Чăваш Енре иртнĕ Пĕрлехи информаци кунне малтанласа пĕтĕмлетнĕ

Ҫурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ.

Республикăри влаҫ органĕсен ертӳҫисем Чăваш Енри районсемпе хуласене ҫитсе килнĕ, ĕҫ ушкăнĕсенче халăхпа тĕл пулса калаҫнă.

Уҫă калаҫусен тĕп темисем – РФ пенси енĕпе ҫыхăннă саккунсене ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварасси, ял хуҫалăхĕсенчи вырма ĕҫĕсем.

Тĕлпулусенче ҫынсемпе пĕрле хулана хăтлăрах тăвассипе ҫыхăннă программăсене анлăн тишкернĕ, инфратытăма хăватлантарасси ҫинчен калаҫнă, пуҫаруллă проектсене пурнăҫа кĕртесси пирки сӳтсе явнă. Пушартан сыхланасси, шыва кĕнĕ чухне хăрушсăрлăх  правилисене ҫирĕп пăхăнасси ыйтусем те кун йĕркинче ҫивĕч тăнă.

Палăртнă кун Информаци ушкăнĕсен ертӳҫисемпе тата унăн пайташĕсем халăхпа пурĕ 275 тĕлпулу ирттернĕ, ыйтусене сӳтсе явма пĕтĕмпе 6,8 пин ҫын хутшăннă.  

Ертӳҫĕсем ҫак кун халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăннă, пурĕ 102 граждан хăйсен шухăшĕсене пĕлтернĕ. Чи пĕлтерĕшлисем  ача сачĕсене хута ярасси, вĕсене тĕпрен юсасси, автомашина ҫулĕсене сарасси тата ытти те. Мĕнпур ыйтусене кирлĕ пек хуравсем панă, хăшĕ-пĕрисене  республика ертӳлĕхĕ тĕрĕслеве илнĕ.  



16 августа 2018
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter