Игорь Николаев Шупашкарсене уяв ячĕпе саламларĕ

Паян шурă Шупашкар 549-мĕш çуралнă кунне паллă турĕ. Тĕп хула кунĕнче уяв ячĕпе саламламашкăн пĕр-пĕр Раççей эстрада артистне чĕнесси йăлана кĕчĕ. Хальхинче пирĕн республикăна Игорь Николаев çитнĕ.

Çак самантра "Выпьем за любовь", "Дельфин и Русалка" тата ытти хитпа чапа тухнă юрăç, композитор Хĕрлĕ тýреме пуçтарăннисене концертпа савăнтарать. Игорь Николаев куракансен юратăвне çèнсе илнĕ чылай юррине шăрантарчĕ. Концерт хыççăн, йăлана кĕнĕ тăрăх, тýпере фейерверк çутисем ялкăшĕç.

Ирина КОШКИНА. 



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
19 августа 2018
23:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter