федераци агенствин Атăлҫи тăрăхĕн управленийĕн ертӳҫипе Александр Бариновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев встретился с руководителем Верхне-Волжского бассейнового водного управления Росводресурсов Александром БариновымҪурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев шыв ресурсĕсен Федераци агенствин Атăлҫи тăрăхĕн управленийĕн ертӳҫипе Александр Бариновпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Атăла сыватассипе ҫыхăннă хăш-пĕр ыйтусене тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин ҫутҫанталăк пурлăхĕпе экологи министерстви федераци тăратакан проекта Чăваш Республикине кĕртсе хăварма ҫырупа тухнă. Мероприятисене пурнăҫлама 4696,6 млн тăкакланасси паллă.    

Раҫҫей Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕнче алă пуснă 204-мĕш №-лĕ указпа килĕшӳллĕн, экологи пайĕнче 2024-мĕш ҫул тĕлне Атăла ҫĕнетме, рекультивацилеме сахал мар ĕҫ плана кĕртсе хăварнă. Атăлăн ҫыранĕсене те тĕпрен юсасси кун йĕркинче ыйту ҫивĕч тăрать. «Сахал мар регионсене йывăрлăх кăларса тăратать.  Пирĕн, паллах, инвестици явăҫтарма майсем пур. Халăх ырлăхĕшĕн те ĕҫлемеллисем чылай», тесе каланă Михаил Игнатьев.

Александр Баринов кăҫал авăн уйăхĕнче Астраханьре «ҫавра сĕтел» мелĕпе уҫă калаҫу пулассине хыпарланă. РФ Патшалăх Думин Комитечĕ ыйтусене тĕплĕн пăхса тухма плана кĕртсе хăварнă тесе пĕлтернĕ вăл. Атăла сыватассипе ҫыхăннисем тĕп ыйтусем пулнине каланă.  

Пĕр пухăннă пек чухне, экологи енĕпе ытти ыйтусене те хускатнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 Фоторепортаж



16 августа 2018
15:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter