Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернĕ

Ҫурла уйăхĕн 16-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен пĕри – хутса ăшăтмалли тапхăра объектсене хатĕрлесе ҫитересси.  Палăртнă кун видеоканашлу ĕҫне Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Виталий Мутко хăйĕн сăмахĕнче РФ регионĕсенче ҫӳлерех асăннă ыйтупа пĕтĕмпех йĕркеллĕ ĕҫлесе пынине хыпарланă. Хутса ăшăтмалли хатĕрсене юсанине, топлива таврашне те кирлĕ пек виҫепе тултарса пынине каланă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Ҫĕршывра субъектсем хутса ăшăтмалли тапхăра  пурĕ 62 процента ҫити хатĕрленсе ҫитнине асăннă вăл. Пĕлтĕрхинчен ĕҫ-пуҫ пĕрре те япăх мар, кăтартусем аван тенĕ  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн Ҫумĕ Виталий Мутко.

Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕ Владимир Якушев хăш-пĕр йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Топлива хакĕ хăпарнине, халăха ăшăпа вăхăтра  нимĕнле чăрмавсăрах тивĕҫтересси те кун йĕркинчех тăнине палăртнă. Хăш-пĕр регионсенче ресурссемпе усă курнăшăн парăмсем пухăннине аса илсе хăварнă Министр.

Палăртса хăваратпăр, Чăваш Республикинче хутса ăшăтмалли тапхăра графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсене йĕркелесе пыраҫҫĕ. Ыйтăва республика ертӳлĕхĕ ҫирĕп тĕрĕслевре тытать.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ нумаях пулмасть, республикăри районсемпе хуласенче ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлусен ĕҫне хутшăннăччĕ, ун чухне Михаил Игнатьев хутса ăшăтмалли тытăма тĕпрен тĕрĕслесе тухнă, объектсенче пулнă.  Ҫурла уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне регионта объектсене 75 процента ҫити хĕллене хатĕрлесе ҫитернĕ. Котельнăйсене 70,6 процент таран юсанă, ытти ĕҫсем те кулленех тирпейлĕ пулса пыраҫҫĕ.  Республикăра резерв сахал мар хатĕрленĕ, вĕсен шучĕ 433-рен те иртсе кайнă. Ресурссемпе усă курнăшăн предприятисемпе организацисем парăмсене татса пыраҫҫĕ, кăтарту 13 процента ҫити чакнă. Вăл шутран газшăн парăм 6,6 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ, электроэнергишĕн 2,7 процент.   

Республикăра мĕнпур ĕҫсене авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне вĕҫне-хĕрне ҫитерме тĕллев лартнă.

 Чăваш Енре ЖКХ пайне модернизацилессипе тĕллевлĕн ĕҫлени те куҫкĕретех.

«Чувашгаз» ГУП укҫипе Ҫĕмĕрле хулинче ҫĕнĕ котельнăй хута янă.  Кăҫал тата та 5 объект хута яма плана кĕртнĕ Ҫĕмĕрлере. Куславккара икĕ котельнăйне тĕпрен модернизацилеме план тунă.

Мĕнпур службăра тимлекенсен вăхăтра тата графикпа килĕшӳллĕн ĕҫсене йĕркелесе пымаллине асăрхаттарса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев

Фоторепортаж



16 августа 2018
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter