Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хула кунӗ ячӗпе саламлани

Шупашкарӑн хисеплӗ ҫыннисем!

Сире Хула кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп!

 Шупашкар – Раҫҫейӗн чи хитре хулисенчен пӗри, вӑл хӑйӗн авалхи пуян историйӗпе, вӑйлӑ аталаннӑ экономикипе тата культурӑпа спорт пурнӑҫӗ туллин тапса тӑнипе паллӑ. Кунта питӗ ӗҫчен, хастар та пул­та­руллӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ.

Шупашкарта пурӑнакансем хӑйсен тӑван кӗтесне чунтан юратнӑран, унӑн ырлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑран Чӑваш Республикин тӗп хули тӑтӑ­шах ҫӗнелсе улшӑ­нать, хӑтлӑрах та тирпейлӗрех тата илӗртӳллӗрех пу­л­са пырать.

Шупашкарта инвестици лару-тӑрӑвӗ лайӑхланать, производ­ствӑсем хута каяҫҫӗ, ӗҫ вырӑнӗсем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ микройонсем ҫӗкленеҫҫӗ, социаллӑ сфера объекчӗсемпе автомобиль ҫулӗсем тӑвас тата вӗсене ҫӗнетес ӗҫ аван пырать, пурӑнмалли ҫурт-йӗр фондне тӗпрен юсас енӗ­пе анлӑ программа пурнӑҫланать.

Общество хутлӑхӗсене аталантарасси те тӗп ыйтусен шутӗнче. Хула инфратытӑмне йӗркеленӗ чухне хальхи вӑхӑтри технологисемпе усӑ курасси ырӑ йӑлана кӗнӗ, парксемпе скверсем тирпейленсе хитре­ле­неҫ­ҫӗ, кан­малли тата спортӑн тӗрлӗ тӗсӗсемпе хутшӑнмалли вырӑнсен шу­чӗ ӳсет.

Инновациллӗ аталанӑва тӗпе хурса, хула хӑтлӑхӗн стандарчӗсене тӗллевлӗн лайӑхлатса пырса, хулара пурӑнакансене управлени йышӑ­нӑ­вӗсем тӑ­вас ӗҫе хастарлӑн явӑҫтарса Шупашкар хули чи хӑюллӑ тата курӑмлӑ про­ек­тсене пурнӑҫа кӗртме пултарасса ҫирӗппӗн шанса тӑра­тӑп.

Хула аталанӑвне куллен хӑйсен витӗмлӗ тӳпине хывакан ентеш­сене – про­изводст­вӑра тӑрӑшакансене, обществӑри йӗркелӗхе тивӗҫтерекен­сене, ача­­­­сене вӗрентекенсемпе воспитани паракансене, строительсене, куль­­турӑпа спорт пурнӑҫӗнчи паллӑ пулӑмсене тата социаллӑ пӗлте­рӗшлӗ мероприятисене хутшӑ­на­кансене – пурне те тайма пуҫ.

Шупашкарти пурнӑҫа хӑтлӑ, шанчӑклӑ, сывлӑхлӑ тата илӗр­тӳл­лӗ тума пулӑшакан мӗнпур ҫынна тав тӑватӑп.

Сире пӗтӗм чунтан ҫирӗп сывлӑх, ырлӑхпа телей, ӑнӑҫулӑх тата пӗ­тӗм пуҫарурах ҫитӗнӳсем сунатӑп! Хамӑрӑн юратнӑ хуламӑра вара тӑ­нӑҫлӑхпа чечекленӳ!

 

 

Чӑваш Республикин  Пуҫлӑхӗ                                                    Михаил Игнатьев



18 августа 2018
07:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter