Шупашкарта вырнаҫнă Кадетсен корпусĕнче 350 ытла ҫын тăрăшать, унсăр пуҫне 100 волонтер тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă

Ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Шупашкарта вырнаҫнă  Кадетсен корпусĕнче 350 ытла ҫын тăрăшать, унсăр пуҫне 100 волонтер тавралăха тирпей-илем кĕртес ĕҫе хутшăнма кăмăл тунă.

Шупашкарти строительсен техникумĕнче ăс пухакан 50 студент хăйсен ăсталăхне практика шучĕпе ҫак объектра туптама килĕшнĕ. Ҫамрăксем питĕ кăмăллă, кунта ăс пухни ӳлĕмрен ĕҫре пысăк пулăшу парассине асăннă.  Яш-кĕрĕм хамăр регионта анчах мар, республика тулашĕнчи строительство ĕҫне те яланах хастаррăн хутшăнать.

Паян ҫамрăксем ĕҫленине Михаил Игнатьев хăй курса ĕненнĕ, ырă шухăшлă яшсемпе хĕрсене мухтанă, пархатарлă ĕҫшĕн тав тунă.

Каярах республика Ертӳҫи Михаил Игнатьев йăлана кĕнĕ тăрăх, объектра планерка ирттернĕ, подрядчиксем хăйсен кулленхи ĕҫĕсем пирки каласа кăтартнă, строительство тытăмĕнчи хăш-пĕр ыйтусене хускатнă. «Чăрмавсем пачах та пулмалла мар. Графикпа килĕшӳллĕн ĕҫлемелле.  Пуласлăх валли пĕтĕмпех ҫак объект. Ҫамрăксем Тăван ҫĕршывшăн ăс пухса, малашне вăл хăватлă аталанса пытăр тесе тимлĕҫ. Эпир сирĕнпе пĕрле патшалăх ыйтнине пурнăҫлатпăр», тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. Ырă пуҫаруллă ĕҫсене шăматкунпа вырсарникун та йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă.  Яш-кĕрĕм палăртса хунă кунсене чăтăмсăррăн кĕтнĕ, пĕтĕм кăмăлтан хаваспах ĕҫе кӳлĕннĕ. Хăшĕсем пĕр-икĕ кун маларах та ĕҫе пуҫланă. Хăвăртрах ĕҫе вĕҫлессишĕн тăрăшни сисĕнет.

 Тĕлли-паллисĕр сулланса ҫӳрекенсем ĕҫлекенсене критиклеме те ĕлкĕрнĕ. Вĕсен шухăшĕпе килĕшмелле мар, лайăх пуласран хăраҫҫĕ имĕш вĕсем.

Ырă ĕҫсене ҫамрăксемпе пĕрлех аслă ҫулсенчисем те  хапăл тусах йышăнаҫҫĕ. Калăпăр, Чăваш Республикин промышленноҫ пайĕнчи тава тивĕҫлĕ гражданин, Шупашкар хулин Хисеплĕ ҫынни Иван Долгушин ҫапларах каланă: « Совет тапхăрĕ вăхăтĕнче те ҫамрăксемпе аслисем пĕрле хар тăрса яланах ĕҫленĕ.   Субботниксем йăлара пулнă. Мĕнех, пĕрре те япăх мар, эпир ялан пĕтĕм кăмăлтан Тăван ҫĕршывшăн тăрăшса ĕҫленĕ.  Ун пек тунăшăн мăнаҫланнă, мухтаннă.  Тĕслĕх вырăнĕнче: тĕнчере чемпионат иртрĕ. Унта та волонтерсемсĕр пулмарĕ, ватти-вĕтти май килнĕ таран пулăшма тăрăшрĕ.  «Ниме» ăнлав пирĕн чăвашра анлă сарăлнă. Мĕн авалтан халăх пĕрне пĕри пулăшнă, уйрăмах строительство ĕҫĕнче. Пӳрт хăпартнă, ака-суха тунă, яланах нимелле. Пĕр чăмăра пухăнса ĕҫлесен ĕҫ те ăнать теҫҫĕ аслисем яланах. Ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисемпе пĕрле объект ҫинче ĕҫлесен ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче. Тирпейлĕхе вĕренеҫҫĕ, тавракурăм та анлăланать. Пуласлăх пирки вĕсем  мăнаҫланма пултараҫҫĕ», тенĕ вăл. «Тавах, Чăваш Республикин Правительствине, регион Пуҫлăхне, ҫакăн пек пысăк шкул хута яма витĕм кӳнĕшĕн. Юнашар вырнаҫнă Культура керменĕ те чаплăн курăнса ларать. Халăх питĕ кăмăллă, инфратытăм ҫĕнелет, условисем лайăхланаҫҫĕ», тенĕ сумлă ентеш.

Фоторепортаж



16 августа 2018
15:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter